Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Июнӗн 2020, 13:59

Чăвашсем Пушкăрт тăрăхне куçса килнин сăлтавĕ

Нумай тĕпчевçĕ шухăшĕпе чăвашсем хăйсен историллĕ çĕршывĕнчен Пушкăрт çĕрĕ çине куçса килесси Хусан ханлăхне çĕнсе илнĕ (1552ç) тата Чăвашпа (1551ç) Пушкăрт тăрăхĕсем Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕ (1552-1551çç) хыççăн пуçланнă.

XVI ĕмĕр варриччен Хусан ханлăхĕн пусмăрĕнче пулнине шута илес пулсассăн Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешни чăвашсемшĕн аталану çулĕ çине тăнипе тÿр килнĕ. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнă. Вăл вĕсене унченхи пусмăртан хăтарса феодолизм условийĕсенче май пур таран малалла аталанма май панă.
Вырăс патшалăхĕ çĕнĕрен хутшăннă çĕрсене çирĕплетес тĕллевпе стратегиллĕ пĕлтерĕшлĕ вырăнсенче крепость пункчĕсемпе çирĕплетнĕ линисем тума тытăннă. Вĕсен гарнизонĕсенче ытларах вырăссем тата вырăс службине килнĕ тутарсемпе чăвашсем пулнă. Службăра тăракансен ят çĕрĕсем упранса юлнă. Вĕсене феодаллă тивĕçсенчен хăтарнă, çавăн пекех хĕсметре тăнăшăн укçа та тÿленĕ. Çав вăхăтрах вĕсен парăмĕсене ыттисем çине тиенĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн патша правительстви хăй тĕрекне вырăс мар халăхсем хушшинче йĕркелет.
Крепость линийĕсемпе хатĕрĕсем лартнине пула вырăнти халăхăн çĕрĕ сахалланнă. Çĕрсене чиркÿ представителĕсене, мăнастир çыннисене, вырăс çĕрне тытса тăракансене валеçсе панă. «1,5 млн теçеттин (хальхи виçепе пĕр теçеттин 1,09 гектарпа танлашать) çĕре Хусан тăрăхĕнчи вырăс улпучĕсем тивĕçнĕ», - çырнă А.Н. Григорьев. Çĕрĕн ытларах пайĕ вырăнти паллă феодалсен аллине лекнĕ. «Чăвашсене хăйсен пулăхлă çĕрĕсем çинчен начар çĕрсем çине хĕссе кăларнă. Чăваш тăрăхĕнче те Раççейри пек крепостла йĕрке çирĕплене пуçланă».
Вырăс мар халăхсенчен тăракан çар класĕ йĕркелени тата Чăваш тăрăхĕнче вырăс феодалпа крепостла çĕр ĕçĕ çирĕплетни куланай тÿлекен халăха хытах пырса тивнĕ.
Патша правительстви хăйĕн çарпа феодал системине çирĕплетес тĕллевпе асăннă тăрăха тимлесе тăмалли управлени йĕркелеме шутланă. Унччен вырăнти администраци Хусан воеводине пăхăнса тăнă. Каярах Хусан приказĕ тухнă. Унпа килĕшÿллĕн вырăнти администрацие хăйне шанса панă территорисенче хуçа пулма, унта пурăнакан халăх пурнăçĕн пур сферине те хутшăнма ирĕк панă.
Атăлçи тăрăхĕнче, Хусан хулине иличченех, вырăс купцисем суту-илÿ тунă, куçса çÿрекен вырăссемпе тыткăна лекнĕ çынсем тĕпленсе пурăнма пуçланă. Вырăнти халăх вĕсемпе çывăх хутшăнса вĕсен производство тата культура опытне хăнăхса пынă. Чăвашсем ун чухнех христианствăн православи тĕнĕпе паллашнă. Атăлçи Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешиччен чăвашсене православи тĕнне ирĕксĕрлесе йышăнтаракан пулман.
Атăлçи тăрăхĕнчи халăхĕсен наципе класс вăй-халне хавшатма тата вĕсен идеологине (ăс-тăнĕнче палăракан тĕп шухăшсене) пусарма христианизаци никĕсĕ çинче йĕркеленĕ русификаторла политикăна суйласа илнĕ. Малтанах халăха уççăн хĕсĕрлемен. IV Иван (Хаяр Иван) тата Макарий Митрополит Гурий архиепископ патне янă «Асăрхаттарса çырни» («Наказной память») хутра Атăлçи тăрăхĕнчи вырăс мар халăха тĕне кĕртнĕ чухне асăрхануллă пулмаллине, ирĕксĕрлеме юраманнине, «новокрещенниксене» май пур таран хавхалантармалли, вĕсене тимлĕх уйăрмалли пирки асăрхаттарнă.
Пĕрремĕш Хусан архиепископĕ провослави тĕнне халăх хушшинче анлă сарас тĕллевпе кĕлмĕç (подачка) памалли мелпе усă курнă: пылпа тата сăрапа сăйланă, хăй патне Хусана пыма чĕннĕ. Çакă пурте нумаях пулмасть Вырăс патшалăхĕ йышне кĕнĕ тăрăхри политика лару-тăрăвĕпе çыхăннă пулнă.
Патша правительстви Атăлçи тăрăхĕнче христиан тĕнне сарас ĕçе мăнастирсене хушнă. Вĕсем вара вырăс мар вак халăха хăйсем пĕлнĕ пек, «Асăрхаттарса çырнинче» панă хушусем çинчен манса кайса, виçесĕр тискерле хăтланнă. Патша укçа уйăрса панипе, хăйсен ирĕкĕпе çĕрсене туртса илнипе, çăткăнлăха пула тата хресченсене пусмăрласа ĕçлеттернипе вĕсем пысăк феодаллă харпăрçăсем пулса кайнă. Çак çынсен колонизаторла тата миссионерла ĕçĕ-хĕлĕ чăвашсем пурăнакан вырăнсене те пырса çитнĕ. XVI-XVII ĕмĕрсенче çĕрсене туртса илессипе уйрăмах Сĕвери Успенский (1552 ç йĕркеленнĕ), Хусанти Зилантов (1552 ç), Хусанти Спасо-Преображенский (1556 ç), Шупашкарти Троицкий (1556 ç), Улатăрти Троицкий, Шупашкарти Преображенский, Çĕрпÿри Тихвинский (1675 ç) тата ытти мăнастирсем палăрнă. Хĕсĕрлесе туртса илнĕ вырăнсенче хуçалăх тытса пыма хăйсен филиалĕсене йĕркеленĕ. Шăпах унта вырăс мар халăхсене экономика тĕлĕшĕнчен пусмăрлама тытăннă.
Чăваш тăрăхĕнчи халăх çулсерен вуншар тĕрлĕ хырçă-марçă тÿленĕ, тÿсейми ĕç повинноçĕсене пурнăçланă. Вĕсем поминочный тата теçеттин текен куланайсем тÿленĕ. «Пĕрремеш ушкăна кĕрекен куланая патшалăх хыснине, аслă влаçа панă пулсан, иккĕмĕшне, вак халăхсен мĕн пур тупăшĕн пĕрре вуннăмĕш пайне, хыснана хывнă», - çырнă Н.В. Никольский. Çавăн пекех чăвашсем правительствăна та куланай тÿленĕ, çакă вĕсене крепостнойсен шутне кĕртнĕ. Вĕсем, Хусан керменĕн приказĕпе килĕшÿллĕн, куланай тÿлекенсен шутĕнче тăнă.
Унсăр пуçне чăвашсенчен çар тÿлевĕ, лашапа, шывпа, çут-çанталăк пуянлăхĕсемпе усă курнăшăн, япала турттарнăшăн, шыв урлă каçнăшăн, патшалăх службинчи çынсене турттарнăшăн, язычество тĕнĕпе туй тунишĕн тĕрлĕ тÿлевсем, упа, сăсар оброкĕ, пулă тытнăшăн, ирĕклĕ вăрман хурчĕн пылĕпе усă курнăшăн пошлинăсем шыраса илнĕ. Патша чиновникĕсемпе воеводăсем хресченсенчен темĕн тĕрлĕ парăм-тÿлев те ыйтма пултарнă. Православи чиркĕвĕ те халăхран мĕн кирлине пуçтарнă.
Хырçă-марçă тÿлекенсемшĕн хуласемпе крепоçсем, тĕрмесем хăпартасси, кĕперсемпе çулсем хывасси, хысна валли вăрман хатĕрлесси пысăк йывăрлăх кăларса тăратнă. Çавăн пекех çар тата хурал службинче хĕсметре тăрасси те (Хусан ханствинче пулнă) çăмăлах пулман. Вăрçă вăхăтĕнче ухăпа тата ухă йĕппипе хĕç-пăшалланса лаши-мĕнĕпех çула тухмалла пулнă (Ливон тата ытти вăрçăсене хутшăннă). XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче ултă килĕрен пĕр çынна çара илнĕ. Хуса кайнă çынсенчен каялла таврăнакансем çукпа пĕрех пулнă. Чăвашсен пурнăçне воеводăсемпе приказчиксем, улпутсемпе мăнастирсен настоятелĕсем власть хушнинчен иртсе хăтланни, укçа е пурлăх илес тĕллевпе хăратни, взятка ыйтни йывăрлатнă. Патшалăх тата православи чиркĕвĕ ирттернĕ тĕн йĕрки лару-тăрăва тÿсейми тунă. Çавна май XVII ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне чăвашсем тата йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. «Вăл вăхăтра, - çырнă Т.Г. Гусев, - патша воеводисем чăваш хресченĕсем куланай тÿлеме пултарайманнине палăртнă».
XVII ĕмĕрте Чăваш тăрăхĕ Вырăс патшалăхĕнче çирĕпленнĕ çарпа политика, социаллă тата экономика процесĕсен витĕмĕпе аталаннă. Çав вăхăт тĕлне пĕр тĕп патшалăх йĕркелесси вĕçленнĕ, халăх суйлакан сословиллĕ монархи йĕркеленнĕ, улпутсем çĕр ĕçĕ илсе пырасси сарăлнă тата крепостла йĕрке пуçĕпех çирĕпленнĕ. Тата унăн территорийĕсенче дворянпа мăнастир колонизацийĕ малалла вăй илнĕ. Чăвашсен çĕрĕсене туртса илесси пĕр именÿсĕр пулса пынă. XVII ĕмĕрĕн малтанхи хĕрĕх çулĕнче чиркĕве уйăрса панă çĕрсен виçи виçĕ хут пысăкланнă. Куланай çĕрĕсене çаратассине правительство чарма пултарайман. Çитменнине вăл хăй те XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Вăтам Атăлçи тăрăхĕнчи çĕрсене васкасах çар ретне тăнă хресченсене, службăра тăракансене, тĕп уездсенчи помещиксене валеçсе панă. «Çĕнсе илнĕ хыççăн çĕр çул иртсен, - çырнă А.С. Доннели, - асăннă тăрăхра 300 пин ытла вырăс хресченĕ пурăннă». Çавна пула XVII ĕмĕрте Чăваш тăрăхĕнче феодал харпăрлăхĕн çак тĕсĕсем пулнă: патшалăхăн (ясак, посад, хысна çĕрĕсем), помещиксен тата чиркÿпе мăнастир çĕрĕсем.
Вăл вăхăтра чăвашсен хушшинче вырăнти сумлă çынсем те (куштансем, сотниксем, турхансем) сыхланса юлнă-ха. Вĕсем вырăс патши патне службăна куçнă Хусан ханлăхĕнчи вассалсен йăхĕнчен тухнă çынсем пулнă. Турхансемпе служивăй чăвашсем ĕç халăхне пусмăрлакансем шутланнă. Хăйсен пысăк çĕр лапăкĕсем çинче хресченсене кун каçипе ирĕксĕрлесе ĕçлеттернĕ. Турхансемпе служивăй чăвашсем тата уезд администрацийĕн тĕрлĕ чинĕсем хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтермесĕр улталаса е вăйпа вырăнти халăх çĕрĕсене турта-турта илнĕ. Çакна Курмыш уесĕнчи Шумшеваш ялĕнчи Байчура Бичурин хресчен çырнă çăхав та çирĕплетет. Байчура Бичурин хăйсен ялĕнче пурăнакан Исменей Читаков турхан XVII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчех сухаласа акнă çĕрне тата утă çулмалли çаранне туртса илни çинчен пĕлтернĕ. Правительство турхансем усă куракан çăмăллăхсене хÿтĕленĕ пулин те çĕрĕсене анлăлатма ирĕк паман. Çавна пула вĕсем хуллен-хуллен чухăнланса пынă.
Чăваш тăрăхĕнчи ясаклă хресчен общинисен çĕрĕсем пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕсен 4/5 пайне йышăннă. Çĕрпе усă курнăшăн вĕсем патшалăха феодаллă рента (процент) тÿленĕ. Общинăра уйрăм кил хуçалăхĕсем çĕрпе пĕр пек усă курмалли ирĕке час-часах пăснă. Ку, паллах, çĕр ĕçĕпе пурăнакансем хушшинче укçа-пурлăх енчен танмарлăх çуратнă. Çак танмарлăх усракан выльăх шутĕнче те, кил-çуртри хуралтăсен пахалăхĕнче те, тыр-пул саппасĕнче те палăрнă.
Чухăн чăваш хресченĕсен кучченеçсем памалла пулнă, повинноç йĕркине пăхăнса тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама тÿр килнĕ. Уйрăм тÿлевсенчен (ясак укçи, ясак, çăкăр, полоняниксене (Крымри тыткăна илнĕ вырăссем) тÿлесе илмелли укçа, ямщăк укçи, стрелецкий çăкăрĕшĕн (çар çыннисене усрамалли) тÿлемелли укçа) пĕрлехи пурлăх пухăннă. Çак шутран чи пĕлтерĕшлисем укçа тата çăкăр тÿлевĕ шутланнă. Ясак кучченеç çеç мар, тÿлев единици те шутланнă. Унăн виçине çĕр лаптăкне кура палăртнă. Хресчен çемйи тулли ясак, çур ясак, ясакăн виççĕ тăваттăмĕш, пĕрре тăваттăмĕш пайĕсене тÿленĕ. Сăмахран, 1678 çулта Етĕрне уесĕнче тулли ясак - 59, çур ясак - 2161, чĕрĕк ясак - 138 кил-çурт тÿленĕ. 62 киле ясак тÿлессинчен хăтарнă. Кил хуçалăхĕсенчен ытларах пайĕ (90%) çур ясак тÿленĕ. XVII ĕмĕрте Чăваш тăрăхĕнчи уессенче пĕр ясакран 10 алтын (30 пăхăр укçа), чĕрĕк ыраш, чĕрĕк сĕлĕ пуçтарăннă. Нумай чухне вĕсене ыраша авăртма, сĕлĕрен кĕрпе, тинкĕле хатĕрлеме хушнă. Ясакран ытти йышши хырçă та пуçтарăннă. «Ямски» текен пĕр ясакран 5 пус, Крымри тыткăна лекнĕ вырăссене тÿлесе илме çулталăкне 4 пус. Час-часах повинноçсем вырăнне укçа пуçтарнă. Вĕсене «надельный», «перевозной», «ездовой», вăрман тивĕçĕсем тенĕ. Тĕслĕхрен, йывăç хатĕрлесе парас вырăнне вăрман укçи ыйтнă. Н.Р. Романов çырнă тăрăх, 1673 çулта Етĕрне уесĕнче мĕн пур ясак çыннисенчен 246 тенкĕ те 8 алтын, 1678 çулта - 225 тенкĕ (кашнинчен 8 алтын та 2 укçа) ясак укçи пуçтарнă. 1697 çулта Хусан тăрăхĕнче пĕр ясакран пĕр тенке яхăн ясак, «надельный», «вăрман», «перевозной», вăрман, «ямской», «полоняничный» укçисем пуçтарнă. XVII ĕмĕрте пĕр пăт ыраш 2-3 пус, ĕне икĕ тенкĕ, лаша 1-1,5 тенкĕ тăнине шута илес пулсассăн, çак парăмсем питĕ йывăр пулнине куç умне кăларса тăратма пĕрре те хĕн мар. Ясака çемье пуçĕсем хăйсемшĕн çеç мар, кил-йышри мĕн пур çул çитнĕ арçыншăн та тÿленĕ. Чăваш хресченĕсен йывăçсем çинчи ирĕкри хуртсемпе усă курнăшăн, пулă тытнăшăн, хăнтăр ĕрчекен вырăнсемшĕн, армансемпе усă курнăшăн, куланай çĕрĕсемшĕн хыснана оброк тÿлемелле пулнă. Унсăр пуçне васкавлă тÿлевсем те пуçтарнă. Çавӑн пекех ясаклă чӑвашсене туй, лаша, нотариус, таможня тата ытти пошлинăсем тÿлеттернĕ. Патшалӑх налукӗсемсӗр пуҫне вырăнти вак-тӗвек пуçтарусем те нумай пулнă. Ясаклă хресченсем хăйсене тÿрĕ пырса тивмен хаклă хакпа сутăнакан тăвар налукĕшĕн те нуша тÿснĕ. Асăннă тÿлевсем пурте калама çук чухăн пурнăç патне илсе çитернĕ.
XVII ĕмĕрте чăвашсен ытларах пайĕ патшалăх парăмĕсемсĕр пуçне, вырăнти влаçсен хушма тÿлевĕсене пула та чухăна тухнă. Чи чухăннисен шутĕнче хăйсен картишĕпе ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçламалли хатĕрĕсем çуккисем те пулнă. Анчах вĕсем нумаях пулман. Çырав вăхăтĕнче килсĕр-çуртсăр тата халсăр хуçалăхсене çын шучĕпе пурăнакансен е хусахсен шутне кĕртнĕ. Вĕсене вăхăтлăха йывăр тивĕçрен хăтарнă.
XVII ĕмĕр тăршшĕпе патша правительстви пĕр хресчен хуçалăхĕ те, çемйи те тÿлевсĕр ан юлтăр тесе час-часах халăх çыравĕ ирттернĕ.
Хресченсен çавăн пекех тĕрлĕ ĕçсем (повинность) пурнăçламалла пулнă. Çав шута земство, полици, судпа следстви ĕçĕсемпе çÿрекенсене лавпа тивĕçтересси, патшалăх нушисене пурнăçлама лаша хатĕр-хĕтĕрĕсем, урапа е çуна, лаша, лавçине парасси, хÿтĕлев посчĕсем тăвасси, çăнăх авăртмалли армансем хăпартасси, иртен-çÿрен приказнойсене тÿлев парасси кĕнĕ.
Атăлçи тăрăхĕнчи чăвашсемшĕн самаях йывăр повинноçсен шутне Чĕмпĕр тата Кама леш енче хÿтĕлев линийĕсем тăвассипе çыхăннă «валовое дело» (ĕç тата служба повинноçĕ) кĕнĕ. Ку ĕçе Вăтам Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан пур халăх та хутшăннă. Çакна Г.И. Перетяткович тĕпчевĕнчен илнĕ сăмахсем те çирĕплетеççĕ. «XVII ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче чăвашсем тутарсемпе, мăкшăсемпе пĕр тан Кама леш енчи хÿтĕлев линийĕсене тунă. Хÿтĕлев линийĕсем Шурă Яр çывăхĕнче юхса выртакан Атăлтан пуçласа Черемшан юханшывĕн çурçĕн енĕпе çурçĕр-хĕвелтухăçнелле тăсăлнă. «Валовое дело» повинноçа пурнăçлама ытти нумай халăх пекех чăвашсене те, виçĕ килтен пĕр çын, çулталăка илсе кайнă. Асăннă повинноç тÿсме çук йывăр пулни пирки Нагай çулĕ çинчи Саралан ялĕнче пурăнакан Ишмашка Меличев патшапа Аслă Князь Алексей Михайлович патне янă çыру урлă та пĕлме пулать. Ишмашка Меличев патша указĕпе килĕшÿллĕн виçĕ çул хÿтĕлев линийĕсем хăпартнă çĕрте пулни çинчен пĕлтерет, хальхинче хăйне ку ĕçрен хăтарма ыйтать : «по Государеву указу, ездили за Каму реку для чертежу казанцы Степан Змеев да Григорий Львов… у тово чертежу указано делать вал, а мне, сироте твоему сказано, у того валовова дела по-прежнему быть в вожах. И в прошлом... был я… у того валовова дела в вожах, во все лето; да я ж был написан в степь в работу, в деловые люди с трех дворов, и то тое работы был оставлен для вожи; и будучи в вожах и до межи своей до вотчины отделам, а ныне я, бедной написан в деловые люди со шти дворов да сверх того емлют меня с собою в степь голова Ондрей Илюткин в вожи, к проезжим станицам, и мне стало вдвойне служить невмочь».
Повинноçсемпе парăмсене патшалăх налукĕ пек çеç мар, феодал ренти пек те шутлама пулать.
Çав вăхăтра Атăлçи тăрăхне килсе çÿрекен уезд, вырăнти администраци тата патшалăхăн службăра тăракан çыннисем иртĕхсе хăтланнă тĕслĕхсем нумай пулнă. XVII ĕмĕрте çаратни, арăмĕсене тата ачисене вăрласси йăлана кĕнĕ пулăм шутланнă.
Правительство куланай пуçтарма янă чухне «вырăс мар халăхсенчен мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ ясак пуçтарăр» тени те иртĕхме ирĕк паракан тĕп сăлтавсенчен пĕри пулса тăнă. Çĕрпÿ уесĕнче, сăмахран, службăрисем хăйсене валли пĕр çынран вунă пус укçа пухнă, ытти тĕрлĕ япаласем илнĕ. Сĕвере тата Сĕве уесĕнче пурăнакан чăваш, мăкшă, черемис хресченĕсене Анюшев текен пĕр тиек пусмăрласа пурăннă. Çав тери хăраса пĕтнĕскерсене вырăссем хута кĕни çеç (вĕсене вырăнти архимандрит тата келарий ертсе пынă) мĕскĕн вак халăхсене Анюшев пусмăрĕнчен хăтарнă. Анюшев тĕне кĕнипе çеç судран, хăйне тивĕçлипе айăпласран хăтăлса юлнă. Йĕркесĕрлĕхсемпе иртĕхесси унчченхи пекех малалла пынă. Ÿпкелешни вара инкек патне çеç илсе çитернĕ. Н.В. Никольский палăртнă тăрăх, пурнăç малтанхи пекех инкек-куççульпе тулнă, мескĕн те чухăн пулнă. Вырăнсенче пурнăç условийĕсем начарланнă, кăмăлсăррисем йышлăланнă.
Тÿрккес административлă пусăм, иртĕхÿ тата хĕсĕрлени ясаклă хресченсене крепостла шая антарса лартнă темелле. Патшалăх вĕсен ĕçне, çемье пурнăçне, вăхăтпа пурлăх ыйтăвĕсене хутшăнманни çеç ясаклă хресченсене крепостла хресченсенчен уйăрса тăнă. Çав вăхăтрах ясаклă хресченсем пуçлăхсене пĕлтермесĕр ялтан вăрах вăхăта тухса каяйман. 1649 çулта йышăннă Собор Уложенийӗ саккунсен пуххи шыравра тата таркӑнра çÿрекен çынсем çине сарӑлнă, вĕсене тавăрассипе ĕçленĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн 1626 çулта çыру, 1648-1650 çç çырав кĕнекисене кĕнĕ хресченсене тытса каялла тавăрмалла пулнă. Польша тата швед интервенчĕсемпе кĕрешнĕ, чăвашсене тĕне кĕртнĕ, вĕсенчен хушма тÿлев пуçтарнă вăхăтра саккуна пăхăнакан пек курăнакан Вырăс правительстви каярах ясаклă хресченсен экономика тата харпăрлăх ирĕкĕсене пăснă. Халĕ ĕнтĕ правительство феодалсем çине сиксе ÿкнĕ. Уйрăмах патшана хирĕç пыраканнисене хавшатма тăрăшнă. Православи тĕнне йышăннисен шутĕнче Хусан ханлăхĕн пысăк тата пĕчĕк феодалĕсем тата мăнастирсем çумне çирĕплетнĕ хресченсем пулнă. Атăлçи тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсен феодалĕсем хăйсен йăли-йĕркине тĕне кĕрсе упраса хăварасшăн пулнă. Çавна май вĕсем вырăнти халăха хăй аллинче тытса тăракан патша агенчĕсем пек пулнă. Ахаль те пĕчĕк, православи тĕнне йышăннă хыççăн «служилыйсем» пек тăрса юлнă феодалсем кашни утăмра тенĕ пекех хăйсен çĕрĕсене çухатнă, майĕпен хресченсемпе танлашнă.
XVII ĕмĕрте Атăлçи тăрăхĕнчи пур вак халăха та тĕне кĕртме, крепостла режима вăйлатма феодалсене хирĕç çĕкленни тата халăх хирĕç тăни чăрмантарнă. Халăх миссионерсене хирĕç уççăн, час-часах хĕç-пăшалпа хирĕç тухни те пулнă. Документсем тăрăх, Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакансем мăнастирсем, христиан тĕнне тытса пыракансем çине тапăннă тĕслĕхсем те пур. Сăмахран, 1610 çулта Козмодемьянскри ухăçăсемпе казаксем, чăвашсемпе черемиссем Шупашкар хулине тата игумена (Шупашкарти Троицки мăнастирĕ) тыткăна илнĕ. Игумена башня патĕнче хĕнесе вĕлернĕ. Пăлхавçăсем воеводăна башня çинчен пăрахнă, мăнастирĕн пулă тытмалли çĕрĕсене туртса илнĕ, Тав çырăвĕсене, çырса пынисене тĕп тунă. 1693 çулта вара хĕç-пăшалланнă хресченсем Пĕчĕк Юнкăри мăнастире тапăнса ăна çунтарса янă.
Ирĕксĕрлесе тĕне кĕртни, вырăс чиновникĕсен, мăнастирсен служителĕсен, вырăнти феодалсен çаратăвĕсемпе чыссăрла хăтланăвĕ тĕне кĕмен чăваш хресченĕсене те, тĕне кĕнисене те феодалла пусмăра хирĕç тăма хистенĕ.
Феодалла çар тытăмĕн çаратса иртĕхсе хăтланнине хирĕç тăмалли тепĕр мел - хăйсен ялĕсене пăрахса хăварса шыраса тупма май çук инçе вырăнсене (Чĕмпĕр, Хусан, Сĕве, Ĕпхÿ уесĕсем) тарни пулса тăнă.
XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççейри политикăпа социаллă экономика пурнăçĕн пур сферинче те сахал мар улшăну пулса иртнĕ. Кĕпĕрне (губерния) реформине пула 1708 çулта Чăваш тăрăхĕ Хусан кĕпĕрни (пĕр пайĕ Чулхула кĕпĕрнине кĕнĕ) шутне кĕнĕ. Çакă та чăваш кун-çулĕн аталанăвĕнче палăрмалла йĕр хăварнă. Паллах, çак çĕнĕлĕхсен тăкакĕсем ĕç халăхĕн хулпуççийĕ çине тиеннĕ.
Капитализм йĕрки аталанма пуçланнă пулсан та Чăваш тăрăхĕнче феодалпа крепостла йĕрке сыхланса юлнă. Çакна феодалсем хăйсен çĕрĕсен чиккисене анлăлатни, чăваш хресченĕсен çĕрĕсем сахалланса пыни çирĕплетет. Чăваш хресченĕсен çĕрĕсем хыснана куçнипе, чиркÿсене уйăрса панипе çеç мар, община çĕрĕсене помещиксемпе духовенство туртса илнипе, купсасемпе чиновниксем çĕрсене арендăна илнипе çыхăннă. Çакă ял хуçалăх таварĕпе хырçă тÿлемелли йĕркесене улăштарнипе тата ял хуçалăх продукцине туянас текенсем нумай пулнăран та килнĕ.
Вак халăх çыннисене усă кÿмен шалти патшалăх политики чăвашсен пурнăçне тата та ытларах йывăрлатнă. Экономика хăватлăн аталаннă пирки патшалăхăн пысăк тăкакĕсем Атăлçи тăрăхĕнчи вырăс хресченĕсемпе пĕрле чăвашсен ĕнсисем çине те тиеннĕ. 1704-1705 çç Чăваш тăрăхĕнче ясак перепиçĕ тата ясак тÿлесси иртнĕ. Çавăн хыççăн çийĕнчех ясакăн палăртнă виçи, укçа тата япала тÿлевĕсем ÿссе кайнă, табельте çук ытти тÿлевсем хутшăннă. Ясаклă чăвашсем пĕр ясакшăн 7 тенкĕ укçан, икĕ четвĕрте яхăн ыраш çăнăхĕ, пĕрер осьминька (51 кг) ыраш, пĕрер четвĕрт ыраш памалла пулнă. Ясакăн укçан тÿлемелли пайĕ, XVII ĕмĕрпе танлаштарсан, 7-8 хут ÿснĕ. Укçа хăй хакне çухатнине шута илсен, тăватă хут пулать. Ясакăн апат-çимĕç парса татмалли пайĕ икĕ хут ÿснĕ. Вăтамран илес пулсассăн, пĕр çын пуçне 1 тенкĕ те 23 пус, пĕр хресчен картишне 3 тенкĕ те 50 пус тивнĕ. Ку тÿлевсем тивĕçлĕ налогсем шутне кĕртнисем çеç-ха.
Вăтам Атăлçи халăхне Раççей йышне кĕртес тĕллевпе патша йĕрки йăлана кĕнĕ структурăсене аркатассипе, çĕнĕ социаллă ушкăнсем йĕркелессипе çыхăннă политика ирттернĕ. Шăпах XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи 25 çулта çÿлерех тăракан социаллă сийсен статусне чакарса вĕсене патшалăх хресченĕсен лару-тăрăвĕпе пĕр шайлă тăвассипе татăклă ĕçсем туса ирттернĕ. Сăмахран, 1718 çулта «лашмасем» текен çĕнĕ категори пулса кайнă. Вĕсен Адмиралтействăна карапсем ăсталама вăрман хатĕрлесе памалла пулнă. Çав йыша Хусанти Адмиралтейски кантурĕ çумне çырнă 50 пин христиан мар службăри çынсене кĕртнĕ. Н.А. Фирсов шухăшĕпе, чăвашсем пысăк йышпа урăх вырăнсене куçасси службăри çынсен статусне чакарнипе çыхăннă. Службăри çынсен статусне чакарни экономика лару-тăрăвне начарлатнă, çавна май çынсене çĕнĕ вырăнсем шырама тивнĕ. Хăшĕсем туха-туха тарнă, хăшĕсем ирĕк илсе тухса кайнă.
Вăтам Атăлçи тăрăхĕнчи ясаклă халăхăн пурнăçĕ те улшăннă. 1718-1724 çç Петĕр патша реформипе килĕшÿллĕн ясаклă çынсене хырçă-марçăллă халăх шутне кĕртнĕ. Ку таранччен килĕрен пĕр налук тÿленĕ пулсан, малашне кашни çыншăн уйрăм оклад тата ытти парăмсем тÿлемелле тунă. Вĕсем хыснана Раççейри пур крепостла хресчен пекех уйрăм патшалăх налукĕ - кашни çыншăн 74 пус (1726 çултан 70-шер пус) тата феодаллă рента тÿлеме пуçланă. Уйрăмшар тÿлемелле туни ясаклă хресченĕн тÿлев виçине пилĕк хут ытларах ÿстернĕ.Службăри чăвашсен тÿлев виçисем те çавăн чухлех пулнă. Ĕмĕр пуçламăшĕпе танлаштарсан, вĕсен çине виçĕ хут ытларах асап тиеннĕ. Кашни çыншăн уйрăм налог тÿлемелле туни ахаль те нушаллă, лашман тата ытти йышши тÿлевсемлĕ пурнăçа тата та йывăрлатнă. Тÿлевсем пусса çитернипе нумайăшĕ хăйсен социаллă сăн-питне çухатнă. Çавна май вĕсем хресченсенчен нимпе те уйрăлса тăман.
1718-1724çç налог реформин тĕп улшăнăвĕсенчен пĕри вырăс мар çарпа служба çыннисен самаях пысăк пайне тĕп туни тата Вăтам Атăлçи тăрăхĕнчи ясаклă халăха патшалăх хресченĕсемпе пĕр шая лартни шутланнă.
Чăвашсем тÿсме çук йывăр тÿлевсене пурнăçланă. Ытти халăхпа пĕрле хуласем, крепоçсем, каналсем, карапсем тумалли, юсамалли вырăнсем тунă çĕрте ĕçленĕ. Çавăн пекех килсерен тÿленекен, çар çыннисене хваттерпе тивĕçтермелли, рекрут повинноçĕсем пурнăçланă. Пĕрремĕш Петр патша вăхăтĕнче рекрут повинноçĕ йышăннă тата çар службин срокне (25 çул) палăртнă. Асăннă йĕрке 1830-мĕш çулччен пынă. Çар повинноçĕн йывăрлăхĕсем уйрăмах пысăк вăйпа аталаннă. «Çамрăклах салтака тухса кайнă та ватăлсан тин таврăннă», - çырнă кун пирки В.Д. Димитриев. Салтака чухăн хресченсене илсе кайнă. Пуянсем пасарта хыпарçăсем урлă пĕлтерÿ парса хăйсен ывăлĕсем вырăнне чухăнсене тара тытса янă… Салтак арăмĕсене пур арçын ĕçне те – суха тăвасси, акасси, хуçалăх тытса пырасси - хăйсене тума тивнĕ. Рекрута кайма ят тухнисем салтак пурнăçĕнчен тарса хăтăлма шутланă. Хăш-пĕр хресченсем çемйипех инçе çĕре туха-туха тарнă.
1732-1735çç правительство йышăнăвĕпе Кама юхан шыв патĕнчи иккĕмĕш хÿтĕлев линине хăпартма вуншар пин лашаллă тата çуран ĕçченсем янă, çав шутра пин-пин çын чăваш ялĕсенчен пулнă.
Асăннă тÿлевсемсĕр пуçне ытти хушма тÿлевсемпе хырçă-марçăсем те йышăннă. Халăх анлă усă куракан таварсемшĕн тÿрĕ мар налогсем тытнă. Сăмахран, ахаль те икĕ хут хаклăрах сутăнакан тăваршăн (пĕр пăчĕ 1705 çулта 24 пус, 1726 çулта 36 пус, 1756 çулта 50 пус тăнă), çавăн пекех хĕрлĕ эрех сутнăшăн налогсем илнĕ. Пĕр пăт тăвар туянас тесен 15 пăт ыраш сутмалла пулнă. Хресченсенчен авалхи тĕн киремечĕсемшĕн, утарти вĕллесемшĕн, хăмăтсене паллă лартнăшăн, хресчен мунчисемшĕн тÿлевсем пуçтарнă. Çакă чăвашсен пурнăçĕ питĕрех те йывăр пулнине çирĕплетсе парать.
XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче те Атăлçи тăрăхĕнчи чăвашсен пурнăçĕ лайăх енне ылмашăнман. XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчех патшалăх хресченĕсем шутне кĕртнĕ Вăтам Атăлçи тăрăхĕнчи ясакла чăваш хресченĕсене сахал мар пусмăрланă. Тÿлевĕсемпе повинноçĕсем те ÿснĕ. 1759 çулта пĕр çын пуçне 40 пус тÿленĕ пулсан, 1760-1761 çç - 1 тенкĕ, 1762-1767 çç - 1 тенкĕ те 50 пус, 1768 çулта - 2 пус, 1783 çулта - 3 тенкĕ. Тÿлевсене татма пысăк процентлă (50% е тата та ытларах) заемсем илме тивнĕ. Суту-илĕве купса - посредниксем урлă пурнăçлама тивнĕ. Тÿлевĕсене вăхăтлă пурнăçлама тата повинноçĕсене ярса пыма ясаклă çынсене укçа ĕçлесе илме туса панă паспорчĕсемпе яма ирĕк панă. Çавна май чухăна юлнă хресченсем хушшинче урăх вырăна тухса кайса укçа тума каясси анлă сарăлнă пулнă. Патшалăх хресченĕсем питĕ пĕчĕк тÿлевпе пулсан та (çулталăкне пилĕк тенкĕрен ытла мар) пăхăр, тимĕр тата ытти йышши уйрăм çынсен предприятийĕсенче ĕçленĕ. Ун пирки В.Д. Димитриев ăсчах та çырнă. «Çемйине тăрантма тата парăмсене тÿлесе татма укçа-тенкĕ шыраса чухăн тата вăтам хресченсем укçа ĕçлесе илме тухса кайнă. Ытларах Атăлçи тăрăхĕнчи уйрăм çынсен завочĕсене тата Уралти тимĕр-тăмăр заводне вырнаçнă.
1752 çултан пуçласа Урлати промышленниксем приказчикĕсене хăйсен завочĕсенче ĕçлемешкĕн çын шырама Чăваш тăрăхне янă. Вĕсем Урал завочĕсене темиçе пин чăваша вербовкăланă. «Т.Г. Масленицкин Чĕмпĕр наместничествин топографилле çырса кăтартнинче» Пăва уесĕнчен Оренбург облаçĕнчи пăхăр тата тимĕр завочĕсене паспорт тăрăх çулсерен 800-1000 çын кайнине пĕлтернĕ. Нумай чăваш хресченне завод хуçисем хăйсен çĕрĕсем çинче крепостла хресченсем пек ĕçлеттернĕ. Завод хуçисен умĕнче парăма кĕнисем мĕн виличчен заводра тăрса юлнă. Хусан кĕпĕрнинчен тухнă чăвашсене 1768 çулта Уралти заводсенче пулнă И.И. Лепехин академик асăрханă.
Укçан тÿлевсем илнисĕр пуçне хресченсенчен лашасем сутнăшĕн, анасемпе утă çаранĕсемшĕн, арман вырăнĕсемшĕн, пулă тытнăшăн, хăнтăр вырăнĕсемшĕн пошлинăсем илнĕ. Çавăн пекех вĕсем службăри çынсене хваттерпе, лашапа тивĕçтермелле пулнă. Унсăр пуçне вĕсен пурнăçне темиçе пин çынна çара илсе кайнă. Н.В. Никольский пĕлтернĕ тăрăх, пуян хресченсем салтак пурнăçĕнчен укçа парса хăтăлнă. Чухăннисем вара çар тÿлевне хăйсемшĕн те, пуянсемшĕн те илсе пынă. Суд ытларах чухне укçа пама пултаракансем майлă пулнă. Тĕрĕслĕх нихăçан та чухăннисем майлă пулман.
Вак халăхран тухнă аристократи ясаклă çынсемпе пĕрле карап тума йывăç хатĕрлес, ăна вăрмантан илсе тухас çĕрте ĕçленĕ. 1763 çулта Хусан, Эрĕнпур, Чулхула кĕпĕрнисене карап хăпартмалли вăрмансене ревизи тума янă А. И. Свечин вырăс мар патшалăх хресченĕсен чухăнлăхĕ вырăнти патша администрацийĕ, православи духовенстви иртĕхсе хăтланнăран пулнине каласа панă. «Пур рангри тата учрежденири чиновниксем те, тĕн çыннисем те, купсасем те, иртен çÿрен çар çыннисем те чăваш, тутар, мари, мăкшă халăхĕсенчен тухнă патшалăх хресченĕсенчен кирек епле сăлтав тупса хăйсене валли укçа, апат-çимĕç, выльăх-чĕрлĕх пуçтарнă», - тесе çырнă вăл.
Чиновниксем тĕрлĕ тÿлев тата налог пуçтарнă май кашни çынран хăйсене валли 3-10 пус илсе юлнă. Çавна май хресченсем икĕ хут налог тÿленĕ пекех килсе тухнă. Сăмахран, туй ирттернĕшĕн 20 пус тÿлемелле пулнă пулсан, хресченсенчен 50 пусран пуçласа пĕр тенкĕ таран пуçтарнă. Паспорт илнĕ чухне 1,5 пус вырăнне 30 пусран пуçласа 80 пус таран хырса юлнă. Хресченсем мĕншĕн те пулсан тÿленĕ штрафсене, ревизи вăхăтĕнче кăтартмасăр хăварнă хресченсемшĕн панă укçасене чиновниксем приххут кĕнекине кĕртмен. Унтан тепĕр хут тÿлеттернĕ.
Чăваш тăрăхĕнче пурăнакан халăха вăрманпа хăйсене кирлĕ пек усă курма ирĕк паманни те (чи лайăх пайĕсене Адмиралтействăна панă) халăха тулăх пурнăçпа пурăнма май паман. «Вĕсем, - çырнă Н.В. Никольский, - çĕрсĕр нушаланнă. Çĕр ĕçченĕн пулă, тискер чĕрчун тытса сутма ирĕк пулман. Хăйсен çĕрĕсем çинче те. Вăрман çывăхра пулсан та ун патне таçта аякка кайнă. Ҫав вӑрмана упрама чӗнсе илнӗ вырӑнти служащисем хресченсене тӗрлӗ йӗркесӗр ӗҫсемпе ҫука хӑварнӑ.
XVIII ĕмĕр варринче Чăваш тăрăхĕнче çĕр çитменни тата та ытларах палăрма пуçланă. Пысăк çĕр хуçи шутланакан хыснан вара Шупашкар, Çĕрпÿ, Етĕрне, Козьмодемьянск уезчĕсенче 319509 теçетке çĕр пулнă. Çав шутран 70 ытла теçеткине тыр-пул акса ÿстермелли анасем тата уйсем, ыттине вăрмансем йышăннă.
Патшалăх хресченĕсен община çĕрĕсен лаптăкĕ малалла та чакса пынă. Çакă, тĕпрен илсен, çĕрсене помещиксем, чиновниксем, православилле тĕн çыннисем туртса илнипе çыхăннă. Сăмахран, XVIII ĕмĕр варринче Кротов помещик Чĕмпĕр уесĕнчи Калмыково ялĕнчи вăрмансене, утă çулмалли вырăнсене, анасене туртса илнĕ. Хресченсем хăйсем каланă тăрăх «вӑл пире, хӑйӗн крепостла хресченĕсем пек сухалама, утӑ ҫулма, вырма тата сӳрелеме яратчĕ». «Помещиксенчен нумайăшĕ çĕнĕ православи тĕнне йышăннисене питĕ хытă хĕсĕрленĕ. Вĕсене хăйсене тивĕçлĕ çĕрсем çинчен хăвала-хăвала янă. Выльăхĕсене хĕненĕ, килĕсене кĕртсе хупнă, акнă анисене вырса кайнă, таптанă. Тĕрĕслĕх яланах укçаллисем енче пулнине пĕлсе никамран та хÿтлĕх ытайман. Çавна пула хресченсем халтан кайнă. Лешсем тата та ытларах иртĕхнĕ», - çырнă А.И. Свечин.
Тĕрлĕ ултавлă ĕçсене пула XVIII ĕмĕр варринче 11 914,5 теçетке суха тумалли çĕрсем, 3 079,5 теçетке утă çаранĕсем, пысăк вăрман лаптăкĕсем тата Атăлпа Сăр юхан шывсенчи, кÿлĕсенчи пулă тытмалли вырăнсем мăнастирсен, архиерей çурчĕсен, чиркÿсен аллине куçнă. Çак анлă территорисене вăйпах хресченсенчен турста илнĕ.
Пур çĕртре те сумлă феодалсем хресченсен пĕрлехи çĕрне туртса илес процесс пынă. Çавна май Чăваш тăрăхĕнчи патшалăх хресченĕсен çĕрĕсем унта та кунта, тĕрлĕ хуçасемпе юнашар, вырнаçнă пулнă. Ку, паллах, ял общинисем çĕршĕн кĕрешесси патне илсе çитернĕ. Ун евĕр кĕрешÿсем вуншар çула тăсăлнă.
Аренда мелĕпе, тепĕр чухне вăйпа туртса илнипе те патшалăх хресченĕсен сахал мар çĕрĕ купсасен аллине лекнĕ.
Атăлçи тăрăхĕнче малалла та оборона линийĕсем туни те çĕр лаптăкĕсене чакарасси патне илсе çитернĕ. Çакă, паллах, общинăпа пурăнакан ахаль чăваш хресченĕсен пурнăçне витĕм кÿмесĕр пултарайман. Çĕр çитменни уйрăмах 1740-1770 çулсенче çивĕч палăрнă. Кун пирки 1767 çулхи Сенат анкетинче те çырса пĕлтернĕ: «Хусан кĕпĕрнинче, уйрăмах кăнтăр енче, тыр-пул акса ÿстермелли çĕрсем çитменни курăнать».
Çĕр çитменнине пула хăш-пĕр ялсенчи хресченсем инçе çĕрсене куçса кайма тытăннă. Шăпах çĕр хĕсĕкки чăвашсене ют çĕрсене илсе çитернĕ. В.Д. Дмитриев ăсчах шухăшĕпе вăл акă мĕнле пулса иртнĕ: пĕрремĕшĕнчен, помещиксем, чиновниксемпе купсасем хресченсен община çĕрĕсене туртса илнипе, çĕрсем хысна аллине, ялти тĕн çыннисене куçнипе çыхăннă, иккĕмĕшĕнчен - çĕрсем ялти пуянсен аллине лекнипе, виççĕмĕшĕнчен - çын шучĕ ÿснипе.
Çак мĕнпур проблема та саккунсене йĕркене кĕртессипе ĕçлекен Уложженный текен комиссийĕн материалĕсенче сăнарланнă. Мĕншĕн тесен проекта пухса хатĕрлес ĕçе чăвашсем те хутшăннă. Чăвашсенчен сакăр депутат суйланă. Вĕсене кашнине уйрăм хушу панă. «Тыр-пул туса илес ĕçе лайăхлатас тĕллевпе пире, ясакла хресченсене, уйри суха тумалли çĕрсене тата утă çулмалли çарансене çулсерен мар, çыравран çыравччен пĕр-пĕрин хушшинче саккунпа килĕшÿллĕн уйăрса парсан юрĕччĕ», - çырнă Сĕве уесĕнчи ясакла хресченсем хăйсем ыйтнинче. «Хресчесем çĕрпе ирĕклĕн усă курма, маларах туртса илнĕ лаптăксене каялла тавăрса пама, çĕнĕ территорисем уйăрса пама ыйтни феодалпа крепостла пусмăра тата улпутсемпе чиновниксен ирсĕрле ĕçĕсене хирĕç çĕкленнĕ евĕрех пулнă», - палăртнă П.Г. Григорьев. Çавăн пекех вĕсем экономикăпа право лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе те ыйтусем тăратнă. Çĕнĕрен килнĕ членсене тата çĕнĕ тĕне йышăннă чăвашсене çĕрсĕр пек кăтартма, хресчен общинисене вырнаçтарассине чарма, вĕсене пушă çĕрсене вырнаçтарма ыйтнă. Вĕсене пулă тата тискер чĕр-чун тытма, çывăхри вăрмансемпе усă курма ирĕк пама, чирлисемпе ваттисемшĕн тÿлев илме чарăнма, шкулсем лартма, малтанхи вырăнти аристократин прависене тавăрма, ирĕксĕрлемесĕр тĕне кĕртме, тĕн укçа-тенкине хысна шутне куçарма ыйтнă. Анчах ку ыйтусене саккуна кĕртме Турă хушман çав. Дворянсем хресченсене пулăшса хăйсен прависене çухатасшăн пулман. ХVlll ĕмĕр, Вăтам Атăл тăрăхĕнче крепостла йĕрке çирĕпленнипе пĕрле, вырăс мар халăхсене йышпа Христос тĕнне йышăнтарнипе палăрса тăрать. Иртнĕ ĕмĕрсемпе танлаштарсан иноверецсене тĕрлĕ майпа улталаса, мăшкăлласа вăйпа хистесе тĕне кĕртнĕ. Çакна, Атăл тăрăхĕнчи халăхсене ирĕксĕрлесе тĕне кĕртнине, крепостничествăн çÿлти шайри çыннисем те пытарман. Крепостничество йĕркине хÿтелекен М.М. Щербатов кун пирки хăйĕн шухăшĕсене уççăн пĕлтернĕ: «Чăвашсене, черемессене, мордвасене, вотяксене тата Хусан кĕпернинче пурăнакан ытти халăхсене христианство тĕнне ăнлантарса парса килĕшÿпе мар, ытларах вăйпа йышăнтарнă» тесе çырнă вăл.
Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар халăхсене вăйпа Христос тĕнне йышăнтарни хресченсене йышпа мăшкăллани, çаратни патне илсе çитернĕ. Уйрăмах язычник хресченсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. 1749 çулхи кăтартусем тăрăх Хусан кĕпĕрнинчи 148 326 тĕне кĕмен хресченрен 609 431 тенкĕ укçа пухма йышăннă. Кунта çакна палăртмалла: тĕне кĕменни те тĕне кĕнишĕн тÿлемелле пулнă. Патша чиновникĕсемпе миссионерĕсем енчен те çак укçа-тенке пĕр харăс пухма май килмесен хресченсем ăна темиçе тапхăра пайласа тÿлеме пултарнине пĕлтернĕ. Çын пуçне çулталăка 15 çула 27 пус тÿлемелле пулнă, 12 çула - 34 пус, 10 çула - 41 пус, 8 çула - 51 пус çурă, 6 çула - 68 пус çурă, 5 çула - 85 пус çурă. Маларах каларăмăр ĕнтĕ патша çыннисем язычник хресченсене налука хăйĕншĕн çеç мар, тĕне кĕнисемшĕн те тÿлемелле тунă. Çавна пула вĕсен хушшинче тăтăшах харкашусем пулса иртнĕ. Тĕне кĕменнисен парăмĕ ÿссе пынă. 1749 çулта Хусан кĕпĕрнин канцелярийĕ, шăпах унта йышлă çăхавсем (жалоба) пухăннă, икĕ хут налук тÿлеттерни хресченсене çитмен пурнăç, çука юласси патне илсе çитернине палăртнă.
Хÿтлĕхсĕр юлнă чăвашсене чиркÿ çыннисем «çаратни», тискерле ĕçсем туса ирттерни çинчен калакан тĕслĕхсем нумай. Сăмахран, Турă çыннисем хресчен хуçалăхĕнче лайăх лаша, ăратлă пыл хурчĕн вĕллине тата ытти япаласене курсан вĕсене туртса илме тăрăшнă. Çак тĕллевпе вĕсем язычник хресченсене тĕрлĕ майпа айăплама сăлтавсем шыранă. Меллĕ май тупса çуртри турăша урайне ÿкернĕ е типĕ тытнă вăхăтра яшкана какай пăрахнă тесе ĕнентернĕ. Ун хыççăн чăваш çынни саккуна пăсакан преступник, айăплă çын пулса танă. Çапла майпа айăпсăр çынна хулана илсе кайса хаяр тĕпчев тăвассипе хăратнă. Кайран вара хресченпе килĕшÿ туса хăй куç хывнă лашана е япалана туртса илнĕ. Çакăн пек пулăмсем нумай çемьене çука хăварнă.
Вырăнти пупсемпе уездри тĕн чинĕсем кулленхи пурнăçра чăвашсен умне нумай йывăрлăх кăларса тăратнă. Вĕсем валли хресчен çĕрĕсенчен пĕр пайне уйăрса панă. Унсăр пуçне ялсенчи пупсем кашни çулах упăшкипе арăмĕнчен (венчете тăнăшăн) хăйсене кирлĕ чухлĕ çăкăр, утă тата хăмла пуçтарнă. Çавăн пекех пачăшкăсем çын вилсен 1-2 тенкĕ илнĕ, венчете тăнăшăн - 1 тенкĕ е ытларах, ачана шыва кĕртнĕшĕн - 15-20 пус. Енчен те çемьере укçа пулмасан палăртнă нухрата выльăх-чĕрлĕхпе, пирпе е урăх япалапа саплаштарнă. Чăвашсен тĕлĕшпе вырăнти мăнастирсем те чылай путсĕрле ĕçсем тунă. Православи тĕнне ĕненме пуçлани чăваш ялĕсенче пусмăрçăсен тепĕр ушкăнĕ «çуралнине» систернĕ.
Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар тĕне кĕмен халăхсенчен пупсемпе миссионер проповедникĕсем виçесĕр мăшкăлланисĕр, иртĕхнисĕр пуçне патша администрацийĕ те ытлашши пуçтахланнă. Çакна официаллă çынсем каланипе те çирĕплетме пулать. 1743 çулта Çĕнĕкрещен кантурĕн Ярцев советник çапла çырать: «Вĕсем (вырăс чиновникĕсем - авт.) тин çеç тĕне кĕнисене хăйсем патĕнче ĕçлеттереççĕ, хресченсенчен крепостла çырусем, парăма кĕнине çирĕплетекен хутсем илеççĕ. Çапла майпа çынна тыткăнра ĕçлеттерсе пурăнаççĕ. Енчен те кам та пулсан çак пурнăçпа килĕшмесĕр тарас тет пулсан вĕсене, вырăсла пĕлменскерсене, элĕклесе вăхăтлăха тĕрмесене хуптараççĕ. Каярах унтан кăларса каллех çав пурнăçпа пурăнма хистеççĕ».
Тĕрĕссипе хресченсем патша администрацийĕ иртĕхни çинчен сахал мар çăхавсем çырнă, анчах та вĕсем ахалех пулнă. 1754 çулта Космодемьянск чăвашĕсем çапла çырнă: «Кăçалхи çулла, июль уйăхĕнче, Холопов воевода хăйпе пĕр шухăшлисемпе 40 çынна хăваласа килчĕ. Вĕсенчен улттăшне тĕрмере тытрĕ…». Çавăн пекех çырура Чугалов тăлмачăн путсĕрле ĕçĕсем çинчен те çырса кăтартнă. Йывăр пусмăрта пурăнни, чунри кÿренÿ хресченсене чиркÿ çыннисен çÿлти пуçлăхĕсенчен пулăшу, хÿтлĕх ыйтма хистенĕ. Анчах та канцеляри служителĕсене укçапа сутăн илнĕ. Çавăнпа та халăх ыйтнине тивĕçтермен çеç мар, вĕсем хускатнă ыйтусене чылай чухне пăхса та тухман.
Тĕне кĕнĕ чăвашсемшĕн тĕрлĕ тÿлевсем тÿлесси уйрăмах воеводăсем, приказной служительсем, вулăсри сотниксем тата ыттисем те пуçтахланине (произвол) тата пусахланине (вымогательство) пула чылай йывăрланнă. Çакна 1745 çулта каллех Космодемьянск чăвашĕсем çырнă çыру çирĕплетет: «Холопов воевода тĕне кĕнĕ виçĕ подговорщик чăваша - Находэр Авянов, Кондрати Тювяшин тата Василий Алексеев - тытса тăрать. Вĕсен тĕп ĕçĕ, воевода хушнипе, пуян чăвашсемпе черемиссене тупасси. Çак тĕллевпе воевода «тарçисем» уездри ялсем тăрăх çÿреççĕ. Ялсенче пуянраххисене ухтарассипе, тĕрмене хуптарассипе хăратаççĕ. Унтан воевода патне хулана илсе килеççĕ. Кунта ăна çука хăварассипе хăратаççĕ. Енчен те укçа тÿлесен тĕкĕнмеççĕ. Çапла майпа 20 тенкĕ илес пулсан тăватă тенки подговорщиксене юлать. Çакă вĕсене тивĕçтерет».Миссионерсемпе священниксем çĕнĕ тĕне кĕнĕ çынсене вăйпа мăнастире илсе кайнă тĕслĕхсем те çителĕклех. Кунта вĕсене помещиксемпе чиновниксен аллине панă та крепостла хресчене çавăрнă. Кĕскен каласан, вăл вăхăтра патша тата тĕн йĕркисене пăхăнса пурăнасси патшалăх политикипе çыхăннă пулнă. Çав политикăна тĕн урлă пурнăçа кĕртме тăрăшнă.
Влаçсем час-часах хăш-пĕр чăвашсене, уйрăмах кивĕ тĕне каялла тавăрса пурăнма шутланисене, православиллĕ вырăссем пурăнакан вырăнсене куçарнă. Çак ĕçе, паллах, ирĕксĕрле мелпе, хĕç-пăшаллă ушкăнсен вăйĕпе пурнăçа кĕртнĕ. Ку пулăм халăхра курайманлăх туйăмĕ çуратнă. Нумай чухне хресченсем хирĕç тăни те пулнă. Халăх хушшинче пуçлăхсен ирĕксĕрлĕхĕпе пусмăрне хирĕç тухса калаçакансем те тупăннă. Чăвашран тухнă священник, патшан вырăсла тата миссионерла политикине хÿтĕлекен К.П. Прокопьев вырăс мар хресченсем чиркĕве хирĕç тухса калаçнине çакăн пек хак панă: «Хăйсен çиллине чараймасăр вĕсем час-часах тĕне хирĕç киревсĕр ĕçсем тăваççĕ. Чиркĕве çÿрекенсем хăйсен пачăшкисене куç умĕнчех ултавçăсем, ниме юрăхсăр çынсем тесе витлени, çÿçĕсенчен сĕтĕрни, патакпа, туртасемпе, сенĕксемпе хĕнени те пулать. Христиан тĕнне сарнипе пĕрле вĕсем хăйсене чуралăха кĕртеççĕ, çавăнпа типĕ тытма, чиркĕве çÿреме, венчете тăма, ачисене тĕне кĕртме хистеççĕ» тесе шутланă.
Çĕнĕ вырăна куçакансенчен нумайăшĕ хирĕç тăма пăрахман. Вĕсем çĕнĕ вырăнта та христиан ăнлава ăша хывма мар, ÿкĕтленине те илтесшĕн пулман. Хăшĕ-пĕрисем çĕнĕ вырăнта пурăнма килĕшмесĕр каялла тăван тăрăхне таврăннă. Ҫӗнӗ çĕрте юлнисене нумай чухне татах тепĕр вырăна куçарнă. Çав сăлтава пула вӗсенчен нумайӑшӗ ҫука тӑрса юлнӑ, таркӑнсен ретне тултарнӑ. Феодалпа крепостла пусмăрсăр пуçне чăвашсене вырăнти сутуçăсемпе купсасем те хĕсĕрленĕ. Укçа-тенкĕ парăмĕсем, дворянсемпе чиновниксем хăратса укçа, ытти япала турта-турта илни чăвашсемшĕн питĕ йывăр пулнă. Нумайăшĕн тÿлеме укçи-тенки те çитмен. Çавăнпа та вĕсем чиновниксем, купсасем, ялти пуянсем патне кивçен ыйтма кайнă. Проценчĕсем пысăк пулнипе ĕмĕр тăршшĕпех парăмĕсене татайман, килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă.
Чăвашсем социаллă пусмăр çеç мар, наци пусмăрне те тÿснĕ. Пĕрремĕшĕнчен, вырăнти чиновниксене вырăс çыннисене çеç суйланă; иккĕмĕшĕнчен, учрежденисенче, карапсем тунă çĕртре вырăс чĕлхипе çеç усă курнă; виççĕмĕшĕнчен, наци культурине аталанма ирĕк паман; тăваттăмĕшĕнчен, çÿлти вырăнсенче ларакансем чăвашсен йăли-йĕркине, пурнăç йĕркине хисеплемен.
Социаллă тата наци пусмăрне тÿсеймесĕр чăваш хресченĕсенчен нумайăшĕ ислам тĕнне йышăннă, хăшĕсем Атăлăн анат тăрăхне (низовье Волги), Пушкăрт çеçен хирĕсене пурăнма куçа-куçа кайнă. Пĕр вăхăта кунта вĕсем ирĕклĕ пулнă.
XIX ӗмӗрӗн пĕрремĕш ҫурринче Хусан кĕпĕрнин Козьмодемьянск, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне уесĕсенчи пӗтӗм ҫӗр лаптӑкӗн 43 проценчӗ хыснан шутланнă; помещиксен аллинче 3,9% пулнă, мӑнастирсемпе чиркӳсем 1,1% тытса тӑнӑ; купсасен аллинче - 0,9%, хула ҫӗрӗсем 0,9% пулнӑ; 50,2% патшалӑх хресченӗсен пӗрлехи çĕрĕ шутланнă. Патшалăх хресченĕсене çĕр лаптăкĕсене пĕр пек уйăрса паман. Улпут хресченӗсен çĕрĕсемпе танлаштарсан, вӗсен лаптăкĕсем кӑштах пысӑкрах пулнă-ха, анчах пурпĕрех ирĕклĕ пурăнма çитмен. Пӗтӗмӗшле илсен, Хусан кӗпӗрнине кĕрекен Шупашкар, Етӗрне, Ҫӗрпӳ тата Козьмодемьянск уесĕнче пĕр хресчен кил-çуртне суха тумалли, утӑ çулмалли тата кил таврашĕнче усă курма 10 теçетке çĕр тивнĕ. Пĕр ревизи чунне - 10 теçетке.
Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Улатӑр, Пӑва, Курмӑш уесĕсенчи ҫӗр лаптӑкӗсене пайласси урăхларах пурнăçланнă: унта помещиксемпе купсасен аллинче пӗтӗм ҫӗр лаптӑкӗн 49,8 проценчӗ пулнӑ; мӑнастирсемпе чиркӳсен аллинче - 2%; удел ведомствипе хысна - 41%; патшалӑх хресченӗсемпе хула ҫыннисен пӗрлӗхӗсем - 7,2% . Пӗтӗм ҫӗршыври пекех, Чӑваш Енре 1852-1854 çулсенче çĕрпе купсасем хуçаланасси анлă сарăлнă. Хусан кĕпĕрнинчи тăватă уездра çеç вĕсен аллинче 6 пин теçетке çĕр пулнă.
Помещиксем, хысна, удел ведомстви хресченсен çĕрĕсене туртса илесси малалла пынă. Çавна май хресчен ҫӗрӗсем сахалланса юлнă. Чӑваш тăрăхĕнчи патшалӑх хресченӗсемпе удельнăй хресченсем помещик хресченĕсенчен лайӑхрах пурӑнман. Вӗсем ҫӗр хӗсӗк пулнипе асапланнӑ. Общинăн чи лайӑх çĕрĕсене хысна куланай валли турта-турта илнĕ. Чӑваш Енӗн кӑнтӑр пайӗнчи патшалӑх хресченӗсене удельнăй ведомствăна куҫарас пулсассăн вĕсен чи лайӑх çĕрĕсем те удельнăй управлени аллине куçнă. Паллă дворянсем - Салтыковсем, Потемкинсем, Мятлевсем, Вашутинсем, Завацкисем тата ытти те - çĕр виçекен канцеляри çыннисене укçа парса патшалӑх хресченӗсен уй-хирĕсене, улӑх-ҫаранĕсене, вӑрманĕсене, пулă тытмалли юхан шывсене, кӳлӗсене, армансене тата ыттине те турта-турта илнĕ. XIX ӗмӗр варринелле Чӑваш Енре тĕн çыннисен аллинче 15 пин теҫеткене яхӑн çĕр пулнă. Тĕн çыннисен ҫӗрӗсем пур ҫӗрте те сарăлса выртнă. Шупашкарти Введенски мӑнастирĕ Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнчи анлӑ улӑха тата Атӑл леш енчи пулӑ тытакан пуян вырăнсене (Козьмодемьянск уездӗнче тăхăр кÿлĕ), çавӑн пекех Етӗрне уесӗнчи Вырӑс Сурăмĕ ҫумӗнчи хӑватлӑ армана ярса илме пултарнă. Çĕрпÿри Тихвин мӑнастирӗн аллинче пысăк çĕр лаптăкĕсем, Сĕве уесĕнчи Савино ялĕнчи Сулино юхан шыв çинчи арман пулнă. Улатӑрти мӑнастирсен ҫӗр лаптӑкӗсем те йышлӑланнӑ. Улатӑр уесӗн территорийӗнче кӑна вӗсен çĕрĕсем 541 теçетке йышăннă.
Тĕпрен илсен, чиркÿ çыннисен çĕр лаптăкĕсем хресченсен çĕрĕсене турта-турта илнипе ÿснĕ. Тĕн вырăнне çирĕплетме тăрăшакан вырӑнти влаҫ органӗсем халӑха ҫаратма пулăшса пынă. Сӑмахран, Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр районӗсенче патша чиновникӗсем чиркÿ хресчен çĕрĕсенчен 100-150 теçеттин таран çĕр татса илсе тĕн çыннисене уйӑрса панӑ. Шăхасан приххутĕнчи священниксем хресченсенчен 152 теçеттин, Етӗрне ял приххутĕнче - 132 теçеттин, Иккĕмĕш Чураш, Байгильдин, Тӑвай, Тобурдан, Кошелев, Хормалин, Яндаш тата ытти приххутсенче 100 теçеттин çĕр туртса илнĕ. Чиркӳ ҫаратӑвне хирӗҫ тӑракансене полицайсемпе казаксен хӗҫ-пăшаллă вăйĕсем пусарсах тăнă. Çакăн хыççăн хресченсем, паллах, духовенствӑна курайми пулнӑ, хресчен пӑлхавĕсем тата та ытларах вăйланнă.
Хресчен çĕрĕсен пĕр пайĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула (аренда, кивçен илнĕ укçана тавăрса парайманшăн) ялти пуянсен аллине куçнă. Вĕсен çĕр лаптăкĕсем сарăлса та анлăланса темиçе вуншар теçеттине çитнĕ. Çав вăхăтрах çĕре ревизире палăртнă çынсен шутне пăхса пайланă. Çаксем пурте хресченсен çĕр анисем пĕчĕкленесси патне илсе пынă: ХIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче ревизи тăрăх вăтамран кашни çын пуçне 3-рен пуçласа 4,5 теçеттине çити çĕр пайĕ лекнĕ. Çавăнпа та Чăваш Енри ялсенче пуянсемпе пĕрле çĕрсĕр хресченсем те нумайланнă. Чăн та, вăрмансем касса акмалли çĕрсен лаптăкне пысăклатма хăтланса пăхнă, анчах та вăл йывăр лару-тăрăва çăмăллатма пултарайман.
Çĕр çитменни выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине те япăх витĕм кÿнĕ - вăл кирлĕ пек аталанайман. Çавна пула çĕрсене тирĕспе çителĕклĕ апатлантарайман, тĕш тырă тухăçĕ пĕчĕк пулнă. Шупашкар уесĕнчи земствăн исправникĕ (полици пуçлăхĕ) 1842 çулта отчетра çапла çырнă: «Шупашкар уесĕнчи чăвашсемпе черемиссем ыттисенчен чухăнрах пурăнаççĕ. Тĕп сăлтавĕ - çĕрсемпе усă курма чарни. Уйрăмах утă туса илекен анасемпе. Хресчен хуçалăхĕсен экономика лару-тăрăвне никам та ăмсанмалла мар - вăл питĕ япăх».
Чăваш патшалăх тата удел хресченĕсем пусмăр айĕнче тата самодержавин крепостла йĕркин йывăрлăхĕсене чăтса пурăнасси малалла та тăсăлнă. Çĕрпе (вăл патшалăхăн феодаллă харпăрлăхĕ шутланнă) усă курнăшăн хресченĕн тĕрлĕ тивĕç пурнăçламалла пулнă тата хыснана пысăк хырçă-марçă тÿлеме тивнĕ. 1832-1833 çулсенчи кăтартусем тăрăх патшалăх хресченĕсем çулталăкне çын пуçне 14 тенкĕ те 23 пус çурă тÿленĕ. Çав шутра пĕр çыншăн хырçă-марçă - 3 тенкĕ те 30 пус, оброк - 10 тенкĕ, çулсем тунăшăн 25 пус пошлина, юхан шывсем çинче çыхăну йĕркеленĕшĕн - 5 пус, земство тивĕçĕсемшĕн - 46 пус çурă, апат-çимĕç тÿлевĕ 25 пус пулнă. Удел хресченĕсем çын пуçне 10-11 тенкĕ тÿленĕ. Вĕсенчен почта лашисене тытса тăнăшăн, рекрутсемшĕн (енчен те салтака панă пулсан) тата ăна тумтирпе тивĕçтернĕшĕн укçа-тенкĕ пухнă. Çавăн пекех удел хресченĕсен хурал салтакĕсен командисем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçнă чухне вĕсем валли çĕр каçма е канма вырăн тата хатĕр лаша лавĕсем тытса тăмалла пулнă. Çĕнĕ çулсемпе кĕперсем тăвасси, юсасси те вĕсем çинех тиеннĕ.
Çак тапхăрта хресчен хуçалăхĕсем ытларах рынок хутшăнăвĕсемпе усă курма пуçлаççĕ, ялта пĕр вырăнта хупăнса ларас паллăсем çухалаççĕ. Ял хуçалăх таварĕсем сутасси аталанса пынă май тата кил-çурт валли промышленность таварĕсем туянма, хырçă-марçă тÿлеме хресченсене укçа кирлĕ пулнă. Çак тĕллевпе вĕсен ял хуçалăх продукчĕсем сутма тивнĕ, тепĕр чухне хăйсем валли хăварнă апат-çимĕçе те пасара илсе тухмалла пулса тухнă. Укçа-тенкĕрен хĕсĕк, пурлăхсăр хресченсем лавçă (извозчик) пулса ĕçленĕ, ал ĕç промыслине алла илнĕ, ялтан тухса кайса урăх çĕрте, ял-хуласенче, ĕçленĕ тата пуян хресченсемпе помещиксем патĕнче ĕçлеме тара кĕрĕшнĕ. Хăшĕ-пĕрисем Урал тăрăхĕнчи заводсене тухса кайнă. Ялсенчен тухса каякансем (вырăсла вĕсене отходниксем тенĕ) çулсерен ÿссе пынă. Хусан кĕпĕрнинче 1828 çулта вĕсем 18 пин те 286 çын пулнă, 1845 çулта 42 пин патшалăх хресченĕ вăрăм та аякри çула тухнă.
Хресчен хуçалăхĕсен чылай пайĕ налук пусмăрне чăтса тата тÿлеме укçа çукран пысăк парăма кĕрсе пĕтнĕ. 1843 çул тĕлне Хусан кĕпĕрнинчи патшалăх хресченĕсен хырçă-марçă тÿлемелли парăм 1 039 737 тенке çитнĕ. Çакă вăл ревизире кăтартнă çын пуçне 9 тенкĕ пулнă. Çав вăхăтрах 1855 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи удел хресченĕсен (ытларах пайĕ чăвашсем пулнă) парса татман парăмĕ 245 404 тенкĕпе танлашнă.Çын пуçне 7 тенкĕ пулать.
Нимĕнле правасемпе те усă курман чăвашсенчен хырçă-марçă пуçтарасси вĕсене хăратнипе, хаярла хĕненипе, саккуна пăсса арестленипе пурнăçланса пынă. Чăн та, питĕ те йывăр пулнă. Чиновниксем вырăнти халăх умĕнче мĕнле пултарнă çапла пуçтахланнă. Виçине пĕлмен. Унсăр пуçне взятка парасси ÿссе пынă тата земство полицайĕсем хушма тÿлевсем пуçтарнă. Патшалăх хресченĕсем хушшинче пулса иртекен хăрушă пулăмсем çинчен XIX ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенче А.И. Герцен, ссылкăра пулнă чухне, çапла çырнă: «Чиновниксен ирсĕрлĕхĕ Руçăн тата Çĕпĕрĕн çурçĕр хĕвел тухăç енчи кĕпĕрнисенче вăй илнĕ. Кунта вĕсене хăйсем шутланине пурнăçа кĕртме никам та чăрмантармасть. Земство полицайĕсемшĕн вотяксемпе мордвасем, чăвашсем … чăн-чăн пуянлăх пулса тăраççĕ. Полицисемпе чиновниксем çак чухăнсемпе ĕненмелле мар япаласем тăваççĕ. Пуçлăхĕ те, старости те пуçтарать - ял çынни юлашки пусне илсе пырса парать». Çĕпĕрти сылкăран таврăнакан А.Н.Радищев, Шупашкарта пулнă май, хăйĕн дневникĕнче вырăнти халăх пирки çакна палăртнă: «вĕсене хĕсĕрлени ытла та виçесĕр». Панă влаçпа тивĕçсĕр усă курасси чиновниксем хушшинче çеç мар вăй илсе пынă, чиркÿ çыннисем те вĕсенчен кая юлман. Чăваш Енри халăха пусмăрласси малалла тăсăлнă. Чăвашсен çĕнĕ чиркÿсем тумалла пулнă, чиркÿсемпе унăн çыннисене çĕр уйăрса парса ăна пăхса тăма тивнĕ, чиркÿ çыннисене тĕрлĕ таварсемпе хырçă-марçă тÿленĕ. Вырăсла ăна «руга» тенĕ. Православи тĕнне йышăннисем виçесĕр пуçтахланнă хăш-пĕр тĕслĕхĕсем паллă. «1829 çулта Мункун умĕнхи типĕре Кĕçĕн Тимерчей ялĕнчи Т.Н. Цветков пуп П. Васильев дьяконпа Кирилл Алексеев килне руга пуçтарма килнĕ. Вăл кил хуçине икĕ çулшăн памалли улăма халĕ те парса татманни çинчен асăрхаттарнă. Кирилл Алексеев çак ĕçе тума улăм тарăн юр айĕнче выртни чăрмантарать тесе ăнлантарнă. Çакăншăн Т.Н. Цветков пачăшкă П. Васильев дьяконпа Гаврил чиркÿ старости умĕнче кил хуçине тискерле хĕненĕ. Каярах, виçĕ эрне чирлесе выртнă хыççăн, К. Алексеевăн чĕри тапма чарăннă». Вырăнти халăха наци пусмăрĕнче тытни те усал тунă ĕçсемпе çыхăннă. Чĕмпĕрти Маслов жандарм полицайĕ А.Х. Бенкендорф жандармăсен шефĕ патне янă хыпарта çакăн пек йĕркесем пур: «Вĕренмен халăха пăхăнтарма, ертсе пыма çăмăлрах… çапла майпа чăвашсемпе хуçаланакан пуçлăхсем мĕнпур вăйпа хура халăх хушшинче вĕренмен çынсем пулччăр тесе тăрăшаççĕ».
1820 çулта правительство кăларнă хушупа килĕшÿллĕн Пăва, Кăрмăш, Улатăр уесĕсенчи патшалăх хресченĕсене удел ведомствине куçарнă та вĕсем удел пуçлăхĕсене пăхăнса тăма пуçланă. Çакăн хыççăн вĕсем пур енĕпе те помещик хресченĕсемпе пĕр тан пулса тăнă. Çĕрсене акса пăхса тăрассине, ытти ĕçсем тăвассине удел ведомстви тата патшалăх урлă пурнăçланă. Çамрăксене салтака ярасси (рекрут), лаша лавĕсем тата çĕр каçмалли вырăнсем тытса тăрасси те вĕсем çине тиеннĕ. Унсăр пуçне Уделсен департаменчĕ удел хресченĕсенчен çын пуçне оброк пухнине çĕр тÿлевĕпе улăштарнă. Кунта хальхи çĕрсене çеç мар, маларах хресчен аллинче пулнисене те шута илнĕ. Çапла майпа хресченсен тепĕр йывăр тивĕç - обществăлла çĕрсене сухаласси (общественная запашка) - хутшăнать. Çын пуçне паракан çĕрсене чакарни, обществăлла çĕрсен лаптăкне ÿстерни, 1832, 1838, 1841 çулсенче тыр пул тухăçĕ сахал тухни, выçлăх çулĕсем тата удел лавккисенчен кивçен илнин проценчĕсем пысăк пулни экономикăри лару-тăрăва калама çук йывăрлатнă.
Çĕршывра крепостла хутшăнусем арканса пынă. Çакна патшалăх тата удел хресченĕсен хуçалăхĕсенчи лару-тăру та çирĕплетнĕ. Аркану процесĕ вăй илни палăрнă. Патша влаçĕн çĕнĕлĕхĕсене пула чăвашсен хушшинче чухăнлăх тата çука юлни хуçаланнă. Ытларах пайĕ çука юлса хăйсен хуçалăхне те тытса пыма пултарайман. Хусан губернаторĕ 1847 çулта тунă отчетĕнче те çакăн çине тимлĕх уйăрмасăр иртсе каяйман: «Хусан кĕпĕрнинче ял хуçалăхри лару-тăру лайăхах мар. Уйрăмах тĕрлĕрен халăхсен хушшинче… Чи аялти шайра чăвашсемпе черемиссем тăраççĕ. Чылай чухне вĕсен йăхĕн пурнăçĕ пĕр кивĕ çуртра иртет. Çак çуртрах вĕсем хăйсем те пурăнаççĕ, килти выльăх-чĕрлĕхе те тытаççĕ».
Пурлăхпа çыхăннă танмарлăх обществăна сийсем (сослови) çине пайлассине тарăнлатнă. Чăваш ял-салисенче пуян хресченсем «çуралма» пуçланă. Вĕсем вулăсри ертсе пыракан тытăмсенче хăйсен сăмахне калама пултарнă, хресчен промыслинче туса илекен тыр-пула, çитĕнтерекен выльăх-чĕрлĕхе, хăмлана тата ытти апат-çимĕçе туянса хаклăрах хакпа сутас ĕçе йĕркеленĕ. Çителĕклĕ пурнăçпа пурăнакансем тара илнĕ вăйпа усă курнă. Хура халăха хĕсĕрлес ĕçе ял пуçĕсемпе (старейшины) юмăç-тухатмăшсем хутшăннă. Вĕсем хăй вăхăтĕнче тĕн енĕпе чăваш-язычниксен мăчавăрĕсем пулнă. Çапла майпа, чухăнсене хĕрхенÿсĕр çăткăнла хĕсĕрлесе тата çĕр ĕçĕнче капитализм никĕсне çирĕплетсе, ял буржуазийĕ вăй илсе пынă.
Крепостла правăна пăрахăçлани каярах çĕршывăн политика, социаллă экономика аталанăвĕ çине витĕм кÿнĕ. Пĕлтерĕшĕпе буржуазине хÿтĕлекен 1861 çулхи реформа чăн малтан помещик хресченĕсене пырса тивнĕ. Çав вăхăтрах ытти категорисене те манса хăварман. 1863 çулхи июнь уйăхĕн 26-мĕшĕнче йышăннă положенипе килĕшÿллĕн удел хресченĕсене пурлăх хуçиллĕ хресчене куçарнă, анчах та вĕсен хыснана 49 çул хушшинче пысăк тÿлев хывмалла пулнă. Çав вăхăтрах 1866 çулхи ноябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче вăя кĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн, патшалăх хресченĕсен виçĕ хут хаклăрах хакпа хăйсен çĕрĕсене туянма тивнĕ. Çав çĕрсемпе вара чылайранпа община хуçаланнă. Пысăк саплав тÿлевĕн (выкуп) виçисем чылай чухне хирĕçÿсем çуратнă. Мĕншĕн тесен хăшĕ-пĕрисем, тÿлеме укçа-тенкĕ тупас тесе, хăйсен пурлăхне сутса янă.
Реформа вăхăтĕнчи тапхăрта Чăваш Енре капитализмла хутшăнусем палăрмалла аталаннă. Çакă хресченсене тĕрлĕ социаллă сийсем çине пайланассине хăвăртлатнă, ялти халăх икĕ класа - буржуазипе пролетарие - çаврăннă. Иккĕмĕшсем ытларах чухне пĕрремĕшсене (кулаксене, суту-илÿ тăвакансене, усламçăсене) пăхăнса тăнă. Çакна Шупашкар уесĕнчи Посадско Сотников вулăсне кĕрекен Çĕнĕ Починок ялĕнче пурăнакан Игнатий Иванов уесри çĕр управине çырнă çыру та çирĕплетет: «Пуян та тулăх пурнăçпа пурăнакан арçынсем чухăнсене хĕсĕрлесе вĕсен çĕрĕсене хăйсен аллине туртса илнĕ. Çак çĕрсене вĕсем арендăна илнĕ тесе ăнлантараççĕ, анчах та хăйсен анисемпе пĕрлештереççĕ. Çĕрсемшĕн пуянсем питĕ те сахал тÿлеççĕ. Чухăнсем уйăрса панă çĕре тавăрса пама ыйтсан, пиртен юлашки анасене те туртса илмелле теççĕ, мĕншĕн тесен эпир патшалăх умĕнче хамăр тивĕçсене пурнăçламастпăр иккен». Çынсене хĕсĕрлесе тара илнине, сутăçă-усламçăсен чеелĕхĕпе ултавĕсене пула ялти пуянсен çÿлти пайĕ пĕчĕккĕн хăйсен çĕр лаптăкĕсене анлăлатнă, капитал пухнă, ăна суту-илÿпе предпринимательство ĕçне хывнă. Каярах чăвашсем Кама леш енне вырнаçнă май, Пушкăрт тата Эрĕнпур тăрăхне куçса кайнă. XVII ĕмĕрĕн юлашки виççĕмĕш пайĕнче Атăлăн сылтăм енчи чăваш хресченĕсем те Пушкăрт тăрăхне кăмăлланă. Ытларах вĕсем таркăнсем пулнă. Н.А. Фирсов профессор вырăс мар халăхсем тарни пирки çакна палăртнă: «çак пулăм уйрăмах XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче палăра пуçланă». Енчен те Етĕрне уесĕнче 1678 çулта 2379 кил-çурт пулнă пулсан, 1683 çул тĕлне 1904 юлнă, 1699 çула – 1880 хуçалăх,1701 çул тĕлне – 1478. Çирĕм çул хушшинче пĕрре виççĕмĕш пайĕ урăх вырăнсене куçса кайнă. Пурнăçри лару-тăрăва лайăхлатас тесе чăвашсем чылай чухне кĕрешĕве тухнă. XVI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчех (1552-1557, 1571-1573, 1581-1585 çулсенче) Хусан ханствин çĕрĕсем пулнă хĕвел тухăç тата çурçĕр енчи вырăнсенче пăлхавсем иртнĕ. Вăтам Атăл тăрăхĕнчи чăвашсемпе марисем, мордвасемпе тутарсем И.Болотников ертсе пыракан Хресчен вăрçине хутшăнса хăйсен сассине панă. Вырăс мар хресченсем пăлхава хутшăнасси кунта 1614-1616 тата 1634 çулсенче правительство хушнипе халăхран укçа-тенкĕ пуçтарма тытăнсан (ăна васкаса пухнă) пуçланнă. Чăвашсем 1670-1671 çулсенчи Степан Разин ертсе пыракан Хресчен вăрçине хастар хутшăннă.
XVIII ĕмĕрте Чăваш Енри халăх пассивлă тата активлă мелсемпе кĕрешнĕ. Вăйпа Христос тĕнне йышăнтарнине хирĕçлесе вырăнти тата çÿлти патша органĕн власть тытăмĕсене çăхавсем çырнă. Вĕсенче чăвашсем чиркÿ çыннисемпе миссионерсем иртĕхсе пуçтахланнă пулăмсене палăртнă, чиновниксемпе çар ушкăнĕсен усал ĕçĕсене асăннă, вăйпа Христос тĕнне йышăнтарассине чарма çирĕп ыйтнă. Çав вăхăтрах кирлĕ хутсене хатĕрлесси хресченшĕн хакла ларнă. Патшан судпа администраци аппарачĕн бюрократи стени вырăсла пĕлмен чăваш хресченĕсемшĕн хупă пулнă, вĕсене вырăнти власть представителĕсем картĕнчен иртсе хăтланнипе çыхăннă çăхавсене пăхса тухнă чухне хутшăнма май паман. Чылай чухне çак хутсем тимлĕхсĕр юлнă е вĕсене пачах та пăхса тухман. Хусан кĕпĕрнинчи хресченсем сенат комиссине янă çăхавсене патшан 1768 çулхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче кăларнă указĕпе (унта комисси ĕçне пĕтĕмлетнĕ) килĕшÿллĕн «пăхса тухмалла мар» тесе хушу панă. Хресченсен пассивлă кĕрешÿ мелĕсен шутне тин çеç тĕне кĕнисен кантурĕ хушнине туманни, чиркÿ çыннисем хушма тÿлевсем пухнă чухне хирĕç пулни, чиркĕве çÿременни тата чиркÿсем тума укçа-тенкĕ паманни кĕнĕ. Çавăн пекех Турра хирĕç калаçни, христианство тĕнĕн кульчĕпе çыхăннă япаласене (турăшсемпе хĕрессем) хисеплеменни тата ытти те пулнă.
Миссионерсем иртĕхсе алхаснă тапхăрта таркăнсен шучĕ ÿсни, урăх вырăнсене куçса каякансем йышлăланни çинчен пĕрре мар çыртăмăр. Çакă вăл халăх кĕрешĕвĕн пассивлă мелĕ пулнă. Чылай таркăн чăвашсем Атăл тăрăх аялалла тата Пушкăрт тăрăхне çул тытнă.
Чăвашсем никама каламасăр тата никамран ыйтмасăр пысăк йышпа вăрăм çула тухасси тата тарасси ытларах XVII ĕмĕр вĕçĕпе XVIII пуçламăшĕнче сарăлнă пулнă. «Феодалла хĕсĕрлесси ÿссе пыни уйрăмах тарма хистенĕ, XVIII ĕмĕрте Христос тĕнне вăйпа йышăнтарни таракансен йышне нумайлатнă» тесе çырать кун пирки И.Д.Кузнецов паллă ăсчах. 1712-1713 çулсенче, 1704-1705 çулсенчи ясак çыравĕ пулса иртнĕренпе, чăваш ялĕсенче 30 % пушă кил-çурт пулнă.
Халăх хушшинчи пассивлă хирĕç тăрусем чылай чухне хаяр харкашусене çаврăннă. Ытларах чухне çак пулăм пуяннисемпе тĕн çыннисем хура халăха хĕсĕрлессине ÿстерес, çаратас тата тĕне кĕртессине вăйлăлатас тĕллевпе пурнăçланнă. Акă, 1743 çулхи октябрь уйăхĕнче Г.Давыдов протоирей çар ушкăнĕпе Çĕрпÿ уесĕнчи Кошки Чурай ялне вырăнти халăха вăйпа тĕне кĕртме килсен, çак ял çыннисем çĕрле пысăк йышпа юплешке (рогатка), чукмар, сăнчăрсем илсе вăрă-хурахла «кĕтмен хăнасем» çине тапăннă, пачăшкана сăнчăрпа хĕненĕ, православи тĕнне тата хĕресе усал сăмахсем каласа вăрçнă. Çак миссионер чăвашсене çеç мар, Царевококшайск уесĕнчи марисене те курайман. Мĕншĕн тесен ăна хăйĕн ушкăнĕпе килнĕскере 1741 çулта çĕр каçма юлнă çуртра çунтарса яма хăтланнă. Тĕп сăлтавĕ - вăл тĕне кĕнисемпе саплашманни пулнă. Çакăн евĕр пăтăрмахсем Çĕрпÿ, Шупашкар, Космодемьянск уесĕсенчи ялсенче те пулса иртнĕ. 1744 çулхи çуркунне Çĕнĕкрещен кантурĕн Б.Ярцев чиновникĕ, Атăл тăрăхĕнчи ялсенче вырăс мар халăх хушшинче каратель отрячĕсемпе йĕрке туса çÿренĕскер, Синода янă хăйĕн рапортĕнче çапла çырать: «Урăх тĕн çыннисен хăтланкаларăшĕсенче тăшманла кăмăл-туйăм палăрать». Çавăн пекех хăйне усал сăмахсемпе вăрçнине тата хĕнеме хатĕр пулнине хыпарланă.
1743-1745 çулсенче Етĕрне тата Кăрмăш чăвашĕсем Неофит мăнастире тăвакана хирĕç пĕрре мар хĕç-пăшаллă кĕрешĕве çĕкленнĕ. Мĕншĕн тесен вăл Сăр тăрăхĕнчи чăвашсене вăйпа тĕне кĕртме йĕркелекен ĕçсене ертсе пынă. Каярах та халăхăн кĕрешес хастарлăхĕ сÿнмен.1746 çул Шупашкар, Сĕве, Кокшайск, Космодемьянск уесĕсенчи чăвашсем христианство тĕнĕн вĕрентĕвне саракансене ялсене кĕртмен çеç мар, вĕсене вĕлерме те пултарнă. 1747 çул та чиркÿ çыннисемшĕн лăпкă мар тата шикленÿллĕ пулнă. XVIII ĕмĕрĕн виççĕмĕш чĕрĕкĕн вĕçĕнче Чăваш тăрăхĕнче пурăнакансем карр! тăрса кĕрешĕве тухнă. Вĕсем Емельян Пугачев ертсе пыракан Хресчен вăрçине хастар хутшăннă. Тĕрĕссипе çак вăрçă Чăваш Енрен чылай аякра пуçланнă пулнă. Анчах та чăвашсем ун çинчен, влаçа хирĕç тăракан çарсем пирки, патша манифесчĕсенчен чылай маларах пĕлнĕ. Вăл вăхăтра Урал тăрăхĕнче те Хресчен вăрçи пынă. Шăпах унта хутшăнакансем, хăй вăхăтĕнче маларах Ĕпхÿпе Пушкăрт уезчĕсене куçса кайнă йăхташсем, пĕлтернĕ те кунти чăвашсене. 1773 çулта Эрĕнпур çывăхĕнче хăйсен «патши» пулни Чăваш Енре пурăнакансенче темле çăлăнăç шанчăкĕ çуратнă. Çавăнпа хресченсем калас сăмаха тÿррĕн калама хăраса тăман. Сăмахран, Шупашкар уезĕнчи Çавалпуç ялĕнчи П.Иванов (Рахмул) тин тĕне кĕнĕ чăваш хресченĕ 1774 çулхи январь уйăхĕнче вырăнти пачăшкана çапла каласа хăратнă: «Çитĕ сире хĕреспе çÿреме, сирĕн вăхăтăр иртрĕ. Пирĕн патша килсе çитмелле, сире пурне те çакса вĕлереççĕ, чиркĕвĕрсене те çунтарса яраççĕ», - тенĕ.
XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче социаллă кризис çĕршывăн феодалпа крепостла системăна ертсе пырас ĕçе çавăрса илнине Чăваш Енри тĕрлĕ классен хушшинчи кĕрешÿре те курма пулнă. Кунта патшалăх хресченĕсене вăйпа удел ведомствине куçарнине пула хресченсен пысăках мар хумханăвне сăнама май килнĕ. Удел ведомствине куçнă май «общественная запашка» текен йĕркене пурнăçлани, П.Д. Кисилев реформине туса ирттерни, хресченсене çĕнĕ хушма тÿлевсем тÿлеме, тивĕçсем пурнăçлама хистени пурте хĕсĕрлесси вăйлăланнине систернĕ. Çаксем патшалăх хресченĕсене влаçа хирĕç тăма хистенĕ. Вĕсенчен пĕри 1842 çулхи Шурча (Акрам) вăрçи шутланать. Ун чухне Хусан кĕпĕрнинчи чăваш тата мари хресченĕсем пăлхав çĕкленĕ.
Реформăна пула хресченсене çаратни, çĕрсем помещиксен аллинче юлни, çĕр хĕсĕк пулни, социаллă тата наци пусмăрĕ ÿссе пыни Чăваш Енри халăхсен пурнăçне йывăрлатнă. Çавăнпа та XX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăн-чăн революцилле кĕрешÿсем пуçланнă. Вĕсем тĕрлĕ мелпе иртнĕ. Ытларах чухне ыйтмасăр çĕрсене сухаланă, помещиксемпе хыснан вăрманне каснă тата ытти те. Чылай ялсенче митингсемпе пухусем ирттернĕ. Унта хресченсем патша влаçĕ тата чиркÿ çыннисен умĕнче экономика, хăш чухне политика ыйтăвĕсене те çĕкленĕ. 1905 çулхи ноябрь-декабрь уйăхĕсенче, Раççейре революци хумĕ вăйлăланнă тапхăрта, хресченсем обществăлла политика, экономика тата наци ирĕкĕ илме, помещиксемпе хысна, удел тата мăнастир çĕрĕсене хăйсене пама ыйтнине тивĕçтернĕ. 1905 çулхи ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар уездĕнчи Воскресенски вулăсĕнче пурăнакансем хăйсен пухăвĕнче приговор йышăннă. Унта: «Пурин те çĕр çителĕклĕ, пĕр хресченĕн çеç сахал. Çĕр çинче ĕçлеменнисем тутă пурăнаççĕ. Кам-тăр çĕр çинче тар тата юн кăларса пилĕкне авать, чунне парса ĕçлет - вăл выçă çÿрет. Çĕр те выçă, эпир те, суха тăвакансем, выçă. Выçăпа вилетпĕр, цинга чирĕпе чирлесе шыçăнатпăр, тĕттĕмре тĕмсĕлетпĕр (изнывать), администраци тата ытти пуçлăхсем пуçтахланнипе тертленетпĕр. Чăн-чăн хÿтĕлекенсем пирĕн пачах та çук», - тесе çырнă. Çĕрпÿ уезĕнчи Иваново ялĕнчи 1906 çулта çырнă приговора вуланă май çакна курма пулать: «Пирĕн шутпа хресченĕн йывăр пурнăçĕ вăл хутла вĕренменнинчен тата çĕр сахал пулнинчен килет. Çавăнпа та эпир халăх ырлăхĕшĕн ыйтатпăр: пĕр тăхтаса тăмасăр хысна, удел, мăнастирсен тата уйрăм çын харпăрлăхĕнчи çĕрсене ĕçлекен халăх аллине памалла, çĕре сутăн илме е сутма ирĕк пулмалла мар; эрехпе, керосинпа, табакпа, шăрпăкпа, сахăрпа, тăварпа тÿрĕ çыхăнман налуксене (вĕсем çука хăвараканнисем) пăрахăçламалла, вĕсене тÿрĕ налукпа (тупăша кура) улăштармалла; пурне те саккун умĕнче пĕр шая лартмалла; ялсемпе саласене полици, чиновник, çĕр пуçлăхĕн, уретник тата стражник тÿлевĕсенчен хăтармалла».
Революци пропагандине пула чăваш халăхĕн кăмăл хастарлăхĕ ÿснĕ. 1906 çул пуçламăшĕнче Г.Дмитриев ертсе пыракан революционерсен ушкăнĕ халăха тупăш налукне тÿлемессе, помещиксемпе мăнастирсен çĕрĕсене сухалама, вăрманĕсене касма, влаçа пăхăнмасса чĕнсе каланă. Çакăн хыççăн Шупашкар уезĕн Тогаш вулăсĕнчи чылай ялсенче пурăнакансем влаçа хирĕç тапраннă. Çав вăхăтрах революционерсем атеизмла пропаганда та илсе пынă, чиркÿ çыннисен ĕç-хĕлне тăрă шыв çине кăларнă. Çавна пула Апаш тата кÿршĕллĕ ял çыннисем чиркĕве хирĕç хăюллă кĕрешĕве çĕкленнĕ.
Столыпин аграри реформи те халăх хушшинче кăмăлсăрлăх çуратнă. Тĕрĕссипе, вăл Чăваш Енре анлă сарăлса ĕлкĕреймен. Çак вăхăтра правительство çĕр ыйтăвне халăха çĕршывăн ытти регионĕсене куçарнипе татса пама тăрăшнă.
Чăваш халăхне хамăрăн мăн асаттесемпе асаннесен тăван çĕршывĕнчен тухса килме тĕрлĕ сăлтавсем хистенине куратпăр. Раççейĕн хĕвел тухăç тата кăнтăр-хĕвел тухăç енчи ирĕклĕ çĕрсем центртан чылай аякра пулни пирĕн йăхташсене хăй патне туртнă. Унсăр пуçне, паллах, малтанхи вырăнта кулленхи пурнăç калама çук йывăрланса çитнĕ. Çавăнпа та В.Н. Витевский историк каланă тăрăх, Эрĕнпур тăрăхĕ, Раççейĕн хĕрринчи ытти вырăнсем пекех, мĕн авалтан таркăн çынсемшĕн хÿтлĕх йăви шутланнă. Раççейĕн вăта (центральный) тата Вăтам Атăлçи тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕн куçĕпе пăхсан, кунта тулăхлă та тухăçлă тырă-пулă çитĕнтермелли çĕрсем, вăрмансемпе выльăх-чĕрлĕх валли çарансем, сунара çÿремелли тата пулă тытмалли вырăнсем сарăлса выртнă. Çав вăхăтрах Раççейри лару-тăрăва илес пулсан ун чухне çĕршыв хĕрринчи территорисене патша влаçĕ тата ытти пуçлăхсем кирлĕ пек тĕрĕслесе тăрайман, вăрттăн куçса килсе çак вырăнсенче тымар яма майсем пулнă. Тата çакна та палăртмалла, правительство та çĕршыв хĕрринчи çĕрсене пурăнакансемпе тултарма тĕллев лартнă. Тăван тăрăхсене пăрахса хăварса çĕршывăн урăх регионĕсене тухса кайма чăвашсене чи малтан социаллă тата экономикăпа çыхăннă сăлтавсем хистенĕ. Кунта ирĕксĕрех Н.В. Ремезов публицист каланă шухăшсемпе килĕшме тÿр килет: «Хресченсене ăруран-ăрăва тымар янă вырăнсене, тăван та юратнă йăвисене пăрахса хăварма, йÿн хакпа хăйсем никĕсленĕ кил-çурта хуçалăхри япаласемпе сутма, ют тата пĕлмен вырăнсене çула тухма пурнăçри йывăр условисем хистенĕ. Çавăнпа та эпĕ тымар янă халăхсем куçса кайнин тĕп сăлтавĕсен шутне çаксене кĕртме пултаратăп: пĕрремĕшĕ - çĕр сахал пулни, иккĕмĕшĕ - çĕр лаптăкĕ вăрман ăшĕнчи е хыçĕнчи çырма-çатра хĕрринче пулнипе унăн пахалăхĕ те лайăхах пулманни, çĕр тухăçĕ сахал пулни. Çÿлерех асăннă тата ытти сăлтавсене пула çителĕклĕ пурнăç çинчен калама та кирлĕ мар. Халăх экономика енчен пăхсан чуралăхра пурăннă», - тесе çырнă вăл. Чăн та, çынсем çĕнĕ вырăна куçса кайнин тĕп сăлтавĕ патшалăхăн обществăлла тытăмĕнчен, чурана кăларнă хресчен класне пусмăрласа хĕсĕрленинчен нумай килнĕ. Йывăр та ирĕксĕр, хурлăхлă пурнăç, самодержавин полици вăйĕпе йĕркеленĕ социллă тата наци пусмăрĕ чăвашсене пысăк йышпа çĕршывăн хĕрринчи вырăнĕсене тухса кайма хистенĕ, çак пулăм çулсерен вăй илсе пынă.
Чăвашсем çĕнĕ вырăнсене куçса кайнин сăлтавĕсене уçăмлатнă май тĕпчевçĕсем чи пĕлтерĕшли çĕр сахал пулни тесе палăртаççĕ. Çак сăлтав чылай чухне малти вырăна тухса тăни сисĕнет. В.Д. Дмитриев ăсчах шухăшĕпе те чăн малтан хресчене çĕр çитменни канăç паман: «Унсăр пуçне çĕр пахалăхĕ те начар пулнă. Уйрăмах Чăваш Енĕн çурçĕрти районĕсенче çĕр тăмлă тата кĕллĕ. Çавна пула пысăк тухăç çитĕнтереймен. Лайăх та пысăк тухăç паракан çĕр лаптăкĕсем Хусан кĕпĕрнин кăнтăр тата кăнтăр-хĕвел тухăç пайĕсенче вырнаçнă», - тесе çырать вăл.
Çĕр çитменни хуçалăхри кирек мĕнле отрасле те аталанма чăрмантарнă, мĕншĕн тесен вĕсене комплекслă пурнăçламалла пулнă. Енчен те пĕтĕмĕшле кĕпĕрнери çĕрсем ирĕклĕрех пулнине шута илсен, Чăваш Енри пирки çакна калаймăн, XVIII ĕмĕр варринче кунта çĕр ыйтăвĕ питĕ çивĕч тăнă. Çав вăхăтрах Пушкăрт тăрăхĕнчи чăвашсен, хăйсен йăхташĕсемпе танлаштарсан, çĕр ĕçĕ тума чылай çăмăлрах пулнă. Çавна пула, чăвашсем тухăçлă çĕрсем шыраса çĕршывăн хĕрринче вырнаçнă кĕтесĕсене куç хывнă. Паллах, çул çинче хăрушлăхĕ те, синкерлĕ пулăмсем те çителĕклех сиксе тухнă.
Пушкăрт тăрăхне пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем ахальтен суйласа илмен. Вĕсен суйлавĕ çĕнĕ вырăнсенче тухăçлă çĕр лаптăкĕсем юнашар пулнипе çыхăннă. Унсăр пуçне хресчене анасем çинче ĕçлеме никам та чăрмантарман. Çĕнĕ вырăнти çут çанталăк климачĕ те малтанхинчен ытлашши уйрăлса тăман, куллен хăнăхнă хуçалăхри ĕçе малалла тăсма майсем туса панă. Хăш-пĕр енчен илсен тыр-пул ÿстерме, выльăх-чĕрлех ĕрчетме çанталăк условийĕсем кунта куçса киличченхинчен лайăхрах та пулнă. Çĕнĕ вырăна йышăнасси арăш-пирĕш йĕркесĕр пурнăçланман, саккун евĕр çут çанталăк йĕркисене пăхăнса тунă. Пушкăртстан территорин сайра тĕл пулакан хăйне евĕрлĕхĕ шăпах çакăнпа çыхăннă, паянхи кунччен упранса юлнă. Кунта кашни халăх хăйĕн йышĕпе юнашар пурăнма тăрăшнă. Вырăнти халăхăн тараватлăхĕпе усă курса Чăваш Енри пекрех вырăнсем суйласа илме тăрăшнă, иртнĕ пурнăçа темле йывăр пулсан та манăçа кăларман, çав вăхăтри пуçри шухăшлава та улăштарман, йăла-йĕркесене тытса пыма та мехел çитернĕ.
Чăвашсем Пушкăртстана куçса килнине ытти сăлтавсемпе те çыхăнтармалла. Вĕсен шутне тĕн тата культура ыйтăвĕсем кĕреççĕ. Миграци процесне вăйлăлатаканни вăл пирĕн халăха вăйпа Христос тĕнне йышăнтарни. Ку вара пачах урăх калаçу, анчах та эпир ун пирки статьян малтанхи пайĕсенче сăмах хускатнăччĕ.
Ирина СУХАРЕВА,
истори наукисен докторĕ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: