Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Июлӗн 2020, 18:14

Людмила Головина – аваллăх управçи

«Аваллăха пĕлмесĕр малашлăха çул хываймăн»‚ - тесе калаççĕ халăхра. Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан Людмила Головина çак каларăша тĕпе хурса пурăнать. Çичĕ теçеткерен иртнĕ кинемей 2017 çулхи август уйăхĕнче ялăн кулленхи пурнăçне сăнлакан музей уçнă.

Людмила Ивановна 1942 çулта Креппит ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ асаплă вăрçă вăхăтне тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене лекнĕ. Унсăр пуçне пĕчĕк Люда çурма тăлăх ÿснĕ. Унăн ашшĕ‚ Иван Сергеевич‚ 1942 çулхи кĕркунне тăватă уйăхри хĕрĕпе тата юратнă мăшăрĕпе сывпуллашса фронта тухса кайнă. Анчах Турă чăваш арне яла ырă-сывă таврăнма пÿрмен. Иван Павлов 1943 çулхи март уйăхĕнче Ленинград фронтĕнче тăшман пулинчен вилнĕ. Людмила амăшĕ‚ Матрена Егоровна‚ пĕртен-пĕр хĕрне пĕччен ура çине тăратнă. Вăл тĕпренчĕкне тивĕçлĕ пурнăç парас тесе ырми-канми тăла фабрикинче ĕçленĕ. Канмалли кунсенче‚ çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хĕрне курас тесе яла çуран çÿренĕ. Каярах асăннă предприяти М.Е. Павлована уйрăм хваттер уйăрса панă. Çавăн чухне амăшĕ хĕрне хăйĕн патне пурăнма илсе кайнă.
Людмила Ивановна мĕн ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ‚ малтанах амăшне кил-çуртра пулăшнă‚ шкулта вĕреннĕ вăхăтра пионер лагерĕнче савăт-сапа çăвакан пулса ĕçленĕ. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Нижнетроицкинчи тăла фабрикинчи арлакансен цехне ĕçлеме кĕнĕ. Виталий Головина качча тухсан‚ çемйипе Суккул ялне куçса килнĕ. Унта та пултаруллă хĕрарăм алă усса ларман. Вăл халăхран сĕт пухнă‚ каярах Суккул ялĕнчи вăтам шкулта секретарь-машинистка ĕçне пурнăçланă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен‚ 27 çул хушши‚ Суккул ял Канашĕнче секретарь-ĕç управляющийĕ пулса ĕçленĕ. Шанса панă ĕçсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн‚ нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Людмила Ивановна «Ĕç ветеранĕ» медале те илме тивĕçнĕ.
Хĕрарăма çемьере хăй пĕртен-пĕр ача пулни канăç паман. Ашшĕ ир вилнипе шăллĕсемпе йăмăкĕсем пулманни кулянтарнă. Пĕччен ачалăхне асра тытса Л.И. Головина мăшăрĕпе виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Паянхи кун кинемее ултă мăнукпа сакăр кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать.
Ĕç ветеранĕн пысăк çемье. Çамрăк ăрăва мăн аслашшĕсемпе асламăшĕсен пурнăçĕпе паллаштарас тесе кинемей музей уçма ĕмĕтленнĕ. Анчах шухăшлани часах пурнăçа кĕреймен.
Пĕррехинче ачисем выльăх апачĕ пĕçермелли пÿрте юсама шутланă. Пÿртĕн маччи çине хăпарсан унта ĕлĕкхи кивĕ япаласем выртнине асăрханă. Паллах‚ Людмила Ивановна çак пурлăха кăларса ывăтма шелленĕ. Çав вăхăтра унра музей кĕтесĕ уçас туйăм вăйлăланнă. Тупнă пурлăха пÿрте илсе кĕнĕ. Вĕсем валли ĕç ветеранĕ уйрăм кĕтес уйăрнă. Тăванĕсемпе çывăх çыннисем те ĕлĕкхи япаласене илсе килнĕ. Хайхи кĕтесре вырăн çитми пулнă. Кинемей ачисем выльăх пÿртне юсаса пĕтернине шута илсе япаласене çавăнта куçарма шут тытнă. Çак пĕчĕк музейре чăвашсен авалхи ĕç хатĕрĕсемпе, савăт-сапапа, декораципе хушма искусство произведенийĕсемпе, наци тумĕпе паллашма пулать. Кунта ялти аслă ăру çыннисен алă ĕçĕсем те‚ историллĕ документсем те пур. Сулахай кĕтесре вара йăх-несĕл йывăççипе Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем вырнаçнă. Чăн малтан‚ чăваш халăх культурипе‚ йăли-йĕркипе‚ хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштаракан музея тăванĕсем - ачисем‚ мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем - кайса курнă. Унтан вара пĕр ял çыннисемпе шкул ачисем киле пуçланă. Яла килнĕ хăнасем те музей экспоначĕсене курма çул тытаççĕ. Аваллăх управçи пурне те ăшшăн кĕтсе илет. Музейри кашни япалан историйĕпе тĕплĕн паллаштарать.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ‚
Суккул ялĕ.
Читайте нас: