Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Июнӗн 2020, 14:07

Чăн та, Соколов пирĕн çав

Паянхи кун Пушкăртстанри чăвашсем хушшинче пултаруллă та хисепе тивĕçлĕ ертÿçĕсем пулни, паллах, хамăр халăх çыннисене савăнтарать.

Хăш чухне вĕсен тивлечĕпе пĕтĕмĕшле республикăри 107 пинлĕ чăваш халăхне мухтаса калаçнине те илтме тÿр килет. Çавăн пек тĕслĕхсенчен пĕри вăл Чекмагуш районĕнчи «Базы» СПК» ОООн канăçсăр чĕреллĕ ĕртÿçи, Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ, РФ тата ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Салават Юлаев тата Халăхсен туслăхĕ орденĕсен кавалерĕ Вадим Соколов пулса тăрать. Тепĕр чухне редакци ĕçĕсемпе тĕрлĕ районсене çитнĕ май ытти халăх çыннисенченех «сирĕн Соколов çавна тунă. Маттур» тесе каланине илтме пулать. Пуçра хĕпĕртенипе ирĕксĕрех «Соколов пирĕн пулсан, ăна ырăпа асăнни пире те пырса тивет-çке» текен шухăш çуралать, чĕре те урăхларах тапма пуçлать. Çавăнпа та ун пек çынсем пулсан çак хăналăх пурнăçра савăнăçĕ те ытларах пулĕччĕ.
Çак кунсенче вара хисеплĕ Вадим Васильевич хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сăмах май каласан, çÿлерех асăннă хуçалăха вăл ертсе пыма тытăннăранпа та 30 çул çитрĕ. Вăтăр çул вăл 30 кун мар, çавăнпа та çак аталану çулĕ çинчи йывăрлăхсемпе чăрмавсене пăхмасăр мĕнле ÿсĕмсем туни çинчен пĕр Соколов çеç тĕрĕссине каласа пама пултарать. Тепĕр тесен унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ те çак колхозрах иртнĕ. Шутланă-ши 1978 çулта вун саккăрти каччă пурăна киле «Базыне» ертсе пырасса? Шăпах çак çул вăл кунта тракторист-комбайнер пулса ĕçлеме пуçланă. Çара кайса килсен те симĕс пакунлă салтак (çĕршыв чиккине хÿтĕленĕ) тăван ялах суйласа илнĕ. Каллех трактор рулĕ умне ларнă, каярах комсомол тата парти организацийĕсен секретарĕ пулнă. Пурнăçри çак трамплин ăна ертÿçĕ пулма çул уçнă, аслă пĕлÿ илме хистенĕ…
Паянхи кун хисеплĕ çыннăмăра, «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусне хамăртан тата вулакансен ятĕнчен чаплă та савăнăçлă юбилейпа саламлатпăр, пысăк тивĕçри çăмăл мар лава туртма чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, туслă та ăнланакан командăпа ĕçлеме, çемьере килĕшÿпе юрату, тулли телей сунатпăр. Яланах хăв палăртнă кашни ĕçре ăнăçу кĕтсе тăтăр, инкек-синкекрен Турри сыхлатăр, ĕмĕтсен арчи чăнлăхпа тивĕçтĕр. Вăй-хăват ан чактăр, кун-çулу пархатарлă та тикĕссĕн шутăр.
Сире сума суса тата тав туса – «Урал сасси»
хаçат редакцийĕ.
Читайте нас: