Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
10 Июнӗн 2020, 13:09

Василий Петрович Тарасов

Василий Петрович Тарасов (1908-1984 çç)

Василий Петрович Тарасов манăн кукаçи пулать. Вăл Мияки районне кĕрекен Хурамал ялĕнче çуралнă. Мотострелоксен çарĕнче служба иртнĕ. Тăван çĕршыва хаяр тăшманран ирĕке кăларнă чух темиçе хутчен аманнă. Сывалса ура çине тăнă хыççăн малалла çапăçнă. Тăшмана хирĕç хастар кĕрешнĕшĕн тĕрлĕ наградăсем парса чысланă.
Асаттепе кукаçин тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ытти пин-пин ветеранĕн паттăрла ĕçĕсем ĕмĕрех пирĕн асра пулĕç.
Лариса КОРОТАЕВА, мăнукĕ.
Мияки районĕ.
Читайте нас: