Пур хыпар та
Общие статьи
10 Июнӗн 2020, 13:16

Вăрçă мар, татулăх пултăр çĕр çинче

Июнь уйăхĕн 14 мĕшĕнче Валентина Васильевна Федотова 95 çулхи юбилейне паллă тума ĕмĕтленет. Ял çыннисем, тăванĕсем, ачисемпе мăнукĕсем ăна вăрăм ĕмĕрĕшĕн тата сумлă ÿсĕмĕшĕн çеç мар, ырă кăмăлĕпе ĕçченлĕхшĕн хисеплеççĕ.

Валентина Васильевна Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче 1925 çул çуралнă. Унăн ашшĕ, Василий Сафронович Иванов, тĕрĕслĕхшĕн те йĕркелĕхшĕн тăрăшакан çын пулнă, шăпа тени ăна шуррисемпе хĕрлисем çапăçнă вăхăта та хутăштарнă. Патша офицерĕ яла Варвара ятлă белоказачкăпа таврăнса çемье çавăрнă. Вĕсен ултă ача çут тĕнчене килнĕ, çавсен хушшинче вара пĕртен пĕр хĕр ача, Валя, пулнă. Унăн амăшне, вырăс хĕрарăмне,чăвашсемпе хутшăнма та, çĕр çинче ĕçлеме те ансат пулман. Анчах та вăл нихăçан та нăйкăшман, пурнăçа çăмăллатас тесе питĕ тăрăшнă. Çак тăрăшулăхпа тÿсĕмлĕхне, пултарулăхĕпе ăсталăхне пĕтĕмпех юратнă хĕрне Валюшенькăна пехилленĕ.
Валя, чăнах та, питĕ йăрăс пÿллĕ, сăпайлă та ырă кăмăллă хĕр пулса çитĕннĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă чухне 16 çула çитсе пыракан хĕр хăй ирĕкĕпе ĕç çарне çырăнса, ял-йышпа пĕрле Свердловск хули енне торф кăларнă çĕре çитнĕ. Вăл вăхăтра хаяр тăшманпа çапăçакансене те, çĕршыва хÿтĕлекенсене те питĕ йывăр пулнă. Тылра пурăнакансене те кашни кунах чăтма çук йывăрлăхсемпе çитменлĕхсем кĕтнĕ.
Валя мăнаккан аса илĕвĕнчен: «Ĕç арминче питĕ йывăр ĕç - çĕр ĕçĕччĕ. Алăран 12-14 сехет кĕреçе кайман, пĕрре те тăраниччен апат çисе курман. Çав вăхăтра пурнăç мана çăкăра тата та ытларах хисеплеме вĕрентрĕ. Çăкăр - чи хаклă пуянлăх, тĕнче никĕсĕ, унсăр пĕр çын та пурăнаймасть. Вăл типсе-хытса кайсан та хăйĕн тĕхĕмлĕхне çухатмасть.
Ĕç йывăр, апат начар, супăнь çук, урара йывăр салтак атти. Тусанпа та тарпа йĕпеннĕ тумтирсене кăвайт тĕтĕмĕ çинче тытса силлеттĕмĕр. Унсăрăн, çĕрле канма выртсан, кĕпесене пыйтăсем вырăнтан куçаратчĕç. Кăнтăрла вара вăрăм тунасем пек юна сăвăратчĕç. Аса илсен куçран куççуль тухать. Питĕ-питĕ йывăрччĕ вăл вăхăтра, хаяр тăшманĕ кунсерен Мускав енне кĕрсе пыратчĕ. Час-часах çĕршыва хÿтĕлекенсен шутĕнче çывăх çынсем вилни çинчен хыпар килетчĕ. Николай пичче тинĕсре паттăрла вилни çинчен те хыпар çитрĕ».
Çамрăк хĕр пĕтĕм вăйне хурса тăрăшнă вăхăтра начарланма пуçлать, пичĕ-куçĕсем туртăнса, кевти пĕчĕкленсе япăхса каять. Хытă имшерленнĕ хĕре вăй пухма, сывлăхне юсама каялла тăван яла яраççĕ. Кăштах сывлăхĕ çăмăллансан, хăй ирĕкĕпе торф кăларнă çĕре иккĕмĕш хут каять. Тата тепĕр çула яхăн тĕрлĕ-тĕрлĕ вырăнсенче ял хĕрĕсемпе тата плена лекнĕ нимĕç салтакĕсемпе пĕрле торф кăларса типĕтнĕ çĕрте вăй хурать. Çамрăклах сывлăхĕ хавшанине пăхмасăр пĕрре те хурланса: «Мана кунта питĕ йывăр, ярăр мана каялла киле», - тесе каламан.
Выçăпа кĕрешнĕ хыççăн, пĕтĕмпе ĕçлейми пулсан Валя мăнаккана тепĕр хут тăван ялне сывалма яраççĕ. Нумаях та вăхăт иртмест, вăрçă вăхăтĕнчи саккун йĕркипе, тин çеç самайланма пуçланă хĕр çĕнĕрен торф кăларма каякансен списокне лекет.
Тĕрлĕ шухăш явăннă вăл вăхăтра Вальăн ашшĕпе амăшĕн пуçĕсенче: «Виççĕмĕш хут кайни юлашки пулмĕ-ши? Хавшанă сывлăхĕпе каялла таврăнайĕ-ши?». Ашшĕ вара, ватă пулсан та, вăрçă пуçлансанах Ерлыковăра бричкăсем тăвакан бригадăн пуçлăхĕ пулнă.
...Кăмака тăвакан Мĕтрие куçĕ япăх курнипе вăрçа илмен. Вăл 1905 çулта çуралнă пулнă. Шăпах вăл хĕрĕн пурнăç йĕркине тепĕр майлă çавăрса янă. Валя мăнаккапа Мĕтри йыснан пурнăçĕ тăршшĕнче сакăр ача çут тĕнчене килнĕ. Малтанхи ачисем çине-çинех вилсе пынă. Паллах, йывăр ĕç çитĕнсе çитмен çамрăк хĕрĕн сывлăхĕ çине хăйĕн витĕмне кÿнĕ.
Мĕтри йысна кăларнă кăмакаллă çуртсем ялта çителĕклехчĕ. Вĕсем çур ял ытла пулнă. Ĕç вĕçленнĕ кун Валя мăнакка кăмакана тăмлă хăйăрпа питĕ яка шăлса, ăна çĕнĕ кĕпе тăхăнтартнă пекех тăватчĕ.
Вăрçă хыççăн вара ял ĕçченĕсемпе пĕрле арканнă хуçалăха ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшнă. Çав хушăрах çулсерен виçшер гектар сахăр кăшмане ÿстерсе, кăларса, тасатса, тиесе станцине ăсатнă. Колхоз кĕтĕвне кĕтсе миçе çухрăм утман-ши Хурамалăн виç хурăнлă тăвĕ çинче? Çав вăхăтрах миçе мăшăр алса-чăлха çыхман-ши? Сакăр çынран тăракан çемье валли пурте кирлĕ пулнă-çке. Аслă вăрçă тапхăрĕнче ÿснĕ, пурăннă çынсем, пурнăç йывăрлăхĕпе хурçă пек хĕртĕнсе çирĕпленнĕ.
Кашни çемьен пурнăçĕ хăйĕн тĕнĕлĕ тавра çаврăнать. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вĕçленнĕренпе пирĕн мăнаккан пурнăçĕнче те питĕ пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. 1978 çултан пуçласа мăшăрсăр юлнă пĕччен хĕрарăм тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратса, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларчĕ. Икĕ ывăлĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлчĕç, ыттисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хăйсем йăва çавăрса çемйисемпе пурăнаççĕ.
Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ йывăр вăхăта лекнĕ пулсан та вăл чун илемне, ырă кăмăлне çухатман. Яланах шÿтлесе, кăсăклантарса куларах кăна калаçать. Йывăр саманара хăй пурнăçне тивĕçлĕ пурăнса ирттернĕ çынпа калаçнăçемĕн калаçас, унран тĕслĕх илес килет.
Паянхи кун Валентина Васильевна пĕр ывăлĕн тата виçĕ хĕрĕн çемйисемпе (11 мăнукĕпе, 19 кĕçĕн мăнукĕпе) савăнса пурăнать. Канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăм çурт-йĕрне таса тытма тăрăшать, вăхăчĕпе пĕр-пĕчченех те пурăнать. Чылай чухне кÿршĕ ялти кĕçĕн хĕрĕн, Лильăн, çемйинче хăнара пулать.
- Халех ватăлас мар-ха. Çÿллĕ пусман картлашкисене тренажор вырăнне хурса, ахалех анса хăпарса çÿретĕп, - тесе тĕлĕнтерет çамрăксене 95 çулти кинемей.
«Йывăр тапхăрта çуралса ÿсме, ăна чăтса-тÿссе ирттерме тÿр килнĕ сире. Уншăн мăнакка кулянмастăр-и?» тесе ыйтсан: «Мана ачасемпе мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем питĕ юратаççĕ, лайăх пăхаççĕ. Эпĕ халĕ пĕччен мар. Пурăнасчĕ-ха 100 çула çитиччен. Вăрçă мар, татулăх пултăр çĕр çинче», - хуравларĕ мăнакка.
Юратнă та хаклă тăванăм, шухăша кĕнĕ ĕмĕтÿсем пурнăçланса пыччăр санăн.
Галина УМОВА,
Çтаппан шăллĕн хĕрĕ.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: