Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Июнӗн 2020, 14:16

Электромясорубка кама лекĕ-ши?

Хисеплĕ вулаканăм, хальхи вăхăтра 2020 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр вĕçленсе пырать. Вулакан хăйне килĕшекен кăларăма суйласа илсе кулленхи пурнăçа интереслĕрех те туллирех тăвасса шанатпăр. Çав шутра Пушкăртстан чăвашĕсен хаçачĕ - «Урал сасси» те пулĕ .

Кăларăма июнь уйăхĕн 25-мĕшĕччен июль уйăхĕнчен илсе тăмалла çырăнса илме пулать. Каярах вара август, сентябрь тата ытти уйăхсенчен те илсе тăма май пулĕ. Чи кирли – çырăнтару квитанцине çывăх вăхăтра почта уйрăмне илсе çитересси е çак тĕллевпех хăварăн почтальонăрпа тĕл пуласси.
Тепĕр савăнăçла хыпара та пĕлтерме васкатпăр. Çырăнтару кампанин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх редакци лотерея вылявĕ ирттерет. Тĕп приз – электричество мясорубки. Унсăр пуçне хуçалăхра кирлĕ тĕрлĕ вак-тĕвех япаласем пулĕç. Çавăнпа та сиртен, хисеплĕ вулакансем, «Урал сассине» 2020 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăннине çирĕплетекен квитанцине редакцине июль уйăхĕн 20-мĕшĕччен ярса пама ыйтатпăр. Лотерея вылявне хаçата август уйăхĕнчен илме çырăннисем те кĕрĕç. Пурне те ăнăçу сунатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Читайте нас: