Аллă çул çума-çумăн пурăнса ирттересси уйрăмах хăйне евĕр искусство вăл. Кашнинех апла пулса тухмасть çав, нумай çемье пурнăçра килсе тухакан йывăрлăха пула арканать. Кунта пĕр-пĕрин кăмăлĕпе кăсăкланăвне шута илме, кÿреннĕ чух тÿссе ирттерме, мăшăра хисеплеме, канашпа пулăшу пама пĕлмелле. Кашни çемьен вара хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур. Çавна ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене парайсан вĕсен çемйисем çирĕп пуласси куç кĕретех. Çемье вăрттăнлăхне ăруран-ăрăва куçарма пĕлекен мăшăр çинчен сăмах пуçлас килет те манăн. Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнчи Анатолий Алексеевичпа Лидия Николаевна Спиридоновсем пĕр çемьене чăмăртанса пĕрле 50 çул пурăнаççĕ ĕнтĕ.
Анатолий 1946 çулхи январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче çуралса ÿснĕ. Кунтах вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Малалла пĕлĕвне Акçунти техникумра тăснă. Агроном специальноçне алла илме ĕмĕтленнĕ. Анчах та çамрăка 3 курсран çар хĕсметне илсе кайнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласан Анатолий Алексеевича агроном дипломне илме Турă пÿрмен, вăл Ĕпху хулине тухса кайнă, электрика вĕренсе тухса автоколоннăра ĕçлеме пуçланă.
Лидия Мияки районĕнчи Кекен ялĕнче 1950 çулхи октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче çуралнă. Малтан тăван ялĕнче 8 класлă шкулта, унтан Хурамалти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Çамрăк хĕр пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ, анчах та Çтерлĕ хулинчи медицина училищине кĕмелли экзаменсене парсан та конкурс витĕр иртеймен. Килне таврăнма именнĕскер Акçунти элеваторта ĕçе вырнаçнă. Унтан Ĕпхÿ хулинчи тимĕрпе бетон заводĕнче вĕрентÿ курссине иртсе шултра панельлĕ çурт хăпартнă çĕрте (крупнопанельное домостроение) лаборант пулса ĕçлеме вырнаçнă. Шăпа пÿрнипе çамрăксем çак хуларах паллашнă. Иккĕшĕн общежитийĕсем те çывăхра, Мухтав бульварĕнче (бульвар Славы) вырнаçнă. Çамрăксене Лидăпа пĕр çуртра пурăнакан Анатолийĕн Нина ятлă йăмăкĕ паллаштарнă.
- Пĕрремĕш тĕл пулура Анатолий мана чăвашла çырнă кĕнекесем илсе килме шантарчĕ, кинона чĕнчĕ, - яш пурнăçа аса илнĕ май куçĕсем çуталаççĕ Лидия Николаевнан. - Кĕнекине илсе килни пулмарĕ хăйĕн, анчах та манран хăпмарĕ. Тĕл пулма тытăнтăмăр, тăватă уйăхран пĕрлешрĕмĕр.
Çемье çавăрсан çамрăксем виçĕ çул Ĕпхÿ хулинче пурăннă. Кунтах аслă ывăлĕ Олег çуралнă. Анчах та Анатолийĕн ашшĕ вăхăтсăр вилсе кайнипе Спиридоновсен Ĕпхÿ хулинчен Суккул ялне куçса килме тивнĕ. Малтан çамрăксем Анатолийĕн тăван килĕнче, унтан хăйсем çурт хăпартса уйрăм пурăнма тытăннă. Анатолий Алексеевич ялта электрик пулса, Лидия Николаевна Суккул ялĕнчен аякра мар вырнаçнă Михайловка паççулкинчи лавккара сутуçă пулса тăрăшнă. Мăшăрăн пĕрин хыççăн тепри Анжела, Лилиана, Игорь, Лев ачисем çут тĕнчене килнĕ.
Анатолий Алексеевич каярахпа çурт-йĕр хăпартнă çĕрте, уй-хир бригадирĕ пулса тăрăшнă. Хĕлле урапа-çуна, кустăрма ăсталанă. Хăй вăхăтĕнче агроном дипломне илме мехел çитереймен пулсан та çак енпе пĕлĕвĕсем çирĕп пулнă. Нумай агроном ун патне канаш ыйтма çÿренĕ, май пур таран вăл вĕсене ялан пулăшнă. Тивĕçлĕ канăва колхозри склад заведующийĕнчен кайнă.
Лидия Николаевна халăха йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен комбинатра (КБО) 12 çул, унтан колхоз столовăйĕнче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен йĕтем çинче сортировкăра вăй хунă. Ĕç ветеранĕ, Ача амăшĕн геройĕ, икĕ хутчен коммунизмла ĕç ударникĕ пулнă.
Анатолий Алексеевичпа Лидия Николаевна ачисене тÿрĕ кăмăллă, ырă та ĕçчен, обществăна усăллă çынсем пулма вĕрентнĕ. Професси енĕпе хăйсен ĕмĕчĕсем пурнăçланманнине кура вĕсем ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ пама тăрăшнă. Аслă ывăлĕ Олег Пелепейри машина тăвакан техникумран вĕренсе тухнă, Çурçĕрте фрезеровщик пулса ĕçлет. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе 1 хĕр çитĕнтернĕ, мăнукĕ пур. Анжела Пелепейри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕре ача пахчинче воспитатель пулса ĕçлет. Вăл - виçĕ ача амăшĕ. Лилиана Çтерлĕ хулинчи институтран вĕренсе тухнă, Ермеккей районĕнчи Хурамал ялĕнче шкулта кĕçĕн класри ачасене вĕрентет. Çемьере хĕрпе ывăл ÿсеççĕ. Игорь Пелепейри педагогика училищинче вĕренсе тухнă, анчах та чĕри урăх ĕçе туртăннă - хальхи вăхăтра Октябрьский хулинче токарь пулса тăрăшать. Мăшăрĕпе пĕр хĕр ÿстереççĕ. Чи кĕçĕнни, Лев Пелепейри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăн Ĕпхури Шалти ĕçсен министерствин шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Пелепей хулинче полицире хĕсметре тăрать. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ.
- Пирĕн çемье интернационаллă, - тет Анатолий Алексеевич, - пĕр кин тутар, тепри - вырăс çынни, пĕр кĕрÿ- мăкшă. Ачасем пĕрле пухăнсан тĕрлĕ чĕлхепе калаçатпăр, кинсем те, кĕрÿсем те чăвашла пĕлеççĕ. Кашнин йăли-йĕркисене, уявĕ-праçникне шута илетпĕр, туслă пурăнатпăр. Пуянлăха илсен пирĕн 9 мăнук, пĕр мăнукăн ачи пур.
Анатолий Алексеевичпа Лидия Николаевнан каялла çаврăнса пăхсан та, малалла тинкерсен те пурнăçĕ ăннă. Аса илмелли чылай, мăнаçланмалли те сахал мар. Ачисем килсе çÿреççĕ, май пур таран пулăшаççĕ. Пĕр ял çыннисем те вĕсем çинчен ырă сăмахсем çеç калаççĕ. Хисеплĕ ватлăх тени çакă пулать те ĕнтĕ вăл.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.