Пур хыпар та
Общие статьи
23 Июнӗн 2020, 12:57

Пулăра

«Сунарçăн ялан хырăмĕ выçă, пулăçăн вара ури йĕпе», - сăмахсене аслисенчен ача чухнех илтнĕччĕ. Сунара кайса курман пулăçă çинчен каланă сăмахсемпе пĕтĕмĕшле килĕшес килет.

Тивĕçлĕ канăва тухсан хампа пĕр çулти тепĕр пенсионерпа туслашрăм. Пĕрле пулла çÿреме пуçларăмăр. Пирĕн таврара Куюргаза юханшыва пĕвелесе тунă Аксаровское водохранилище пур. Сарлакăшĕ пĕве çийĕнчен виçсен икĕ çухрăма яхăн, тăршшĕ вара пĕве таппине çитме сакăр çухрăм тăсăлать пуль. Эрĕнпура каякан аслă çулпа пынă чух пĕве шывĕ тинĕс хĕрри пек курăнса выртать. Элле çавăнпа та канмалли кунсенче çыран хĕрринче пулăçăсен машинисем нумай. Пĕррехинче çĕр ытла машина шутланăччĕ.
Тусăм-пенсионер Пысăк НК юханшыв хĕрринче ÿснĕ. Тĕрлĕ вăлта тума, пулă тытма ăста. Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче шыв сивĕнсен, кайăк-хурсем кăнтăралла вĕçме тапрансан, çăрттан тытма пулла чĕнчĕ.
- Манăн çăрттан вăлти çук, пилĕк те ыратса тăрать, - тесе турткаланса тăтăм.
- Кайрăмăр гаражна, çăрттан вăлти туса паратăп. Ăна тытсанах пилĕк ыратни иртет, манпа ун пекки пулкаланă, - текелесе мана ÿкĕте кĕртрĕ-кĕртрех.
Çăрттан вăлти тăвасси кăткăсах мар, анчах хăйне евĕр вăрттăнлăхсем пур. Пушкар (катушка) çинчи вăлта çиппийĕ 0,4мм пулсан авантарах. Çиппи çине пенопластран тунă путăша (поплавок) тăкăссăн шумалла витĕрес пулать. Тепĕр вăлта çиппи кирлĕ. Вăл кĕске, пĕр шит ытларах, ăна çăрттан татаймасть, поводок теççĕ. Унăн пĕр вĕçне виçĕ юплĕ пысăк мар вăлта йĕппи (тройник) çирĕплетеççĕ, тепĕр вĕçĕнче тимĕр пĕчĕк ункă. Тĕп вăлта çиппи çине çак унка çыхмасăр, ирĕккĕн шумалла витĕретĕн те аялалла-çÿлелле шумасса пĕчĕк хăмăтсем вăлта çиппи çине тирен. Вара вăлта йĕппи çине çурăмĕнчен витĕрнĕ пĕчĕк чĕрĕ пулă шывра тĕп вăлта çиппи тавра çаврăнса ишет. Вăлта çиппи вĕçĕнче тăхлан катăкĕ шывра путăша пытараймасăр, çиппе карăнтарать.
Çăмăл машина аслă çулпа пынă чухнех сулахайри сĕвек çыран хĕрринче пулăçсем нумай иккене асăрхарăмăр. Аксарово ялĕн кĕперĕ урлă каçса сăртлă, чăнкă çыранлă пĕвен тепĕр енне çул тытрăмăр. Унта пулăçăсем сахал.
Эпĕ çÿлех мар, пĕр-икĕ метрлă, тупăлхаллă (заросли) çыран суйласа илтĕм. Вăлтасене хатĕрлесе, пĕчĕк пулă тытмалли вăлтапа часах пĕчĕк уланкă туртса кăлартăм. Уланка, çăрттан вăлтин виçĕ юплĕ вăлта йĕппи çине шăрчĕсенчен витĕрсе, тарăн çĕре ывăтрăм. Тăхлан катăкĕ путăша çурма таран путарчĕ, пĕчĕк уланкă турткаланса ишнипе путăш вырăнĕнчен хускалса илчĕ. Пурте тусăм каланă инструкципе пурнăçланса пычĕ. Витре çине хăма татăкки хурса ларса канма уйларăм. Путăш çине çаврăнса пăхрăм, шыв çинче ман путăш çук. Пилĕк ыратнине манса пушкара çавăрса вăлта çиппине туртса пăхрăм. Вăлта çиппи карăнчĕ, анчах шыври, çиппе карăнтараканни, вырăнтан та хускалмарĕ. Тусăм вĕрентнĕ пек вăлтана лекнĕ çăрттана вичкĕн туртмалла мар. Турткалансан-турткалансан пĕр кĕске вăхăт çăрттан минрет, çав вăхăтра карăннă вăлта çиппине пушатмасăр хуллен кăна çыран енне туртмалла. Çăрттан пĕр енчен тепĕр енне сĕтĕрчĕ, вăлта аври пĕкĕ пек авăнчĕ.
Çăрттан минрерĕ пулас, шыв хĕррине тĕрĕс-тĕкелех туртса кăлартăм. Вăлта аври хуçăласран хăраса вăлта çиппинчен тытса çыран çине çăрттана çĕклеме пуçланăччĕ, вăлта çиппи пăрт! турĕ те татăлчĕ. Çăрттан çăварне карса илчĕ. Ку манран кулнă пекех туйăнчĕ. Эпĕ шухăшласа тăмасăр çăрттан çине çыран çинчен шыва сикрĕм. Çăрттана икĕ алăпа чăмăртаса тытма ĕлкĕртĕм. Пилĕк таран шывра йĕпенсе, çăрттана тупăлхаллă çĕр çине ывăтрăм. Тупăлха тымарĕсенчен тыткаласа хам та çыран çине улăхрăм.
Тусăм çак сăмахсăр сценăна курнăскер, тумтиртен шыв сăрхăнса юхнă вăхăтра, ман пата чупса çитрĕ.
- О-о-о! Ку çăрттан пилĕк кило пулать. Пилĕкÿ мĕнлерех? - мăйăхĕ айĕнче кулă ирĕлни курăнчĕ. Çапла эпĕ пулăран ыратнă пилĕке тÿрлетсе килтĕм.
Пулăра пулса иртнĕ тепĕр пулăма та калавăма кĕртес килет. Çимĕк умĕн мăйăхлă тусăм шампа пулă тытма каясшăн пулчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Пиртен инçе мар Юшатыр юханшывпа Шайтанка юханшывĕ пĕрлешнĕ çĕрте тарăн кăна шыв лăпкăшĕ пур. Унта шампа пулă та ĕрченĕ. Çав пулла тытмалли вăлтана хатĕрлеме питĕ ансат. 0,3-0,4 мм вăлта çиппи вĕçне тăхлан катăкне çыхмалла та, çÿлерех кĕске çиппе вăлта йĕппи çыхăнать. Вăлта йĕппи çине ырашпăтри витĕретĕн те шыва тарăн çĕре ывăтатăн. Вăлта çиппин тепĕр вĕçне шыв хĕрринчи пĕчĕк шалча çине çыхса хуратăн. Тĕттĕмленсен шампа пулă ырашпăтрине вăлта йĕппипех çăтать. Лекнĕ пулă шывран кăларнă чух пĕртте турткаланмасть, шыв хĕррине кăларсан кăна авкаланса илет.
Хĕвел каç енне сулăнсан çитес тенĕ çĕре çитрĕмĕр. Пиртен малтан ку вырăнта халăх пулнă иккен. Пушă кĕленчесем, пакетсем, вут-кăвайт кĕлĕ сапаланса выртаççĕ.
- Эх! Ку çамрăксем, хăйсем хыççăн пуçтарма та пĕлмеççĕ, - тарăхса вăрçкаланă хыççăн, вăлтасене илсе ырашпăтри тытма эпĕ çÿлелле, юлташ аялалла шыв хĕррипе утрăмăр.
Шыв юхăмĕ çаврăнса тăракан вырăнта чарăнса вăлтана шыва ятăм. Путăш пĕртте хускалмарĕ. Çыран хĕррине пăхкаланă хушăра пĕчĕк шалча куçа лекрĕ. Шалча çинче вăлта çиппи курăнчĕ. Çипрен хуллен кăна туртса пăхрăм, шывран тухашшăн мар, хытăрах туртсан, шăва пуçларĕ. Пур. Лекнĕ. Шампа пулли! Хĕпĕртесе, хăвăртрах шыв хĕррине туртса кăлартăм. Тамаша! Çип вĕçĕнче икĕ тулли уçман эрех кĕленчи пулса тухрĕ. Кĕленчесем çинчи хучĕ те шывра исленмен-ха. «Золото Башкирии» эрехсем пулса тăчĕç. Юнашарах тепĕр шалча лартнă. Унăн çиппине туртса кăлартăм, каллех ик кĕленче «Золото Башкирии» пулчĕ. Ак, хайхи. Шампа пулă вырăнне тăват кĕленче эрехлĕ пултăм.
Кĕленчесене илсе тусăм патне пытăм. Вăл çак хушăра виçĕ шултăра пăрта тытма та ĕлкĕрнĕ. Кĕленчесене курсан пирĕн шампа пулă тытас шухăш сирĕлчĕ.
- Пулă шÿрпи пĕçерме виçĕ пулă пур, шÿрпе умĕн те, шÿрпе хыççăн та сыпмалли пур, - тесе килелле васкарăмăр.
Каярахпа, эпĕ пилĕк ыратма пуçларĕ тесен:
- Çăрттан тытма каяс пулать, унта сивĕ шыва сиксен пилĕк ыратни санăн иртекенччĕ, - тесе мăйăхлă тусăм кулкалама пуçларĕ.
Тусăм: «Мухмăрлă эпĕ паян», - тенĕ чухне, ăна шампа пулă тытма чĕнеттĕм, унта мухмăр чĕртмелли тупăнатех.
Савели УВАРĔ.
Читайте нас: