Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Июнӗн 2020, 12:30

Илемлĕрех пулать

Пахчара ялан илемлĕ пултăр тесен чечексем пирки ытларах пĕлмелле.

Нарцисс. Ăна тĕмсен çывăхне, йывăçсен айне лартма юрать. Июнь уйăхĕнче унăн çулçи шанса-типсе каять. Кунашкал ÿкерчĕк илеме пăсать. Çавăнпа та ăна çăвĕпех çеçкере ларакан ÿсĕн-тăранпа пĕр клумбăра çитĕнтермелле мар. Çуллахи тапхăр çурринче, чечек тымарĕ самай çирĕпленсе çитсен çулçине çулса пăрахмалла.
Ирис. Садăн е палисадникăн кирек хăш кĕтесĕнче те ÿсме пултарать. Вырăн суйланă чухне вăл хăвăрт ĕрченине шута илмелле.
Крокус. Юр чи малтан ирĕлекен кĕтесре аван курăнĕ. «Альп тăвĕ» çинче, бордюр хĕрринче килĕшÿллĕ. Чечеке ларнă хыççăн крокус çулçи типет. Чечек питĕ хăвăрт сарăлать. Çавăнпа лартнă чухне калчасен хушшине 20 сантиметртан кая мар хăвармалла.
Дельфиниум. Хÿтĕ вырăна кăмăллать. Хÿме хĕррипе аван ÿсет.
Маргаритка. Клумба йĕри-тавра лартсан илемлĕ курăнать. Пĕр вырăнта нумай çул аван ÿсет, ăна ытлашшиех пăхмалла та мар. Вăрри тăкăннипе сарăлать.
Резеда. Çеçки пит илĕртÿллĕ пулмасан та шăрши мĕне тăрать! Ăна клумбăна тÿрех, калча хатĕрлемесĕр, аксан та лайăх шăтса çитĕнĕ.
Читайте нас: