Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Июнӗн 2020, 12:24

Пурнăç пăрăнăçĕ

Эх, мăнтарăн этем пурнăçĕпе ĕмĕчĕ, ĕмĕр тулашакан, ĕмĕр темĕн шыракан тăранми кăмăл. Ăçта-ши унăн канăçлăхĕ, ăçти сĕм вăрманта çухалнă-ши, хăш йывăç хăвăлне кĕрсе пытаннă-ши унăн лăпкă йăви? Сайра-хутра кăна чĕре лăпкă уçланка пырса тухать, хĕвел ăшшипе йăпанса илет. Анчах пĕр самант хушши кăна, пĕр кĕске самант чухлĕ çеç. Вара татах ăшри шĕкĕ вăранать, чĕрене кишĕклеме тытăнать. Пурнăç. Мĕнле ăнланатпăр-ши эпир çак сăмаха? Мĕнле вăрттăнлăхсем тытса усрать-ши вăл хăй ăшĕнче? Яланах лайăххи, ырри çинчен, умра хаваслă малашлăх пултăр тесе ĕмĕтленетпĕр. Анчах ĕмĕтленетпĕр кăна çав. Чăн-чăн пурнăçра пурте хăв шухăшланă пек пулса пымасть.

Мĕн-ши чи хакли этем ĕмĕрĕнче? Яш ĕмĕр… Унта вара таса юратупа çирĕп туслăх. Туйрĕ-ши, пулчĕ-ши Роза чунĕшĕн çак ырлăх? Пĕр-пĕрин хушшинчи тĕрĕслĕх - чи кирли. Яланах çапла шухăшлать Роза.
Хитре пулин те шăпăртрах, çын куçĕ умне курăнма тăрăшманскерччĕ вăл мĕн ачаран. Çакă йĕркеллĕ çемьере ӳснинчен те килнĕ пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ учитель пулнăран класра, шкулта, ялта ытти ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла-çке санăн, аçу-аннӳне намăс кăтартмалла мар. Пурте йĕркеллехчĕ-ха...
Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти патшалăх университетне вĕренме кайса кĕчĕ хĕр ача. Нимĕнле йывăрлăхсăр тата. Йĕркеллех чупатчĕ пурнăç урапи. Ах, анчах, аса илме те йывăр. Пĕррехинче «Çеçпĕл» кинотеатра кайсан, пĕр капăр каччăпа паллашрĕ хĕр. Алеша та вăл вĕренекен çĕртех, анчах медицина факультетĕнче ăс пухать иккен. Хула ачин япшарлăхĕ, чуна тыткăнлакан чĕлхи пăтратсах ячĕç хĕрĕн пуçне. Тахçан «вĕренсе пĕтермесĕр нимле каччă та кирлĕ мар» тесе шухăшланисем таçта кайса çухалчĕç.
Пĕррехинче Алеша ăна:
- Роза, çитет иксĕмĕре сăмса шывĕ типмен шкул ачисем пек çӳресе. Паян манăн çуралнă кунăм, «Россия» ресторана хăнана чĕнетĕп, - терĕ каччă.
- Алеша, эпĕ ун пек çуртсенче пулса курман, тумĕ те ăна валли тупăнмĕ. Унта хама тыткалама та пĕлеес çук, - хуравларĕ хĕр.
Каччă хĕре çийĕнчех пӳлчĕ:
- Ан та туртăнса тăр, юрататăн пулсан, хирĕçлеместĕн. Хатĕрлен, каçхине юлташсемпе сана илме килетпĕр.
Тепĕр икĕ сехетрен общежити умĕнчен Розăна лартнă шурă «Волга» юр вĕçтерсе иртсе кайрĕ. Ресторанта ытла та чаплă пулчĕ. Ĕçрĕç-çирĕç, ташларĕç, савăнчĕç. Алешăн юлташĕсем те кичемленмерĕç, хăйсем пекех капăр хĕрсем тупса ячĕç. Вăхăт тĕлĕкри пек хăвăрт иртрĕ.
Роза каллех «Волга» çинче. Хĕрпе каччă малта, Алешăн юлташĕсем виççĕшĕ те хыçалта вырнаçрĕç. Вĕçет пике чунĕ. Паллашни икĕ эрне те çитмен, мĕнле телей кĕтсе тăнă иккен ăна. Ĕçнĕрен пуç çаврăнать, каçхи хулан капăр çутисем нихăçанхинчен те çутăрах, илемлĕрех ялтăртатнăн туйăнаççĕ. Розăпа пĕрле тавралăх савăнать.
Общежитине мар, темле хваттере илсе кайрĕç хĕре. Хирĕçлеме те пĕлмерĕ телейлĕ чунĕ унăн. Алеша Розăна машинăран йăтсах кĕчĕ. Пушă хваттерте каччăсемпе хĕр кăна пулчĕç. Урăх аса та илес килмест мĕн пулса иртнине. Общежитине Алеша ăна пĕчченех ăсатса ячĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ. Каччă йĕп пек çухалчĕ. Сивĕ чул çакăнчĕ хĕрĕн пушаннă чунне, яланхинчен те шăпăртрах çӳрерĕ вăл халĕ. Пĕррехинче, лекци хыççăн, кăмăлĕ пăтранса тăнне çухатрĕ Роза. Пĕрле вĕренекен тантăшĕсем «васкавлă пулăшу» машинине чĕнсе илсе больницăна леçнĕ ăна. Унта тăна кĕчĕ вăл. Йывăр чирех мар иккен ун, ача амăшĕ пулма хатĕрленет вăл, тăватă уйăхран та иртнĕ иккен пепки.
Кун хыççăн вăл Алешăпа тепре тĕл пулчĕ.
- Алеша, эп санран ача кĕтетĕп, - терĕ хĕр каччăна именчĕклĕн.
- Кам каларĕ? Такамăнне йăтса çӳретĕн-ха. Ман хыççăн утса, мана шыраса намăс ан кăтарт. Эп сана пĕлместĕп. Пире çыхăнтараканни нимĕн те çук, - татса хучĕ каччă.
Тăван ашшĕпе амăшĕ те калаçасшăн пулмарĕç, яла пырса намăс кăтартса çÿреме хушмарĕç.
Акă, халь Роза ачапа ларать. Вĕренсе ĕлкĕреймен пирки ăна университетран кăларса ячĕç. Çитмĕлтен иртнĕ старик патĕнче пурăнать вăл. Шалкăм çапнă ватă вырăнтан та тапранаймасть, хăй вилсен хваттерне Розăпа ачине парса хăвармалла калаçса татăлнă.
...Çамрăк xĕрарăм балкон çинче тăрать. Пуçри йывăр шухăшсем, пурнăç ыйтăвĕсем чуна тăлпалаççĕ. Паллах, халĕ вăл пĕччен мар, пĕчĕк Алеша шалти пӳлĕмре лăпкăн çывăрать.
- Таса çулпа малаллах утам. Пепкемшĕн, малашлăхри телейшĕн ман пурăнмаллах! - сисмесĕрех сасăпа калаçрĕ Роза. Çамрăк хĕрарăм балконран çухалчĕ, пĕчĕк пепкине пырса ыталарĕ.
Юлия КУЗЬМИНА.
Читайте нас: