Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Июнӗн 2020, 14:14

Шурă халатлисем, чунĕпе те тасаскерсем

Медицина работникĕн ĕçне суйласа илекенсем чи малтан ырă кăмăллă, таса чунлă, пысăк чĕреллĕ, чăн-чăн çын пулмалла. Вĕсен чирлĕ çынна ăшă сăмахпа пулăшма пĕлмелле. Чĕререн тухакан ăш пиллĕ калаçу хаклă эмелрен те сиплĕрех-çке.

Пирĕн хушăмăрта ырăран та ырă, çак пархатарлă ĕçе чун-чĕререн юратнипе суйласа илнĕ çынсем те пайтах. Çакă уйрăмах паянхи лару-тăрура, тĕнчере кăшăлвирус пандемийĕ алхаснă вăхăтра, сисĕнет. Капла та çăмăл мар ĕçре тухтăрсемпе медицина сестрисен çемьерен уйрăлса чирлĕ çынсене ура çине тăратма тивет. Кунтах хăрушлăх юнашар çÿрени çинчен те манмалла мар, яланах асăрхануллă та тимлĕ пулмалла. Çапла пулма вĕсене Гиппократ умĕнче тупа туни те шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлама вай-хăват парать-тĕр. Паллах, пациентсем те шурă халатлă çынсен пархатарлă ĕçне тивĕçлĕ хак памасăр хăвармаççĕ. Тĕрлĕ майсем тупса ăшă сăмахсемпе хавхалантараççĕ, акцисем йĕркелеççĕ тата ытти те.
Акă, Медицина ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ умĕн Ĕпхÿ хулинче çак çынсене халалласа Граффити фестивалĕ иртет. Тĕп хулан Октябрьский районĕнче вырнаçнă 21№ хулари клиника больницин çурчĕ çинче кăшăлвируспа кĕрешекен медицина ĕçченĕн сăнне ÿкернĕ. 75 тăваткал метр йышăнакан ÿкерчĕк çине «Тавтапуç сире хăвăр ĕçĕршĕн» тесе çырса хунă. Çак ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе художниксем прожекторсен çутинче темиçе кунпа çĕр тăрăшнă.
Çавăн пекех Ленин районĕнчи Республикăри ÿтпе венерологи чирĕсен 1№ диспансерĕн стени те илемлĕ ÿкерчĕкпе пуянланнă. Çирĕм виçĕ метр çÿллĕш йышăнакан ĕç çинче «Пирĕн тухтăрсене тавтапуç» тесе çырнине курма пулать. Çак граффитин авторĕ – Павел Дорофеев çамрăк ăстаçă.
Паянхи кун çакăн евĕр укерчĕксем ăсталасси хулари Дема районĕнчи 3№ клиника больницин, Киров районĕнчи 2№ ача-пăча тата 52№ поликлиникăсен, Орджоникидзе районĕнчи 18№ клиника больницин фасачĕсем çинче пырать. Çывăх вăхăтра граффити фестивальне Калининпа Советски районĕсем хутшăнмалла. Ăстаçăсен шурă халатлă çынсен сăнĕпе илемлетнĕ ĕçĕсем 13№ тата 3№ ача-пăча поликлиникисен çурчĕсем çинче пулĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: