Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Июнӗн 2020, 14:14

Çĕршыва хÿтĕлесси ăруран ăрăва куçнă

Хамăн калас сăмаха ăру йывăççине аса илнинчен пуçласшăн. Манăн мăн асатте (ятне астумастăп) 25 çул çар службинче пулнă. Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнчи тăван килне лутра пÿллĕ, правур вырăс хĕрне çемье çавăрма илсе килнĕ. Евдокия ятлă пулнă майра, хайсен хушшинче Дуня тесе чĕннĕ. Вĕсен икĕ ывăл Соловей тата Миша (Мишке) çуралнă. Çапла вара вĕсенчен Соловьев тата Михайлов хушаматсем пулса кайнă. Мишкен Василий ывăл çурланă, Василийĕн ывăлĕ Парфирий пулнă.

Парфирий Васильевич Михайлов (1892-1943 çç) манăн атте пулать те. Вăл Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине (1914-1917 çç) хутшăннă, унтер-офицер, Георгий хĕресĕн кавалерĕ пулнă. Атте çавăн пекех Граждан вăрçинче (1918-1921 çç) те çапăçнă. 1892 çулта çуралнăскере Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăнма та шăпа пÿрнĕ. Атте 1942 çулта вăрçа кайнă чухне 50 çулхи арçын пулнă. Вăл малтан Алкино ялĕнче çар курсĕ иртнĕ, унтан вĕсен чаçне Пелепей хулине илсе килнĕ. Атте сăмахĕсем тăрăх, вăл Пелепейĕнче икĕ хутчен пулса курнă. Пĕрремĕш хут пулнă чух Елне аппапа тĕл пулнă, иккĕмĕшĕнче - аннепе курнăçнă. Анне аса илĕвĕсем тăрăх, çакна каланине астăватăп:
- Çав каç çĕрĕпе чугун çул вокзалĕнче салтаксем юрă юрларĕç. Атте: «Вĕсем кĕçĕр вăрçа ăсанаççĕ. Тепĕр виçĕ кунран эпир те Пелепейĕнчен вăрçа каятпăр, тек килейместĕп ĕнтĕ», - тенĕ. Аттепе сыв пуллашнă саманта хальхи пекех астăватăп. Мана, ăсатма килнĕскере, алли çине йăтса илчĕ, çÿлелле çĕклерĕ те: «Хĕрĕм, тăрăшса вĕрен, учитель пул. Эпĕ вулама та, çырма та пĕлместĕп. Вăхăчĕ çапла пулчĕ. Виççĕмĕш вăрçа лекрĕм. Эпĕ – салтак, манăн Тăван çĕршыва тăшмансенчен хÿтĕлемелле», - терĕ. Аннене пире, ачисене, лайăх пăхса çитĕнтерме халалланине те астăватăп.
Пирĕн çемьере 9 ача пулнă. Аслă Хĕветĕр пичче хĕсметре тăнă, вăрçă пуçлансан пĕрремĕш кунранах çапăçăва хутшăннă. Аслă пичче Ленинград фронтĕнче хыпарсăр çухалнă. Эпир унăн вил тăприйĕ ăçтине те пĕлместпĕр. Аттерен вырăсла çырнă çырусем килетчĕç. Паллах, ун ятĕнчен хут пĕлекен юлташĕсем çырнă ĕнтĕ. Хăйĕн çинчен çырнă чух «манăн служба минăпа çыхăннă» тесе çырнине астăватăп. Атте вăрçăра вилни çинчен калакан хыпара 1943 çулта илтĕмĕр. Пишпÿлек районĕнчи вăрçă комиссариатĕнче çакăн пек документ сыхланса юлнă: «Михайлов Парфирий Васильевич 1892 г.р. Уроженец д. Кайраклы Бижбулякского района (халĕ Элшей районĕ) призван Бижбулякским РВК в ряды Красной Армии по мобилизации в октябре 1942 года. Основание – список призванных в ряды Красной Армии Бижбулякский район за 1938-1945 гг». Çапла вăрçа кайнă докуменчĕ пур, ăçта, хăçан вилни çук. Анне каланă тăрăх, вăл Балашиха хулинчи госпитальте вилнĕ. Çав хулари архива та çыру çыртăм, вĕсем Мускав облаçĕнчи Подольск хулинчи Тĕп архива çырма сĕнчĕç. Унти документсем çинче те даннăйсем çук. Атте пире янă çырусем те, вăрçă чаçĕн номерĕ те сыхланса юлман. Пĕрре хаçатра «Отдельная 124-я стрелковая бригада служила в Белебее. Потом назвали бригаду Краснознаменной, связанной с минометным расчетом» тесе çырнăччĕ. Атте çавăнта службăра тăман-ши тесе те уйланăччĕ. Тата çакна та каласа хăварасшăн. Пирĕн ăрури арçынсем пурте çар хĕсметне юрăхлă пулнă. Мăн асатте, асатте, атте, манăн мăшăр, ывăл (моряк), мăнук (десантник) – пурте салтак тумтирне тăхăннă. Атте сăпайлă, ĕçчен те ырă кăмăллă çынччĕ. Вăрçă пуçланиччен колхозра конюх пулса ĕçлерĕ. Орлик ятлă ăйăра кÿлсе çÿретчĕ. Вăл вăрçа кайсан, ăна та икĕ уйăхран фронта ăсатрĕç. Лайăх лашасем унта та кирлĕ пулнă çав. Кăçал Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 75 çул çитрĕ. Пирĕншĕн, вăрçă вăхăтне астивсе курнисемшĕн, çак хăрушă вăхăт яланах асра. Хальхи тата пулас ăрусен эпир тÿссе ирттернине нихăçан та курмалла ан пултăр. Пурне те мирлĕ те лăпкă пурнăç сунатăп.
Галина АЛЕКСЕЕВА, ĕç ветеранĕ.
Элшей районĕ.
Читайте нас: