Дионисий Ермолаев Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче 1926 çулхи июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1934 çулхине арçын ача ялти çичĕ класлă шкула пĕлÿ пухма кайнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн тăван ялĕнче колхозра ĕçленĕ. 1944 çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче çамрăк качча Совет Çарĕн ретне илнĕ. Çулталăк хушши вăл Ĕпхÿре станоклă пулеметчике вĕреннĕ‚ унтан пĕлĕвне десант çарĕнче туптанă. Çар ăсталăхне алла илнĕ качча фронта янă. 1945 çулхи февраль уйăхĕн 11-мĕшĕнче Венгринче‚ Болотон кÿлли çывăхĕнче 3-мĕш Украина фронтĕнче наступленисем пуçланнă. Апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче хаяр çапăçура Дионисий Иванович вăйлă аманнă. Ăна Бадане хулинчи госпитале ăсатнă. 1946 çулхине чăваш арĕ демобилизаци йĕркипе килне таврăннă.
1946-1948 çç Д.И. Ермолаев тăван колхозра ĕçленĕ. 1948 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăл Усень-Ивановăри трактористсен курсне вĕренме кĕнĕ. 1949-1975 çç «Авангард» колхозра тракторист-машинист пулса тăрăшнă. 1975 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ахаль колхозник ĕçне пурнăçланă.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.