Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Июнӗн 2020, 13:56

Уралсем хăйсене тивĕçлипе кăтартрĕç

Çтерлĕ хулинче виççĕмĕш хут «Санăн сассу» («Твой голос») юрă ăстисен тата «Сăмах килĕшĕвĕ - 2020» илемлĕ вулакансен республикăри конкурсĕсем иртрĕç. Мероприятие ППУн Çтерлĕри филиалĕ, Çтерлĕ хула администрацин вĕрентÿ тата культура уйрăмĕсем йĕркеленĕ.

Конкурса республикăри хуласемпе районсенчи шкул çулне çитичченхи ачасем, вăтам тата хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ организацийĕсем, колледжсемпе аслă вĕрентÿ учрежденийĕсен студенчĕсем, учительсем, хушма пĕлÿ паракан педагогсем хутшăнчĕç. Çакна та палăртса хăварас килет: кăшăлвирус пандемине пула çĕршывра асăннă мероприятисем куçăн мар мелпе, ярса панă видекуравсем урлă çеç иртрĕç. Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне профессиллĕ вокалистсем, малта пыракан театрсен артисчĕсем, Ĕпхÿ, Салават, Çтерлĕ, Октябрьски хулисенчи вĕренÿ заведенийĕсен преподавателĕсем хак пачĕç.
Вокал конкурсĕ пилĕк номинаципе - эстрада юрри, халăх эстради, халăх юрри, классикăлла вокал произведенийĕ тата патриотизм юрри - иртрĕ. Патриотизм юрри номинацие икĕ категорие уйăрнă: «юрлама юратакансен» тата «профессилле юрăçăсем». «Профессилле юрăçăсем» категорие вăтам тата аслă вĕренÿ заведенийĕсенчи вокал уйрăмĕнче вĕренекен студентсем тата преподавательсем хутшăнчĕç.
Пултарулăх конкурсĕнче хăйсен ăсталăхне Федоровка тăрăхĕнчи Урал шкул ачисемпе учителĕсем те туллин кăтартса пачĕç. Вĕрентекенсен «Надежда» вокал ушкăнĕ (ертÿçи - С.В. Юдина) «халăх эстради» номинацире III степень лауреачĕ, 10-мĕш класра пĕлÿ пухакан Александра Данилова «Наци эстради» номинацире III степень лауреачĕ (С.В. Юдина), 9 класc вĕренекенĕ Дарья Семенова вара «халăх эстради» номинацире I степень дипломанчĕ (С.В. Юдина) пулса тăчĕç.
Александра Данилова «Сăмах килĕшĕвĕ» конкурсра та вăй виçсе пăхма шутларĕ. Кунта вăл ыттисенчен мала тухса II cтепень ларуреачĕ ята тивĕçрĕ (ертÿçи - Е.А. Николаева).
Светлана Юдинапа Елена Николаева вĕрентекенсем «Санăн сассу-2020» тата «Сăмах килĕшĕвĕ-2020» республика конкурсĕсен лауреачĕсемпе дипломантне хатĕрленĕшĕн ятарлă дипломсене тивĕçрĕç.
Хальхи вăхăтра «Надежда» ансамбль хастарĕсемпе шкул вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри (унта ют çĕршывра пурăнакансем те хутшăнаççĕ) Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнине халалласа иртекен «Асамат кĕперĕ» интернет-фестивале хутшăнма хатĕрленеççĕ.
Светлана ЮДИНА,
Урал шкулĕн вĕрентекенĕ.
Федоровка районĕ.
Читайте нас: