Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Июлӗн 2020, 11:27

Пĕртăван Патраевсен çырăвĕсем

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем …Паян кун та упранаççĕ-ха вẽсем.Çулăм витĕр тухнисем,Куççульпе йĕпеннисем,Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем. Юрий Плотников

аклă документсем хăрушă вăрçă синкерне сăнлаççĕ. Кашнинче вара вăрçă хирне тухса кайнă салтакăн шăпи упранать. Çырусене совет салтакĕсем илемлетсе мар‚ ахаль чĕлхепе çырнă. Вĕсенче чунне мĕн пăшăрхантарнине уçса панă. Фронт çырăвĕсене вуласа тухма питĕ те йывăр. Вуланă май чун хурланать‚ куççуль тухать. Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнчи музейра çакăн пек темиçе çыру упранать. Паян эпĕ сире вĕсемпе паллаштарасшăн.
Елисей Спиридонович Патраев 1921 çулта Усăллă ялĕнче çуралнă. 1941 çулхи май уйăхĕн 4-мĕшĕнче ăна çара илнĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра вăл Брест хулинче пулнă. Елисей Спиридонович Брест крепоçне хÿтĕленĕ‚ ытти фронтсенче те хастар çапăçнă. Ăна хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. «Эпĕ вăрçăра...» тесе пуçланă вăл ашшĕпе амăшне çырнă çырусене.
Елисей Спиридонович çывăх çыннисем патне çырнă йĕркесем:
«…Хаклă тăван атте эпĕ паян çыру илтĕм сантан, питĕ савăнтăм.
…Хаклă Атте, Анне эсĕр çырнă ыйтса пăх отпуск пĕр уйăха тесе. Атте, эпĕ пурăнап вăрçăра, кашни кун вăрçăра, кунта отпуск памаççĕ. Атте эсĕ ыйтнă хăш патшара тесе, эпĕ Венгри столицинчен инçе мар. Нумай пулмаç çыру илтĕм Андрейран, унăн хыпарне пĕлеп. Атте сывă пулăр, сывă юлап. 1/12. 1944 ç.»
Елисей шăллĕ Андрей Патраев вăрçă çулăмĕ витĕр тухса Çĕнтерÿпе килне таврăннă. Ăна Тăван çĕршывăн алсă вăрçин 2 степень орденĕпе чысланă. Çемье çавăрнă. Ĕпхÿ хулинче ĕçлесе пурăннă. Андрей Спиридонович мăшăрĕпе 3 ача çитĕнтернĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин фронтовикĕ 2003 çулта ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ăна Ĕпхÿ масарĕ çинче пытарнă.
Елисей Патраев Андрей шăллĕне çырнă çыру сыпăкĕ:
«…Андрей, пирĕн килте атте-анне питĕ ватăлнă‚ ĕсене пулăшакан та çук. Эпĕр иксĕмĕр те кунта. Таврăнсан пулăшăттăмăр. Ку çыру виççĕмĕш‚ çитет-и‚ çук-и? Сывă пул Андрей шăллăм. 4/1 1944.»
«Аван-и, сывă-и? Андрей шăллăм. Эпĕ паян санăн çыруна илтĕм. Сантан нумай кĕтрĕм çыру. Санăн çыруна илтĕм, санăн хыпарна пĕлтĕм, питĕ савăнтăм. Сана манран питĕ пысăк салам. …Андрей шăллăм, хаклă тăванăм. Пире судьба çапла хушать пулас. Эпĕ вăрçăра кашни кун, пĕр кун та вăрçăсăр тăман. Кашни кун çапăçатпăр. Пире турă хушат-и сывă пулма, çук-и? Турă хушсан сывă пулăпăр. Пирĕн çамрăк ĕмĕр иртет лайăх курмасăр. Пирĕн ĕмĕр иртет питĕ алама хĕнпелен. Эпĕр курнă çÿренĕ çĕрсем питĕ хăрушă. Салтак нушана нумай курать. Эпир курнă хĕнсене никам та пĕлмеç, только кам курать çав кăна пĕлет. Эпĕр куртăмăр нуша çамрăк вăхăтра, халĕ ÿссе çитсен те куратпăр еще «лучше». Хаклă тăванăм Андрей шăллăм, эсĕ çыран ман çÿç шуралчĕ тесе çамрăкла. Шуралма тивĕç, мĕншĕн тесен ху пĕлме тивĕç. Манăн также çÿç шуралчĕ. Эпĕ те санпала ватăлтăм. Если сывă йулсан, пĕрне-пĕри курса калаçайсан сăмах пĕтес çук мĕн курнине. ...Сывă йулап, крепко жму руку П.Е.С. 29/10. 1944г.»
Анчах Турă вĕсене пĕр-пĕрне курма пÿрмен. Будапешт хулинче Елисей Спиридонич Патраева вилмелле амантнă. Ăна çакăнтах пытарнă.
Эпир‚ XXI ĕмĕрĕн çĕнĕ ăрăвĕ‚ вăрçă хирĕнчен ырă-сывă таврăнайман салтаксене асра тытатпăр. Шăпах эсир тăрăшнипе эпир мирлĕ те тăнăç пурнăçпа киленсе пурăнатпăр. Сирĕн паттăрла ĕçĕрсем пирĕншĕн телейлĕ те çутă малашлăхăн никĕсĕ пулса тăчĕç.
Ольга ПАТРАЕВА.
Çтерлĕ районĕ‚
Усăллă ялĕ.
Читайте нас: