Андрей Филиппович 1917 çулта çуралнă. Тискер вăрçă пуçланиччен юнашар Еспуç ялĕнче шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. 1937 çулта Пишпÿлек районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнчи Евдокия Андреевнăна качча илнĕ. Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче туй тунă. Çамрăксем шкул çуртĕнчех пурăннă. 1938 çулхи апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче Григорьевсен çемйинче Валентина хĕрĕ çуралнă. Çемйипе вăрах та пурăнайман, 1939 çулта А.Ф. Григорьева Хĕрлĕ Çар ретне чĕнсе илеççĕ. Тем пек кĕтсен те мăшăрĕпе хĕрĕ çывăх çыннине каялла кĕтсе илеймен.
Кăçалхи май уйăхăн 7-мĕшĕнче «Стальное пламя» шырав отрячĕ Волгоград хули çумĕнчи Водино ялĕ çывăхĕнче А.Ф. Григорьев хĕрлĕ армеецăн шăммисене чавса кăларнă. Вилĕм медальонĕнче сыхланса юлнă информаци тăрăх унăн çар çулне тĕпченĕ, тăванĕсене шыраса тупса вилнĕ салтак юлашкине килсе илме хыпар янă. Кукашшĕ пуç хунă Волгоград тăрăхне Андрей Филипповичăн мăнукĕ Елена Алексеевна Блинова Сергей Блинов мăшăрĕпе, Андрей Алексеевич Мерзляков, Иван Алексеевич Мерзляков тата Галина Алексеевна Шаклеина мăнукĕсем кайнă. Хыпарсăр çухалнă салтакăн тăхăмĕсене (потомки) чаплă лару-тăрура ăшшăн кĕтсе илнĕ. А.Ф. Григорьевăн ячĕ вырăнти паттăрсен музейĕнче сумлă вырăн йышăнассине пĕлтернĕ. Андрей Филипповичăн Андрей мăнукĕ (ăна кукашшĕне хисеплесе çавăн пек ят панă, - авт.) сĕннипе Водино ялĕнче, А.Ф. Григорьев вилнĕ вырăнта, асăну палли лартса хăварнă.
А.Ф. Григорьев 126-мĕш стрелоксен дивизийĕн разведка батальонĕнче хĕсметре тăнă, разведчиксен взвочĕн командирĕ пулнă. Виличчен кăшт маларах аслă лейтенат званине илнĕ. Ку информаци хăй çумĕнче тупнă медальон ăшĕнче пулнă, анчах даннăйсем архива çитсе ĕлкĕреймен пулмалла. Шырав отрячĕн командирĕ пĕлтернĕ тăрăх, 1942 çулхи август уйăхĕнче А.Ф. Григорьев 126-мĕш дивизи йышĕнче пилĕк нимĕç дивизине хирĕç çапăçнă. Çак хăрушă çапăçăва 12 пин совет салтакĕ хутшăннă, вĕсенчен 800-шĕ çеç çапăçуран сывă тухнă.
Водинăран машина Пушкăртстана, Андрей Филлиповичăн тăван тăрăхне çул тытнă. Смородиновка ялне хăй йĕркеленĕ, ертсе пынă Еспуç шкулне июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче килсе çитнĕ. Андрей Мерзляков мăнукĕ кукашшĕн тимĕр каскине, портупейне, виçĕ тÿмине шкул музейне асăнмалăх парнеленĕ. Шел, çак церемоние хутшăнакансем сахал пулнă. Администраци ĕçченĕсем митинг ирттерме ирĕк паман. 78 çултан тин тăван тăрăхне килсе çитнĕ, пирĕн ирĕклĕхшĕн пуç хунă салтака тивĕçлипе кĕтсе илме кăшăлвирус пандемийĕ чăрмантарнă-ши, е урăх сăлтав та пулнă-ши?
Малалла çул Удмурт Республикинчи Ува ялне выртнă. Июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Андрей Филиппович Евдокия Андреевна мăшăрĕ çумĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă.
- Кукамай ĕмĕрĕ тăршшĕпех мăшăрне кĕтсе пурăннă, унăн чысне упраса урăх качча кайман. Халĕ ĕнтĕ тинех пĕрле, - тенĕ Елена Блинова мăнукĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Мияки районĕ.