Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Июнӗн 2020, 13:51

Пурнăç çулĕн иртнĕ кунĕсем – унăн пуянлăх арчи

Пишпÿлекре пурăнакан нумай ача амăшĕ, асанне-кукамай, мăн асанне-кукамай, медицина службин ветеранĕ, сăмах ăсти, халăх халапĕсене калакан Ольга Федотовна Леонтьева çак кунсенче хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Кашни çыннăн пурнăçĕ хăйне евĕрлĕ те хаклă. Ольга Федотовна нумай пулмасть 95 çул тултарнă. Вăл Владимир Григорьевич мăшăрĕпе ултă ачана çут тĕнче кăтартнă, тивĕçлĕ воспитанипе пĕлÿ парса ура çине тăратнă. Хĕрĕх çул ытла хăй суйласа илнĕ медицина сестрин профессипе Пишпÿлекри тĕп район больницинче вăй хунă. Нумай çул хушши «Шурă хурăн» фольклорпа этнографин хăй пултарулăх ансамбльне, Пишпÿлекри Культура çурчĕ çумĕнчи театрпа драма ушкăнне хутшăннă. Çирĕп ăс-тăнлăскер хăйĕн ĕçтешĕсен ячĕ-хушамачĕсене паянхи кунччен астăвать. Пурăнан пурнăçа та никам пулăшмасăрах йĕркелет-ха вăл. Çулĕсене пăхмасăр пултарулăх ĕçне хастар хутшăнать, пысăках мар калавсемпе сăвăсем çырать. Вĕсем «Урал сасси» хаçатра пичетленеççĕ.
- Эпĕ Ситек ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çурланă, - каласа парать хăй çинчен май уйăхĕн 25-мĕшĕнче çывăх çыннисемпе юбилей кунне палăртнă Ольга Федотовна. - Çирĕп сывлăхпа пур пек пултарулăха мана аттепе анне, Федот Андреевичпа Агафья Ивановна, парнеленĕ. Владимир Григорьевич мăшăр та лайăх çынччĕ. Шел пулин те, вăл 15 çул каялла пиртен уйрăлса кайрĕ. Ачасем те пире ĕмĕр тăршшĕпех савăнтараççĕ. Пишпÿлек ял Канашĕпе район администрацийĕ тата Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров саламланишĕн пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп. Хам ятпа чылай ырă та ăшă сăмахсем илтме, Тав çырăвĕсемпе парнесем илме питĕ кăмăллă пулчĕ.
Хăйĕн çăмăлах мар пурнăçĕпе паллаштарнă май кинемей çамрăк чух кил хушшинче те, ачисемпе те, ĕçре те епле ĕлкĕрни çинче чарăнса тăчĕ.
- Çуркуннепе кĕркунне мана çар комиссариачĕн призыв комиссин ĕçне явăçтаратчĕç, - каласа парать Ольга Федотовна. - Чĕрепе юн таппине, куç çивĕчлĕхне тĕрĕслеттĕм, призывниксен ÿсĕмĕпе виçине палăртаттăм. 1957 çул питĕ хĕрÿ пулнипе асра юлчĕ. Çав çул ял-хуласенче çар çулне çитнĕ çамрăк каччăсем чылайччĕ. Çар комиссарĕ пулса Александр Иванович Басов ĕçлетчĕ. Унăн çумĕ - Владимир Миряновчĕ, призывниксене учета Гали Сайфуллин тăрататчĕ. Тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсен тĕрлĕ условисенче ĕçлеме тÿр килнĕ. Сăмахран, манăн ĕç вырăнĕ малтан Еварестпа Анастасия Прокопьевсен килĕнчеччĕ. Каярах çак ĕç валли Пишпÿлек районĕнчи ял хуçалăх техникин машинăпа трактор станцин зданинче пÿлĕм уйăрчĕç.
Кашни профессире ÿсĕмпе çыхăннă чикĕсем пур пулсан пултарулăх ĕçĕнче вĕсем çук. Паллах, районта пултаруллă çынсем чылай-ха вĕсем. Чăваш çынни уйрăмах сăпайлăхне пула хăй çинчен ыттисене пĕлтерме васкамасть. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ Ольга Леонтьева чăваш культурипе литературине хаклакан клубăн хастар членĕ, районти тĕп библиотекăн мероприятийĕсене хутшăнаканĕ шутланать. «Шурă хурăн» этнографипе фолькор ансамблĕн репертуарне пуянлатас тесе сахал мар авалхи юрăсене аса илнĕ. Кĕввине те хăех балаллайкăпа вылянă. Вунă çул каялла чăваш чĕлхипе çырнă «Кун-çул каçалăкĕ» сăвăсемпе юрăсен пуххине кун çути кăтартнă. Паянхи кун вăл çырнă сăвăсене шута илсен кĕнекен иккĕмĕш томне кăларса та пулать пулĕ. Кăçал çуркунне Ольга Федотовнан «Урал сасси» хаçатра «Физкультура тумалла», юбилей умĕн «Шухăшсем» сăввисем пичетленнĕччĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: