Мĕншĕн паллаштартăн
Эс пире, шăпа?
Çунмĕччĕ, кăвайт пек,
Чунăм çулăмпа.
Тупăнмĕччĕ хурлăх
Çакă тĕнчере.
Тапĕччĕ пĕр тикĕс
Ватăлнă чĕре.
Юхмĕччĕ, тен, йÿçĕ
Те - вĕри куççуль.
Иртĕччĕ пит сапăр
Шухăшсăр кун-çул.
Уйăрмĕччĕ вилĕм
Пирĕн чунсене.
Сисмĕттĕм эп унсăр
Пурнăç хурлăхне.
Вăл мана пĕлместчĕ,
Эп - ăна, паллах.
Пылччĕ манăн пурнăç,
Унăн та пылак.
Тĕрĕс мар пуплетĕп!
Тав сана, шăпа;
Паллаштарнăшăн эс
Çав хĕрарăмпа!
Асăмра пулсан вăл,
Пурăнмăп пĕччен.
Çун, чĕре! Вутра çун!
Ĕмĕр. Сÿниччен.
Василий АНТОНОВ.
Иглин районĕ.