Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Июлӗн 2020, 11:36

Еремеич йăхĕн тымарĕ çирĕпленет

«Еремеич» тесе чĕнеççĕ ентешĕсем июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнче 80 çул тултарнă Александр Еремеевич Михайлова.

Пурнăçĕ çăмăл пулмасан та Александр Еремеевич хăйĕн ĕмĕрне лайăх пурăнса ирттернĕ. Ултă çулхи арçын ача ашшĕсĕр ир тăрса юлнă. Вăл ĕç арминчен таврăнсан вилсе кайнă. Саша 7 çул тултарсан ялти ытти ачасемпе пĕрле колхоз хирĕсене çум çумлама, пучах пуçтарма çÿренĕ. Вăрçă хыççăнхи выçлăх çулĕсенче кĕркуннерен çĕр ăшĕнче юлнă çĕрĕк çĕр улми, мăян, çеçпĕл, вĕлтрен, пултран çиме те тÿр килнĕ унăн. Пÿрте ăшăтма вăрмантан урапапа вут туртма та лекнĕ. Аслă пиччĕшĕ Василий вăрçăран таврăнсан буровик пулса ĕçе вырнаçнă, аппăшĕсем качча кайса килтен тухса кайнă. Александр амăшĕн пĕртен-пĕр тĕрекĕ пулса юлнă. Çичĕ çул вĕренмелли шкула «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Унăн сурăх кĕтĕвне кĕтме, трактористăн прицепщикĕ пулса ĕçлеме тивнĕ. Çулĕсем хушăннă май каччă 3-мĕш класлă шофера вĕренсе тухнă. Çав вăхăта Совет Çарне кайма вăхăт та çитнĕ. Çар хĕсметне Куйбышевра (халĕ Самара) иртнĕ. Пĕрремĕш çул моторист-компрессорщик, механик-водитель пулнă, юлашки иккĕшне 2-мĕш класлă шофер пулса çар пуçлăхĕсене турттарнă. Генералсене вара машинăпа илсе çÿреме пурне те шанса памаççĕ-çке-ха! Утмăл çула яхăн упрать хăйĕн пухмачĕнче Александр Михайлов Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене. Вĕсен хушшинче патриот-ывăл ÿстернĕшĕн амăшĕ ячĕпе янă Тав çырăвĕ те пур. Уйрăмах Александр Еремеевичшăн Атăлçи çар округĕн танкпа автомобиль çарне ертсе пыракан Вовк генерал-майор алă пуснă кĕнеке хаклă. Ăна 1962 çулта автомобильпе усă курнă чух лайăх кăтартусемпе палăрнăшăн парнеленĕ.
Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн та Александр Михайлов алăран руль яман: колхоз председательне, Белорецк хулинчен ялсене электричествăпа тивĕçтерес тĕллевпе юпасем тата Пелепейри сĕт заводне сĕт турттарнă. Ĕç стажĕ пĕтĕмпе 45 çулпа танлашать. Вĕсенчен 26 çулне водитель, вун тăххăрăшне бригадир пулса ĕçленĕ. Вăл комплекслă бригада бригадирĕ пулнă май, икĕ фермăри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, механизаторсен, пахча çимĕç ÿстерекенсен ĕçне йĕркелесе пынă. Çав çулсенче бригада колхоз шайĕнче çеç мар, районĕпе те малтисен шутĕнче пулнă. Ĕçне кура чысĕ тенĕ май, Александр Еремеевичăн Хисеп хучĕсемпе ăмăртусенче çĕнтернĕ паллăсем те чылай. Чи пысăк награди - «ПР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят. Обществăлла ĕçрен те вăл айккинче юлман: Ермолкино ял Канашĕн депутачĕ, ял Канашĕнче комисси членĕ, Патшалăх автомобиль инспекцийĕн (ГАИ) инспекторĕ пулнă. Çав вăхăтрах çемйине, ачисене, мăнукĕсене те тимлĕхсĕр хăварман.
Мăшăрĕ, Галина Власовна та, пултаруллăскер ĕмĕр тăршшĕпе почта уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Унăн почта çыхăнăвне аталантарнăшăн, ĕçре пысăк професси ăсталăхне кăтартнăшăн Пелепейри почтамтран, Раççей çыхăну управлени пуçлăхĕнчен, Пелепей район администрацинчен, Пушкăртстан Республикин почта çыхăнăвĕн федераллă управленинчен илнĕ Хисеп хучĕсем упранаççĕ.
Михайловсен çемйинче юрăри пек икĕ ывăл та виçĕ хĕр тата чылай мăнук. Пурте вĕсем çак хушамата чыслăн малалла тăсаççĕ. Аслă хĕрĕ Светлана малтан Чукоткăра ĕçленĕ пулсан, юлашки вăхăтра Дон çинчи Ростов хулинче «Управление механизацией» ОООра тĕп бухгалтер пулса тăрăшать. Светланăн та ашшĕпе амăшĕнни пекех Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем чылай. Михайловсен ытти ачисем çинчен те нумай лайăххине çырма пулать. Ывăлĕсем, Радионпа Алексей, ашшĕн профессине суйласа илнĕ, водитель пулса ĕçлеççĕ. Пĕрремĕшĕ çар хĕсметне Германире, иккĕмĕшĕ Капустин Ярта тата Йошкар-Олара иртнĕ. Алена экономист, Ольга бухгалтер пулса тăрăшаççĕ. Вĕсем ашшĕпе амăшĕн çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланаççĕ, хăйсен пултарулăхĕсемпе савăнтараççĕ.
Александр Еремеевич çулĕсемпе аслă пулсан та вăй-халпа ăс-тăн енчен çирĕп-ха. Ялти мероприятисене хастар хутшăнать, вырăнти ертÿçĕсем те унăн канашĕсене шута илеççĕ. Вăл яланах кирек кама та ĕçпе те, канашпа та пулăшма хатĕр.
Александр Михайловăн килĕнчи архивне тишкернĕ май Валентина Ивановна Спиридонова вĕрентекенĕн (вăл халĕ сывă-ха, 92 çул тултарнă - авт.) çырăвне курма тÿр килчĕ. «Мана хисеп тунăшăн сире пысăк тав сăмахĕ калатăп Куйбышев хулинче куçăн мар майпа вĕреннĕ чух эсир пульницăна вăхăтлă илсе çитерни манăн пурнăçа çăлса хăварчĕ. Ун чух вокзала поезд килсе çитнĕ çĕре вăхăтлă çитертĕр. Декабрь уйăхĕнче шартлама сивĕре Григорий ывăла Пелепей хулине те занятие илсе кайнăччĕ. Тата ытти ырă ĕçсемшĕн сире тав тăватăп.» Çак йĕркесем эпĕ çыракан çыннăн кăмăлне пĕтĕмпе уçса параççĕ те ĕнтĕ. Ентешĕсем те ун çинчен çавнах калама пултараççĕ.
Александр Еремеевичăн юбилейĕ умĕн, июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче, мăнукĕн ачи çут тĕнчене килнĕ. Радионăн хĕрĕ, Екатерина, ывăл çуратнă. Апла пулсан Михайловсен ăрăвĕ малалла тăсăлни куç кĕретех.
Михаил СИДОРОВ,
ветерансен канашĕн председателĕ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.
Читайте нас: