Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Июлӗн 2020, 11:16

Ĕнерхи десантник - паян та стройра

Николай Афанасьевич Осипов 1925 çулхи декабрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнче çуралнă. Осиповсен çемйинче 5 ача пулнă. Вĕсенчен виççĕшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă.

Пĕчĕкренех ăслă-тăнлă пулнă Григорий Юмаш шкулне те лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Унсăр пуçне каччă ялта ирттерекен культурăпа воспитани мероприятийĕсене пуçаруллă хутшăннă. 1939 çулта Николай Осипов комсомола кĕнĕ.
1943 çулхи январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăваш каччи Хĕрлĕ Çар ретне мобилизаци йĕркипе лекнĕ. Юмаш ялĕн виçĕ каччине‚ Николай Осипова‚ Мефодий Ермолаева тата Василий Федорова (Макар)‚ Аçтăрханти пехота училищине илсе кайнă. Вăл вăхăтра асăннă училище Чкалов (халĕ Эрĕнпур) облаçĕнчи Бузулук хулинче вырнаçнă пулнă. Унти вĕрентĕве васкавлă программăпа йĕркеленĕ. Çавăнпа июль уйăхĕнче совет салтакĕсем училищĕрен вĕренсе тухнă. Унтан çамрăксене Мускав облаçĕнчи Дмитриевка хулине янă. Кунта вĕсем сывлăшпа çар десант çарĕсене хутшăнма вĕрентÿ иртнĕ.
1943 çулхи июль уйăхĕнче Николай Осипов Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Çав çулхи август уйăхĕн 6-мĕшĕнче вăл сылтăм ури тупанне амантнă. Ăна Серпухов хулинчи госпитале ăсатнă. Каярах вăл сывлăхне Омутнинск хулинче (1943 çулхи август-ноябрь уйăхĕсенче) сипленĕ. Медицина комиссийĕ строй хатĕрленĕвне юрăхсăр тесе заключени панă. 1943 çулхи ноябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Николай Осипова запаса янă.
Николай Афанасьевич тăван районне иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăннă. Вăл килте алă усса ларман‚ колхоз ĕçĕсене пурнăçлама пикеннĕ. 1946-1947 çç Н.А. Осипов пахчаçă курсне иртнĕ.
Ĕç ветеранĕ «Большевик»‚ унтан «Базы» колхозра пахчаçă‚ хурт-хăмăрçă пулса ĕçленĕ. Хăйĕн ĕçне яланах чунтан тăрăшса пурнăçланă. Вăл тăрăшнипе колхоз çулсерен пуян тухăç пухса илнĕ.
Çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн тата ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Н.А. Осипова Тăван çĕршывăн аслă вăрçин иккĕмĕш степень орденĕпе‚ «Хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă. Унăн пухмачĕнче «В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул»‚ «Ĕç ветеранĕ»‚ «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн»‚ Аслă Çĕнтерĕвĕн тата СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен юбилей медалĕсем‚ «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальсем упранаççĕ.
Николай Афанасьевич Вера Самсоновна мăшăрĕпе тăватă ача - Валерипе Валентина‚ Людмилăпа Галина – çуратса тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ,
Юмаш ялĕ.
Читайте нас: