Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Июлӗн 2020, 18:32

Капитоновсен ăрăвĕ 40 ытла çул çырла ÿстерет

Пылак продукцине Пушкăртстан Республикинче çеç мар, регион тулашĕнче те хаваспах туянаççĕ.

Шаран районĕнчи «Капитонов Р.З.» («Шаранская ягодка») хресченпе фермер хуçалăхĕ 42 çул тăршшĕ çĕр çырли, хăмла çырли, хурлăхан ÿстерет. Ĕрĕкмен ялĕнчи Капитоновсен йăхĕнче (Зиновий Варламович, Рим Зиновьевич, Станислав Римович) сад ĕрчетесси ăруран ăрăва пырать.
Капитовсен сад ĕçĕ кил çумĕнчи лаптăкран пуçланнă. Паянхи кун планра хăмла çырли тата ытти тĕрлĕ çырла лаптăкне ÿстересси. Сорчĕсем пирки калас пулсассăн, Капитовсен пахчинче ытларах «Фестивальная», «Комсомольская», «Азия» сортлă çĕр çырли тата 36 тĕрлĕ ытти çырла ÿсет.
Эпĕ унта пулнă чухне фермер хуçалăхĕнче чи хĕрÿ тапхăр, çĕр çырли пуçтармалли вăхăт, пыратчĕ. Çырла татма ĕрĕкменсем те, таврари ялсемпе юнашар хуласенчи ватăсемпе çамрăксем те йышлăн пуçтарăнаççĕ. Продукци Пушкăртстанри хуласемпе районсенче çеç мар, Тутарстанра та, Оренбург облаçĕнче те саланать. Сезон вăхăтĕнче «Капитонов Р.З.» хресченпе фермер хуçалăхĕнче пурĕ пĕр тонна çырла пуçтараççĕ. Çырласем экологи тĕлĕшĕнчен таса пулнине те палăртмалла. Вĕсене пестицидсемпе химикатсемсĕрех ÿстереççĕ. Алăпа çумлаççĕ, йăрансем хушшине механизаци мелĕпе кăпкалатаççĕ.
Шаран районĕнче пĕтĕмĕшле çĕр ытла гектар çинче çĕр çырли ÿстереççĕ. Усăллă çимĕçе çавăн пекех Дмитриевсен, Яковлевсен ăрăвĕсем туса илеççĕ.
А. АНДРЕЕВА, РФ тата ПР
журналистсен союзĕн членĕ.
Читайте нас: