Пур хыпар та
Общие статьи
10 Июнӗн 2020, 12:45

Ăстаçăпа калаçма та кăмăллă

Чылай çыншăн ал ĕç туни хăйне евĕрлĕ киленÿ (хобби) е вăхăт ирттерни кăна мар‚ вăл пултарулăх тĕнчипе те çыхăннă. Нумай чухне çакăн йышши ĕçсем пурнăç тĕшши пулса тăраççĕ‚ тивĕçлĕ тупăш пама та пултараççĕ.

Хĕрарăм тĕнчи мĕн ĕлĕкрен илемлĕхпе тачă çыхăннă. Çакна ăна çут çанталăк панă-тĕр. Алă ĕçĕ вĕсен пурнăçĕн пĕр пайĕ пулса тăнă тесен те йăнăш пулмĕ. Этемлĕхĕн илемлĕ çурри кил-çуртра тыткалакан япаласене мĕн авалтан хăй аллипе ăсталанă. Çакă вара çемьене хăтлăх кÿнĕ.
Хальхи вăхăтра‚ технологи аталаннă саманара‚ ал ĕç пĕлтерĕшĕ чакса пырать. Анчах‚ юратнă ĕçе чунтан парăннă ăстасем пур-ха. Вĕсенчен пĕри - Пелепей районĕнчи Çĕнĕ Сименкке ялĕнче пурăнакан Лидия Алексеевна Дмитриева. Мĕн çамрăкранах кинемей ал ĕçĕпе пурăннă. Ватлăх çулĕсене пăхмасăр паян та кĕрĕк арки йăваласа лармасть вăл: çыхма‚ тĕрлеме‚ çĕлеме юратать. Лидия Алексеевна пÿртне хăй ăсталанă япаласемпе илемлетнĕ. Кунта тем те пур: пукан çине е урайне сармалли пĕчĕк кавирсем‚ тĕрленĕ салфеткăсемпе (вĕсен шучĕ те çук) пиртен тĕртнĕ япаласем. Ăстаçă чечек савăчĕсене те çыхнă япаласемпе илемлетнĕ. Унăн ĕçĕсене ялти культура çуртĕнче темиçе хутчен курава тăратнă.
Паянхи кун çĕршыв самоизоляци режимĕпе пурăнать. Пирĕн регионта 65 çултан иртнисемшĕн комендант вăхăчĕ ĕçлет. Çак вăхăта та кинемей усăллă ирттерме тăрăшать. Вăл каçсерен çекĕлпе кăна мар‚ ятарлă йĕпсемпе те тем те çыхать. Кирек хăш ĕçне те чунпа юратса тăвать.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет‚ енчен те çынра пĕр-пĕр япалана тума ăсталăх пур пулсан унпа калаçма кăмăллă. Мĕншĕн тесен унра чылай çĕнĕ шухăш. Вĕсемпе вăл ыттисене те паллаштарать. Çакă вара социаллă сферăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кирек епле фантази те ытти çынсенче çĕнĕлĕх уçма пулăшать. Ăстаçăсемпе курса калаçсан‚ тепĕр çын та хăйне ал ĕçĕпе çыхăнтарма пултарать. Пултаруллă çынна итлекенсемпе куракансем яланах нумай пулнă. Вĕсен шутĕнче çывăх çыннисемпе тăванĕсем те.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ,
Çĕнĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: