Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
23 Июнӗн 2020, 14:00

Вăрçă! Ах, вăрçă!

Шавлаççӗ çынсемУрамра, хирте…Ав, вӗçтерет юланутЯл енне.- Вăрçă! – терӗ.- Вăрçă пуҫланнă!Пурте ял Канашне пуçтарăнмалла!

Халăх хаш сывласа
(хăшӗ мăшăрне çавăтса)
Утаççӗ. Утаççӗ
Хушнă вырăна.
Пухăнчӗç. Кӗтеççӗ.
Ял пуçлăхӗ çине пăхса.
Акă тухрӗ вăл
Васкамасăр халăх умне.
Йӗри-тавра пăхса илчӗ,
Пуçларӗ калама:
- Юлташсем! Тăванăмăрсем!
Яла усал хыпар ҫитрӗ!
Вăрçă пуçланнă! - теççӗ.
- Юлташсем! Пирӗн
Тăван çĕршыва
Тăшмантан хăтармалла,
Çӗр-аннемӗре усалтан
Сыхласа хăвармалла.
Çынсем пӗр сас кăлармасăр
Тăраççӗ пăхса ….
- Мӗнех вара - кайăпăр,
Пирӗн шăпи çапла!
- Терӗ пӗр çамрăк каччă
Çумӗнчи савнийӗ çине пăхса.
- Урăх майӗ çук,
пирӗн каймалла!
- Терӗ Куля кукка,
Çумӗнче тăракан
Ваня куккана чышса.
- Кайăпăр! – терӗ шăллӗ,
Тăшмана тустармалла,
Хура çӗлен йăвине
пирӗн аркатмалла.
Ан алхастăр вăл
тăван çӗрӗмӗр çинче,
Ᾰна куç уçтармасăр
тӗп тумалла.
Хӗрарăмсем тăраҫҫӗ макăрса
Тутăр вӗçӗпе куçӗсене шăлса.
- Эпир хамăр ирӗкпе каятпăр!
- Терӗç икӗ пӗртăван.
- Пире те çырăр! – терӗç
Паттăр арçынсем.
Пӗр çирӗме яхăн
пухăнчӗç вӗсем.
Сывпуллашрӗç те утрӗç
Çамрăк каччăсем.
Савнийӗсем юлчӗç
Çӗре куççульпе шăварса
- Тӗп пултăр усал тăшман!
- терӗç чунтан ылханса.
Елена ДАНИЛОВА.
Слакпуç ялĕ.
Читайте нас: