Урари юн тымарĕсем сарăлсан симĕс помидор хурса сипленме пулать. Помидора çÿхе касăксем туса вакламалла та мăкăрăлса тухнă юн тымарĕсем çине хумалла. Бинтпа çирĕплетсе çыхмалла. Компреспах çĕр каçма юрать. 2 эрне сипленсен лару-тăру лайăхланма пуçлас шанăç пур.
Эрĕм те юн тымарĕсемшĕн усăллă. Унăн çулçине, çеçкине пăтă пек пуличчен лайăх вĕтетмелле. Çав нимĕрĕн 1 апат кашăкне çавăн чухлех турăхпа хутăштармалла. Лайăх пăтратмалла та урана сĕрмелле. Шыв яман хутпа, бинтпа чĕркесе çыхмалла. Компреса 30 минут тытмалла. Çапла талăкра 2-3 хут, 4-5 кун тăршшĕ урана çыхсан кăштах тăхтав тумалла. Кайран çĕнĕрен пуçлама юрать.
Купăста çулçин пĕр енне улма-çырла эрехĕн уксусĕпе йĕпетмелле, ура çумне çирĕплетсе çыхмалла. Апликацие кашни каç 1 уйăх хумалла. 2-3 эрне кансан çĕнĕрен пуçлама юрать.