Николай Александрович каланă тăрăх, ветерансен пĕрлĕхĕ Ĕпхÿ хулинче пурăнакан сумлă ветеранпа çыхăнăва нихăçан та татман, тăтăшах ун патне килне килсе çÿренĕ, йывăр та хаяр вăрçăн асаилÿ авăрне путнă.
Уйрăмах Сергей Михайловича ентешĕсем, Авăркас районĕнче çуралса ÿснĕ çамрăк ăру, хисепленине палăртмалла. Икĕ вăрçа хутшăннă вăрăм ĕмĕрлĕ фронтовика юлашки çула ăсатнă кун та вĕсем йышлă пулчĕç, унăн умĕнче пуç тайрĕç. «Лăпкă çывăр, хаклă та аслă тусăмăр. Хăналăх пурнăçпа уйрăлнă май чуну çăтмахра çÿретĕр. Йывăр тăпру çăмăл пултăр. Эсĕ вĕрентсе хăварнине эпир яланах асра тытăпăр» текен шухăша уçса паракан сăмахсемпе сывпуллашрĕç ентеш офицерсем.
Юрий МИХАЙЛОВ. Ĕпхÿ хули.