-Уй-хирти çурхи ĕçсене вĕçленĕпе пĕрех. Çанталăк условийĕсемсĕр пуçне çур аки кампанине кĕске вăхăтра тата тухăçлă ирттерме чăрмавсем сиксе тухмарĕç. Юсавлă та кирлĕ техника та, ун валли сĕрмелли-çунтармалли материал та çителĕклĕ пулчĕ. Пысăк пахалăхлă вăрлăха та хамăрах хатĕрленĕ, - кĕскен паллаштарчĕ пире Александр Маркелович.
Техника тенĕрен вăл хуçалăхра чăн та çителĕклĕ. Машинăпа трактор паркне кĕрсен çĕнни те, вуншар çул ĕçлесе паянхи кун та усă курма юрăхли те куç тĕлне лекет. Вĕсене çарти пек ретĕн-ретĕн лартса тухнă. Кĕскен каласан çирĕп йĕрке тени кунта уксахламасть. Акă, эпир хуçалăх ертÿçи сĕннипе самай хăватлă трактор патĕнче тăрмашакан Виталий Степановпа курса калаçма кăмăл турăмăр. «Case Magnum» текен Америка техники кирек кама та хăй патне туртать, тăрăшса ĕçлес кăмăла çĕклет. Анчах та 310 лаша вăйлă хурçă ута кашнин аллинех шанса параймăн. Кунта ĕç опытне те, çын яваплăха туйнине те, дисциплинăна пăхăннине те шута илме тивет. Унтан та ытларах тимĕр чунпа чĕрĕ çынпа калаçнă чухнехи пек хутшăну кирлĕ. Тĕрĕсрех, техникăна юратни пулмалла. Çавăн чухне çеç ĕçĕ те кал-кал кайĕ, çитĕнĕвĕ те пулĕ. Виталий Викторович вара шăпах çавăн пеккисенчен пĕри.
- Çăкăр шăрши хирти тусантан пуçланнине ачаранах ăнкара пуçланă. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухнех штурвальнăй пулса ĕçлеме тытăннă та çĕр ĕçĕнчен уйрăлман. Шкул хыççăн училище пĕтерсе тăван ялтах тĕплентĕм. 1990 çулта салтак аттине хывсан колхозрах вăй хума пуçларăм. Малтан тĕрлĕ автомобильсем çинче ĕçлеме тÿр килчĕ. Çав шутра - «ГАЗ-53», КамАЗ автомашинăсем, ПАЗ автобус. Халĕ çиччĕмĕш çул трактор çинче тăрăшатăп, - палаштарчĕ кĕскен ĕç биографипе пиллĕкмĕш теçетке урлă каçнă арçын.
Кăçалхи çур акинче те Виталий Степанов тухăçлă ĕçленине палăртмалла. Вăл 251 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акнă, 254 гектар çинчи çĕре культиваци туса кăпкалатнă, 174 гектар çĕре дискланă. Çывăх вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлеме тухмалла пулĕ. Çĕр ĕçĕ вăл конвеер çинчи пулăма аса илтерет-çке. Кирек мĕнле ĕç те кĕске вăхăтра тата тĕплĕ тума хистет.
Эпĕ Америка тракторĕпе киленсе Виталий Викторовичпа сăмах çăмхине сÿтнĕ вăхăтра хуçалăхăн тĕп инженерĕ Дмитрий Иванов килсе тухрĕ. Вăл çак ĕçе кÿленни виçĕ уйăх çеç-ха, анчах та лару-тăрăва лайăх хак парать. Кун пирки кооператив ертÿçи Александр Тихонов та хăйĕн калаçăвĕнче палăртрĕ. Пĕр-пĕрне сывлăх сунса ыйту панă май Дмитрий Иванович çапла хушса хучĕ:
- Колхоза çĕклетпĕр. Сывлăх пулсан техники те ĕçлĕ, тырри-пулли те пулĕ. Пурнăçра кирек мĕнле ÿсĕм тăвасси те çыннăн кăмăлĕнчен килет, - терĕ вăл.
Çак сăмахсенче темле оптимистла туйăм тата чĕнсе калани пурри сисĕнет. Паллах, тĕп инженер çапла хавхалантарни коллективри хутшăнусем çине ырă витĕм кÿрет. Шанас килет Киров ячĕллĕ кооперативра малашне те ăнланупа татулăх сÿнмĕ. Йышпа тунă ĕç яланах ÿсĕмлĕ те паха пулнине пиртен кашниех ăнланать-çке. Çĕнĕ пуçлăха вара çăмăлах мар ĕçĕнче хăйĕн командипе пĕрле ăнăçу сунатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пишпÿлек районĕ,
Ситекпуç ялĕ.