Пур хыпар та
Общие статьи
2 Июлӗн 2020, 11:46

«Уншăн хуçалăх ĕçĕ килтинчен малта»

Черетлĕ командировкăра Пишпÿлек районĕнчи «Урожай» ООО директорĕн Юрий Ивановăн пÿлĕмĕнчен палăртнă ĕçсене пĕтерсе уçă сывлăша тухсан сăмсана тутлă апат шăрши кăтăкланине сисрĕм.

Юнашарах хуçалăхăн столовăйĕ вырнаçнă иккен. Хуçа пире сехет çине пăхса кăнтăрлахи апат çитнине систерчĕ, сĕтел хушшине иртме сĕнчĕ. Çăкăртан аслă пулмаççĕ тенине асра тытса апатлану вырăнне çул тытрăмăр. Вăрăм сĕтелсем хушшинче пĕр вунă çын апатланатчĕç. Механизаторсемпе тĕрлĕ специалистсем. Вĕсене Ирина Иванова повар шÿтлесе те май шăлса, амăшĕ ачисене пăхнă чухнехи пек, вĕри апатпа тивĕçтерет. Пирĕн пата черет çитсен 50 урлă каçнă хĕрарăмран: «Çак ĕçре чылайранпа вăй хуратăр-и?» - терĕм. Сăмахĕ унăн кĕске те татăклă пулчĕ: «Чылай». Çав вăхăтрах Юрий Иванович: «Пĕр 20 çул ытла», - хушса хучĕ.
Пĕр вырăнта вуншар çул ĕçленине шута илсе техĕмлĕ апат пĕçерекенпе çывăхрах паллашрăмăр. Ирина Леонидовна кÿршĕллĕ Такмак ялĕнче нумай ачаллă çемьере (5 хĕр те пĕр ывăл пулнă) çуралнă. Пурнăçĕ çăмăлах пулман. Çавăнпа та шкул пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренесси те пурнăçланайман.
- Анне ĕçлесе укçа тăвăн та çавăн чухне вĕренме кайăн тетчĕ, - аса илет хăйĕн çамрăклăхне вăл.
Вун тăххăртах хĕр Ситек каччине Геннадий Иванова качча тухнă. Çапла çемье çавăрса кунтах тымар янă. Чăн та, шел, иртнĕ çул Геннадий Алексеевич вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, анчах та икĕ хĕрпе пĕр ывăл çемйисем тата вĕсен ачисем (6 мăнук) пулни пурнăçа малалла тăсма хавхалантарать. Паллах, юратнă ĕç пурри те кулленхи пурнăçра пĕлтерĕшлĕ.
- Повар профессине ятарласа вĕренсе алла илмен эпĕ. Малтанхи вăхăтра колхозра сысна та, ĕне-пăру та пăхнă. Каярах инкеке пула сывлăх хавшасан тухтăрсем çăмăл ĕçе куçма сĕнчĕç. Çапла столовăй ĕçченĕ пулса тăтăм. Мана çак ĕçе хăнăхтараканни Ольга Александровна Кузьмина пулнă. Килте çăкăр пĕçереттĕм, пĕчĕккĕн газ плити умĕнче тăма хăнăхрăм, - каласа парать асанне-кукамай ята тивĕçнĕ хĕрарăм.
Хальхи вăхăтра Ирина Леонидовна пĕчченех куллен 20 яхăн çынна (çур аки вăхăтĕнче 40 çитни те пулнă) апатлантарать. Çăкăрне те амăшĕн рецепчĕпе (вăл та хăй вăхăтĕнче колхоз валли куллен 15-шер çăкăр пĕçернĕ) хăйĕнех пĕçерме тивет. Вăл кăпăшка та тутлă. Çакна хам астивсе пăхнăран калатăп. Апатне хатĕрленисĕр пуçне столовăйĕнчи тасалăхпа тирпей-илеме те унăнах тумалла, савăт-сапине те çуса тасатмалла, кирлĕ продуктăсене те Пишпÿлеке çитсе туянмалла. Тен, çаксене пурне те шута илсе-ши Юрий Иванов ертÿçĕ ун пирки ырă сăмахĕсене шеллемерĕ.
- Тăрăшуллă хĕрарăм, яланах яваплăха туять. Уншăн хуçалăхри ĕç килтинчен малта тăрать. Вăл тунă ĕçпе хамăрăннисем те, килен-каян та яланах кăмăллă, - терĕ вăл.
Читайте нас: