Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Июлӗн 2020, 18:27

Слакпуçĕнчи К.В. Иванов музейĕ çĕнелнĕ

Кашни çул май уйăхĕн вĕçĕнче Слакпуç ялĕнче К. В. Ивановăн çуралнă кунне халалланă мероприятисем иртекенччĕ. Чăвашсен паллă поэтне сума сăвакансем Раççейĕн пĕтĕм кĕтесĕсенчен пухăнатчĕç. Кăçалхи май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Константин Васильевичăн 130 çулхи юбилейне анлăн уявлама палăртнăччĕ. Кăшăлвирус пандемине пула хăнăхнă йĕркене пăрахăçлама тиврĕ. Апла пулсан та чăваш классикĕн юбилейне халалласа Слакпуçĕнчи К.В. Иванов музейĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.

Маларах К. В. Иванов музей комплексĕн кĕçĕн наука ĕçченĕ Ольга Анатольевна Андреева Пелепей хулипе районĕн администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ И. А. Бадретдинов патне çырупа тухнă. Унта вăл музейра тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттерме, ăна 2020 çулхи проекта кĕртме ыйтнă. Хăйĕн ыйтăвĕсене сăн ÿкерчĕксемпе çирĕплетнĕ.
Смета тăрăх юсав ĕçĕсен тăкакĕ 850 пин тенкĕпе танлашнă. Анчах та кăшăлвирус пандемине пула укçа-тенкĕ хĕсĕкрех пулнине шута илсе юсав ĕçĕсене чи курăмлисене çеç туса ирттерме май тупнă. Ку шута музейĕн мал енĕпе кил картишĕ енчи стенасене тулашĕнчен юсас, çуртăн никĕсĕ ишĕлмессе бетон сарас (отмостка) ĕçсем кĕнĕ. Патшалăх Думин депутачĕ Алексей Николаевич Изотов суйлавçăсен хушăвĕсене пурнăçлас тĕллевпе юсав ĕçĕсене ирттерме 180 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Палăртнă ĕçсене «Белстрой» уçă акционерлă общество пурнăçа кĕртнĕ.
- Музей çурчĕн тул енчи стенисем питĕрех те илемсĕрччĕ, штукатурки ишĕлсе тăратчĕ. Фидан Шамильевич Булатов ертсе пыракан строительсен ушкăнĕ тĕп ĕçсемсĕр пуçне эпир ыйтнипе чÿречесене те тулаш енчен сăрласа пачĕ, чÿрече каррисем илме те вăл укçа уйăрчĕ, - тав туса калать Ольга Андреева.
Çулсерен шалти, кил картишĕнчи ĕçсене музей ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпех ирттереççĕ.
- Чÿрече рамисем çинчи кивĕ сăрăсене хырса çĕнĕрен сăрларăмăр, стенасен штукатуркине çĕнетрĕмĕр, пĕр залра çутă кĕртмен чÿрече каррисем çакрăмăр. Çакă экспонатсене, картинăсене, стендсене хĕвел çутинчен сыхлама питĕ кирлĕ, - ăнлантарса парать хăй ĕçĕн кăткăслăхне Ольга Анатольевна. - Музей хуралçи (смотритель) Александр Алексеевич Маркелов çĕмрĕк кантăк кĕленчисене улăштарчĕ. Урай çăвакан Галина Герасимовна Потаповапа тепĕр хуралçă Валентина Владимировна Маркелова та юсав ĕçĕсене ялан хутшăнаççĕ. Кирлĕ пулсан кирек хăçан та ĕçе тухаççĕ. Хăйсем çеç мар, мăнукĕсене те явăçтараççĕ. Сăмахран, клубма çинче чечексене çум курăкран тасатма ачасем пулăшрĕç. Кил картишне авалхи сĕм кĕртме çатан карта туса лартма пултартăмăр. Çавăн пекех çурт умĕнчи пахчара сирень тĕмĕсене тĕплесе чечексем лартрăмăр, кил картишĕнчи клумбăна пысăклатрăмăр, бордюрсем вырнаçтартăмăр. Пирĕн коллектив 4 çынран çеç тăрать пулсан та ĕçчен те туслă. Йышра обществăлла ĕçрен пăрăнса юлакан çук.
Константин Васильевич Иванова çуралнăранпа 130 çул пулчĕ пулсан музей-çуртăн ĕмĕрĕ тата та вăрăмрах. Ку çурта поэтăн ашшĕпе амăшĕ 1906 çулта хăпартнă-çке! Паллах, авалхи здание упрасси, тирпей-илем кĕртесси çăмăл ĕç мар. Халăх хушшинче çуртра кунне пĕр пăта çапмасан вăл ишĕлсе анать теççĕ. Çавна шута илсен музей-çуртра пурнăçламалли ĕçсем тата та чылай-ха.
- Питĕрех те музейра шыв пăрăхĕсем çукки тарăхтарать. Шалта экспонатсен витринисене те çĕнетес килет. Хĕл хыççăн, кĕрхи-çурхи çумăра пула чул хÿме ишĕлни те канăç памасть. Цемент хутăшĕпе çулсерен юсаса тăрсан та чулсем хăпăнса ÿкеççĕ. Ун çине тăрă тунă пулсан та апла пулмĕччĕ. Яков Гаврилович Ухсай музейĕнче те ирттермелли юсав ĕçĕсем чылай, - хуçа куçĕпе хакласа каласа парать çитменлĕхсем çинчен Ольга Анатольевна.
Слакпуç ялĕнче икĕ паллă чăваш поэчĕ Константин Ивановпа Яков Ухсай кун çути курнă. Вĕсем хамăр республикăра çеç мар, пĕтĕм тĕнчипе паллă. Кашни çул К. В. Ивановпа Я. Г. Ухсай музейĕсенче çĕршер турист пулса кураççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.
Читайте нас: