Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Июлӗн 2020, 11:09

Çамрăк хĕрĕн ĕмĕчĕсем пурнăçланаççĕ

Июнь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче кунтан вĕренсе тухакансене «Чи лайăх выпусник - 2020» свидетельство парассипе çыхăннă савăнăçлă церемони пулса иртнĕ.

Чи тивĕçлине суйласа илме, паллах, çăмăл пулман. Çапах та çав шута пирĕн ентеш - Çтерлĕ хĕрĕ, ÿнер факультечĕн студентки Карина Тимофеева (эпир ун çинчен тăватă çул каялла, 2016 çулта, хаçатра «Мал ĕмĕтлĕ Карина» статьяра çырса кăтартнăччĕ) лекме пултарнă. Вăл аслă шкул ректорĕн Андрей Александровăн аллинчен «Чи лайăх выпускник - 2020» свидетельствăна илме тата саламласа каланă ăшă сăмахсене илтме тивĕç пулнă.
Мĕнпе палăрнă-ха Пушкăртстанри чăваш хĕрĕ? Пурне те çырас пулсан çак список самай вăрăма тăсăлмалла, апла пулин те хăшĕ-пĕрисене асăнса хăвармаллах. Карина 2019 çулта Европăри Хосе Марти ячĕллĕ ирĕклĕ ĕçсем тăвакан тата пĕршухăшлисен бригадин (Куба Республики) ĕçĕсене, регионти «Çамрăк профессионалсем» чемпионачĕн концерт программине уçнă çĕре, университетри студентсен хорне хутшăннă. Вăл пĕр хутчен çеç мар ăслăлăхпа практика конференцийĕсен çĕнтерÿçи пулнă, «Ярды» фольклор ушкăнĕпе республика чысне Китайра, Швецинче, Казахтанра хÿтĕленĕ.
Малашне вара ĕнерхи студентăн урăх пурнăç пуçланĕ. Уншăн пурнăç çулĕ уçă та тумхахсăр пултăр, ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăлартăр. Сăмах май, Каринăн амăшĕ, Неля Климентьевна та, юра-кĕвве питĕ ăста. Тен, хĕрĕ çак профессие суйласа илесси çине вăл ытларах витĕм кÿнĕ-тĕр. Карина кĕвĕ-юрă илемне (уйрăмах чăвашсенне) тĕнчери чаплă сценăсем çинчен куракан патне илсе çитерессе, хăйĕн çитĕнĕвĕпе аслă шкул ятне чыслă упрасса тата тăван халăх культурине аталантарса çĕклессе шанас килет. Ăнăçу сана, Карина.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: