Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Июнӗн 2020, 14:33

Техникăна çĕнетесси çинчен те манмаççĕ

2020 çулта Пишпÿлек районĕнчи «Родник» ООО Агрофирма пилĕк миллион ытла тенкĕлĕх пысăк тухăçлă çĕнĕ техника туянĕ.

Хăй йышши хуçалăхсем хушшинче «Родник» ООО Агрофирмăн акмалли çĕрĕсем чи пысăккисем шутланаççĕ. Кăçал хуçалăх 3351 гектар çинче урпа тата сĕлĕ акнă. Кĕрхи культурăсем валли 443 гектар çĕр уйăрнă. Çак кунсенче юлашки анасем çинчи çĕре агрономипе агротехникăн пур нормисене те пăхăнса, хальлĕхе районти пĕртен-пĕр хăватлă «Агромастер» - 12000 культиваторпа кăпкалатса универсаллă «Томь» агрегатпа «чишминская» сортлă хуратул акса пĕтернĕ. Çак ĕçе пин ытла гектар çинче пурнăçланă.
- Нумаях пулмасть хуçалăх валли 1,5 млн тенкĕлĕх пысăк тухăçлă прицеплă хăватлă техника туянтăмăр, - тет агрофирмăн инженер-технологĕ Исхан Валеев. - Тутарстан Республикинче туса кăларнă универсаллă «Агромастер - 12000» культиватор. Техника пахалăхĕпе те, тухăçлăхĕпе те ырă сăмахсене çеç тивĕç. Ака умĕнхи ĕçсене пурнăçланă чух ăна çитекенни çук. Пĕр кун хушшинче çак техникăпа 100 ытла гектар çĕр кăпкалатма пулать. Ана урлă пĕрре иртнĕ май вăл вун икĕ метр сарлакăш çĕре кăпкалатать. Ун хыççăн мамăк пек çеп-çемçе, пĕр муклашкасăр тип-тикĕс çĕр юлать. Анчах вăл пысăк хăвăртлăхпа çеç ĕçлет. Çавăнпа ăна 280 лаша вăйĕллĕ хăватлă трактор çумне çеç çаклатмалла. К-744 техникăна опытлă механизатора Леонид Лакомкина шанса патăмăр. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 33 çул .
Эпир килнĕ кун çĕнĕ культиватор çакнă илемлĕ те хăватлă «кировец» хăй хыççăн пĕлĕте çити тусан тата тип-тикĕс çĕр хăварса хуратул акмалли лаптăксене кăпкалататчĕ. Ана çинчи агрегат ĕçне пралук карнă электричество юписем кăткăслатачĕç. Шӑйрӑксенчен сыхланас тесе опытлӑ механизаторӑн юпасем хушшинче маневрсем тума, культиватора темиҫе хутчен те гидравликӑпа ҫӗклеме тиврĕ. Культиватора çĕкленĕ самантсенче трактор хĕрлĕ тĕслĕ пысăк кайăк пекех курăнатчĕ.
- Пĕрремĕш трактор хыççăн çавăн пекех универсаллă, темиçе тĕрлĕ ĕç тума пултаракан «Томь» ака тумалли комплекс пырать, - паллаштарать пысăк опытлă ял хуçалăх ĕçченĕ, Раççей тава тивĕçлĕ фермерĕ Сергей Михайлов.
К-744 иккĕмĕш трактор хуçи Константин Петров хăй ĕçне кирлĕ пек пĕлсе пурнăçлать. Универсаллă сеялкăн операторĕ Алексей Михайлов пĕр вăхăтрах çĕре вăрлăх та, минераллă удобренисем те хывать. Çавăн пекех ака умĕнхи культиваци ĕçне К-701 тракторпа Юрий Мускатин, Т-150 тракторпа Александр Волынщиков пурнăçлаççĕ. Вăрлăхпа удобрение ана çине КамАЗ автомобльпе Геннадий Гаврилов турттарать.
- Минераллă удобрение кашни гектар пуçне 50 килограмм хыватпăр. Пирĕн хăвăрт та тĕплĕ акмалла. «Чишминская» сортлă хуратул пине яхăн гектар çинче кашласа ларĕ. Хăш чухне техникăн ванасси те пулать. Ял хуçалăх ĕçĕнче вара кашни минут тем пекех хаклă. Ĕç чарăнса ан тăтăр тесе агрегатсене Геннадий Макеев пĕлсе те вăхăтлă пăхса тăрать. Пур ака ĕçне те опытлă инженер-технолог Ихсан Валеев ертсе пырать, - паллаштарать хуçалăхри лару-тăрупа Сергей Квинтильянович.
Сăмах май, хуçалăх ертÿçи çак кунсенче çĕнĕ МТЗ-82,1 трактор тата БДТ «Звезда-4,8» дисклă сÿре туянни çинчен пĕлтерчĕ. Паянхи кун çĕр ĕçĕнче пысăк тухăçлă та хăватлă техникăпа усă курнипе тата минераллă удобренисем хывнипе çеç тулли цикла (ака ĕçĕнчен пуçласа тыр-пул пухса кĕртиччен) вĕçлесе лайăх тухăç илесси çинчен ĕмĕтленме пулать. «Родник» агрофирма çак ориентира пĕр çул çеç мар тытса пырать.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: