Шкул пĕтернĕ хыççăн ялта юлтăм. Çав çулхине ялта клуб туса лартрĕç. Купăс калама пĕлнĕрен тата ÿкерме ăста пулнăран мана клуб ертÿçи пулса ĕçлеме чĕнчĕç. Кăнтăрла - колхоз кантурĕнче художник, каçпа вара клуба уçма васкатăп. Ун чухне çамрăксем ялта нумайччĕ. Клуб тулли хĕрсем, каччăсем пуçтарăнатчĕç. Кÿршĕ тутар ялĕсенчен те килетчĕç. Çĕнĕ клуб хăтлă та илемлĕ, темле асамлă вăйпа хăй патне туртатчĕ.
Хăш-пĕр хĕрсене ăсатакансем пулмасан манран пулăшу ыйтатчĕç. Икĕ ял хушшинче арман тăвĕ пурччĕ, çавăнтан каçма хăратчĕç. Эпĕ клуба питĕрсе тухса вĕсене ăсатса яма тăрăшаттăм.
Çуллахи пĕр ăшă каç çамрăксем саланса пĕтсен, клуб алăкне питĕрсе тăратăп. Çав хушăра ман пата икĕ хĕр пырса тăчĕç. Пĕри - пирĕн ял хĕрĕ, çырма леш енче пурăнакан Маруç. Тепри - тутар хĕрĕ.
- Ваçук, ак çак хĕре ăсатса яр-ха, - тет Маруç.
Пăхатăп, тулли кăна тутар хĕрĕ, сăнĕ-пичĕпе те илемлех мар. Маруçа хирĕç:
- Атя, иккĕн ăсататпăр, - тетĕп.
Пыратпăр виççĕн. Арман тăвĕнчен иртсе тутар ялне çитрĕмĕр. Хĕрĕн килĕ ял пуçламăшĕнчех иккен. Татах утрăмăр. Каялла таврăннă чухне Маруç мана алăран тытрĕ. Çапла алла-аллăн тытăнса каялла таврăнса çитрĕмĕр.
- Халĕ мана ăсатса яр ĕнтĕ, - тет Маруç.
Таврара шăп. Урамра тĕттĕм. Ял çынни çывăрать. Хуллен утса Маруçăн хапхи умне çитсе тăтăмăр.
- Ман çывăрас килмест тата кăштах тăрар-ха, - тет Маруç килне кĕме васкаманнине систерсе. Хăй мана алăран ямасть. - Ваçук ытала мана тĕк тăриччен, - тесе Маруç хăйĕн пĕчĕк вĕри тутисемпе ман питрен сĕртĕнет. Тул çутăла пуçласан, уйрăлнă чухне татах тĕл пулма калаçса татăлтăмăр.
Тепĕр каç клуба уçсанах Маруç килсе те çитрĕ:
- Ман пек аслисем вăййа çÿремеççĕ. Клубна уç та укăлчари сак çине кайса ларăпăр, - тет.
Укăлчара кăшт çÿресен сак çине кайса вырнаçрăмăр.
Тÿпере çăлтăрсем тухса тулнă. Уйăх çутти çап-çутă. Маруç нимĕн те шарламарĕ. Мана çупăрла-çупăрла вĕри тутисемпе питрен, куçсенчен, мăйран ачашларĕ. Çуллахи асамлă каç укăлчара Маруçпа эпир иксĕмĕр кăна.
- Халĕ эсĕ Султан пулăн, эпĕ санăн «чун савнийÿ» пулăп. Юрат мана, ытала хытăрах, - теме систерет мана хĕр.
Çапла пăшăлтата-пăшăлтата манран тăватă çул аслă хĕр эпĕ вăтанса тăнине курса, хай мана ыталаса, тутаран чуп турĕ, çупăрларĕ…
Тул çутăла пуçласан Маруç мана эпĕ кĕтмен ыйту пачĕ:
- Ваçук кала-ха, эсĕ хăçан «Маруç мана качча тух» тесе калăн? Санпа уйăх айĕнче укăлчара çĕр каçрăмăр, савăшрăмăр. Халĕ ман принцесса пулас килет.
Маруçа мана кĕркунне салтака илсе каясси çинчен пĕлтертĕм.
- Манăн кĕтме вăхăт çук. Ватă хĕр пулса юлас килмест, - татса хучĕ Маруç куççульне шăлса.
Çапла уйрăлтăмăр эпир пĕр çуллахи ăшă каç. Вăл вăхăтра ялти клуб ертÿçи комсорг ĕçне те илсе пыратчĕ. Унăн тĕп тивĕçĕ взнос пуçтарасси, комсомол пухăвне ирттересси пулнă. Кашни кварталта ялти комсомолецсене пуçтарса колхозри пухăва илсе каймаллаччĕ. Маруçпа укăлчара çĕр каçнă хыççăн, тепĕр кунне мана комсомолецсене пуçтарса каçпалан кантура килме хушрĕç.
Каç пулсанах кÿршĕ яла тухса кайрăмăр. Ялта хĕрсем кăна тăрса юлчĕç, клуба уçса хăвартăм. Пуху хыççăн концерт та пулчĕ. Яла çурçĕр иртсен кăна таврăнса çитрĕмĕр. Клубра çамрăксем саланнăччĕ ĕнтĕ. Каччăсем пулманран хĕрсем килĕсене таврăнса кайнă. Клуб алăкне питĕретĕп те киле каятăп тесе тăраттăмччĕ. Çав вăхăтра Маруç сассине илтех кайрăм. Тимлĕрех пăхрăм та клуб хĕрринче Маруç пĕр арçынпа тăнине куртăм. Эпĕ клуб алăкне питĕртĕм те киле таврăнса кайрăм. Маруç ман еннелле çаврăнса та пăхмарĕ. Тепĕр кунхине вăйăра та, вăйă салансан та клубра курăнмарĕ.
Хĕвел тухать те анать… Этем шăпи те çут çанталăкри пулăм пек тĕл пулассипе тата уйрăлассипе çыхăннă.