Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
17 Июнӗн 2020, 14:03

Сирĕн пурнăçăра çăлса хăварма пулăшакан пилĕк асăрхаттару

Ăшă кунсем – аслисемшĕн те, пĕчĕккисемшĕн те чи лайăх вăхăт. Шел пулин те, каникул та, отпуск та, хускануллă кану та хăйĕнче хăрушлăх пытарма пултарать. Профессиллĕ хăтаруçăсем çын пурнăçне тата сывлăхне упрамалли сĕнÿсемпе паллаштарасшăн.

Килте ача пĕччен çеç тăрса юлсан
- Алăка никама та ан уç. Хăйсене кÿршĕ, полици, почтальон теççĕ пулсан, аслисем çывăраççĕ, вăратма хушмарĕç, кирлĕ пулсан каярах килĕр тесе хуравлăр.
- Кирек хăш вăхăтра та шăнкăравлама аçăр-аннĕр телефонне пăхмасăр вĕренĕр. Вĕсем ĕç вырăнĕнче пулмасан шыраса тупма, пĕр тăхтамасăр килĕре шăнкăравлама ыйтăр.
- Палламан çын телефонпа шăнкăравлама, шыв ĕçесси килнипе алăк уçма ыйтать пулсассăн та алăкăра ан уçăр. Телефон номерне ыйтса пĕлĕр те хăвăр шăнкăравлăр е çывăхра телефон, магазин ăçта пуррине калăр.
- Палламан çынсем хваттер алăкне çĕмĕреççĕ пулсан, «102» номерпе полицие, аçăр-аннĕре шăнкăравлăр. Телефон пулмасан балкон çине тухса е чÿречерен «Пушар!» тесе кăшкăрăр.
- Чÿрече патне çывăха пыма, шăна-пăванран хÿтĕленмелли сетка çине таянма юрамасть. Вĕсем капла кăна çирĕп курăнаççĕ. Юлашки вăхăтра сетка тăпăлса тухнипе ачасем чÿречерен тухса ÿкнĕ тĕслĕхсем сахал мар пулаççĕ.
Ача пĕччен уçăлма тухнă пулсан
- Аçăр-аннĕре ăçта, кампа кайнине, хăçан килессине пĕлтерĕр. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Унсăрăн хăрушлăх килсе тухсан та сире нимпе те пулăшаймĕç.
- Хăв килĕнтен тата картишĕнчен аякка ан кай. Уйрăмах çын сахал çÿрекен вырăнсенчен, варсенчен, пушă çуртсемпе подвалсенчен пăрăнса иртме тăрăш.
- Урамри палламан çынсенчен нимĕн те ан ил. Чи тутлă канфет пулсан та. Палламан çынсен пур сĕнĕвне те «çук!» тесе хуравла, хăв тÿрех çын нумай çÿрекен енне ут.
- Урамра та, транспортра пынă чух та, подъездра та çынсенчен пулăшу ыйтма ан вăтан. Сана ярса тытма хăтланаççĕ, вăйпа сĕтĕреççĕ пулсан - кăшкăр, вĕçерĕнсе тарма тăрăш.
- Палламан аслă çынсен е çулĕ çитмен арçын ачасен ушкăнĕ çывăхне ан пыр. Вĕсемпе пĕрле подъезда е лифта ан кĕр. Чи ырă, йăл-йăл кулса тăракан кÿршĕ те маньяк пулма пултарать.
- Ют машинăна ан лар.
- Хваттер уççине мăя е шăлавар пиççихийĕ çине çакмалла мар, ун валли ятарлă кĕсье тăвăр.
- Тĕттĕм чухне урам тăрăх пĕччен ан çÿре. Ун пек лару-тăрăва лекрĕр пулсан, çутă лайăх ÿкекен вырăнпа утăр. Утас çулăр тĕттĕм урамсемпе тăкăрлăксем урлă иртет пулсан аçу-аннÿне кĕтсе илме хуш.
- Кăшăлвирус иртсе пĕтмен-ха. Çавăнпа республикӑра комендант сехечӗ те ĕçлет: вун çичĕ çула çитичченхи ачасем 22.00 сехетрен пуçласа 10.00 сехетчен обществăлла вырăнсенче ашшĕ-амăшсĕр çÿремелле мар.
Çил-тăвăл тапрансан
- Чÿречесене, алăксене, тĕтĕм çулĕсене тата вентиляци шатăкĕсене хупăр. Кăмака ан чĕртĕр, стационарлă телефонпа ан калаçăр. Хăш чухне çиçĕм юпа хушшисем тăрăх карнă пралуксене те лекме пултарать.
- Начар çанталăк вăрманта хăваласа çитрĕ пулсан, лутра йывăçсем ÿсекен вырăнта пытанма тăрăшăр. Тимĕр япаласене (мотоцикл, велосипед) айккинче хăварăр. Вĕсенчен 20-30 метр айккинерех пăрăнмалла. Аслати авăтнă вăхăтра автомобильпе пыратăр пулсан, ун ăшĕнчен ан тухăр. Чÿречисене хупăр та радиоприемник антеннине антарăр.
Шыва кĕме кайнă пулсан
- Кашни çул пирĕн республикăра темиçе çĕр çын путать. Çав шутра ачасем те. Вĕсем пурте лайăх ишме пĕлетпĕр, инкек вара инçетре çÿрет тесе шутланă.
- Çын шывра вăрах вăхăт пулнă, ытлашши шăнса кайнă чухне шăнăр туртма пултарать. Ытларах ура хырăмĕн мыщцисем туртаççĕ. Ун пек чухне тарăннăн сывласа илмелле те шыва пуç тÿпипех вертикальлĕ майпа анса каймалла, урасене тÿрлетмелле, пысăк пÿрнене ярса илсе хăв патна вăйпа туртмалла.
- Ачасен яваплăха туякан, лайăх ишме пĕлекен, канма кайсан эрех-сăра ĕçмен атте-аннепе çеç шыва кĕмелле.
- Путакана куратăр пулсан кăшкăрăр, пулăшма чĕнĕр. Хăшĕ те пулсан тухтăр патне чуптăр. Путакан патне ишсе çитĕр. Сивĕ шывра шăнасран сыхланса тумăра ан хывăр. Атă-пушмака хывмалла, кĕсьери япаласене кăлармалла. Путакана хыçалтан хулпуççинчен ярса тытăр.
- Пĕлмен çĕре ан чăмăр. Чару паллисенчен (буйки) иртсе ан кайăр. Шывра пĕр-пĕрне ярса тытмалли вăйăсем выляма кирлĕ мар. Шывра мĕн те пулин сиксе тухрĕ пулсассăн, нихăçан та ан хăрăр, ан кăшкăрăр. Кăшкăрнă чухне ÿпкене шыв лекме пултарать.
Çул урлă каçнă чух
- Çул урлă светофорăн симĕс тĕсĕ çуннă чухне çеç каçмаллине пурте пĕлеççĕ. Анчах пур водитель те тимлĕ мар. Çавăнпа та пуçтаруллă пулăр, йĕри-тавра тимлĕ пăхăр.
- Çул урлă каçнă чух велосипед çинчен анăр.
- Çул урлă чалăшла каçмалла мар. Унсăрăн водительсем сире лайăх курмаççĕ.
- Каçхине тумтир çинче çутă ÿкерекен паллăсем е брелок çакса çÿрĕр. Çакă сире аякран курма пулăшĕ.
ПР «Республика Башкортостан» Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: