Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Июлӗн 2020, 11:29

Сидор Алексеевич Афанасьев

Сидор Алексеевич Афанасьев (1901- ... çç)

Сидор Алексеевич Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче 1901 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Унăн амăшĕ 10 çултах тăр тăлăха тăрса юлнă‚ мĕн пĕчĕкрен тара кĕрсе ĕçленĕ. Ашшĕ вара кулаксем патĕнче платник пулса тăрăшнă. Вăл 1920 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Сидор Афанасьев шкулта пĕр класс çеç вĕреннĕ. 1919 çулхине вун сакăр çулхи качча районти çар комиссариатне чĕнсе илнĕ. 1920 çулхине вăл Кронштадтра Деникина хирĕç кĕрешнĕ. 1922-1923 çç чăваш каччи Латвинчи пограничниксен çарĕнче служба иртнĕ. Пĕтĕмĕшле вăл 5 çул хĕсметре тăнă.
Колхоз йĕркеленсенех чăваш арĕ унăн йышне кĕнĕ. Чăн малтан ахаль колхозник пулнă. Унтан ăна завхоз ĕçне шанса панă. Сидор Алексеевич Тăван çĕршывăн аслă вăрçин пĕрремĕш кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Ржев хули патĕнче пынă çапăçусенчен пĕринче аманнă‚ контузи илнĕ. Совет салтакĕ виçĕ уйăх хушши госпитальте выртнă. 1941 çулхи декабрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче комисси тĕрĕсленĕ хыççăн вăл иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса тăнă.
С. Афанасьев 88-мĕш стрелоксен дивизийĕн 204-мĕш стрелоксен полкĕн йышĕнче çапăçнă. Ăна нимĕçсен точкине тата тăшманăн салтакĕсене тĕп тунăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр тата Мухтав орденĕсемпе‚ тăватă медальпе чысланă.
Сидор Алексеевич юратнă мăшăрĕпе пилĕк ывăлпа (Евстафий‚ Александр‚ Николай‚ Анатолий тата Сергей) тăватă хĕр (Антонина‚ Фекла‚ Вера‚ Зинаида) çуратса ÿстернĕ‚ вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Читайте нас: