Пур хыпар та
Общие статьи
17 Июнӗн 2020, 12:52

Чунпа ватăлман Мария Николаевна

Чылай çын лăпкăлăхпа канлĕх шыраса вăхăта юратнă киленĕвĕпе ирттерме кăмăллать. Пĕрисем пĕр-пĕр япаласем пухаççĕ‚ теприсем тĕрлĕ материалтан çĕнĕ те хăйне евĕрлĕ хатĕрсем тăваççĕ.

Хĕрарăмсен чи юратнă чун киленĕвĕсенчен пĕри вăл - тĕрĕ тĕрлесси. Çак ал ĕçĕн тĕсне Çтерлĕ районĕнчи Косяковка ялĕнче пурăнакан Мария Николаевна Яковлева чунĕпе парăннă. Çирĕм тăватă çул хушши тĕрĕ тĕрлет вăл. Хĕрарăмăн пултарулăхне пула ял унăн тĕррисемпе‚ илемлĕ тумĕсемпе сывлать тейĕн. Унсăр пуçне ал ăсти шурă чăвашсен наци тумĕсене тĕрлĕ эрешсем тĕрлесе илемлетет. Çавăн пекех вăл дивансем çине сармаллисем те çыхать. Кашни алă ĕçĕнче - хĕрарăмăн чун ăшши. Тен‚ çавăнпа Мария Николаевна ăсталанă япаласем пĕрре те йăлăхтармаççĕ.
Июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче кинемей сакăр вуннăмĕш çуралнă кунне паллă турĕ. М.Н. Яковлева Çтерлĕ районĕнчи Косяковка ялĕнче çуралнă. Вăхăт çитсен хĕр ача пĕрремĕш класа Ермоло-Никольскинчи шкула кайнă. Вăл çичĕ класлă шкултан 1955 çулхине вĕренсе тухнă‚ унтан Строймаш поселокĕнче ăс пухнă. Тăхăр класс пĕлĕвне илнĕ хĕр çулталăк Кармаскалă районĕнче бухгалтер профессине алла илнĕ. Ун хыççăн Мария Яковлева колхозра çак ĕçпе ĕçленĕ‚ ял Канашĕнче секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ялти магазинта сутуçă пулса тăрăшнă.
Хальхи вăхăтра Мария Николаевна мăшăрĕпе, Иван Петровичпа, хăйсен хуçалăхĕпе пурăнаççĕ. Вĕсен сад пахчийĕ çĕр çырлипе пуян. Ăна ÿстерес ĕç арçын çине тиеннĕ пулсан та, сакăр вуннăри кинемей айккинче пăрăнса юлмасть. Туслă та килĕшÿллĕ мăшăр çĕр тухăçлăхне те пĕрлех çĕклет. Сăмах май, Яковлевсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Асли - Николай, Киеври инженерипе гражданла авиаци институтне пĕтернĕ. Вăталăххи - Петр, 1988 çулта Мускаври физикăпа техника институтĕнчен вĕренсе тухнă. Алена хăйĕн пурнăçне илемлĕх тĕнчипе çыхăнтарнă, ÿнер училищинче пĕлÿ илнĕ.
Хисеплĕ ватăсен чи пысăк савăнăçĕ тата телейĕ аслă ывăлĕн хĕрĕ, Дарья мăнукĕ, пулса тăрать. Вăл хальхи вăхăтра Ĕпхÿри патшалăх нефтьпе техника университетĕнче пĕлÿ илет. Çемьен тепĕр сумлă та кăмăллă пайташĕ - яланах ачашланма юратакан килти кушак. Çакна вулакан сăн ÿкерчĕке хак парсан та ĕненме пултарать.
Пĕр ял çыннисем Мария Николаевнăна ырă та уçă кăмăлĕшĕн‚ çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕшĕн, ĕçне чунтан юратнăшăн хисеплеççĕ. Хушнă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан - тĕрлĕ Хисеп хучĕсен хуçи. Унсăр пуçне «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ чылай вăхăт Çтерлĕри райпо Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Хĕрарăм юрă-ташăпа çыхăннă пултарулăх ĕçне те хутшăнма вăхăт тупнă. Вăл хăйĕн ансамблĕпе çынсене чылай савăнтарнă. Паянхи кун та унсăр пĕр мероприяти те иртмест - чăваш халăх юррисене шăрантарать.
Сакăр вунă çулхи юбилей ячĕпе Мария Николаевнăна нумай ăшă сăмах калас килет. Чăваш хĕрарăмĕ сăпайлă та йăл кулăллă‚ пурне те пулăшма хатĕр пулни унăн тус-юлташĕсемпе çывăх çыннисене савăнса пурăнма хавхалантарать. Эпир ăна çулталăкри чи лайăх уяв ячĕпе саламлатпăр‚ çирĕп сывлăх сунатпăр.
Светлана ПРИВАЛОВА.
Çтерлĕ районĕ‚
Косяковка ялĕ.
Читайте нас: