Тăван ялпа тăван кĕтес,
Улма-çырлаллă пахчисем.
Алран тытсах туя чĕнеç
Сар хĕрĕсем яш каччисем.
Атте-анне парсассăн пил
Пире ăсатнă тăван кил.
Ют çĕрсенче те аякра
Тăван кил пулнă шав асра.
Кунта тăвансем ял тулли,
Кашни çитсе курма чĕнет
Вĕсен юрри, вăййи-кулли
Чуна хаваслăх парнелет.
Тăван кĕтес юратнă ял,
Тăван ялăмри тăван кил.
Атте çуртĕнчен хакли çук,
Аннен çăкăрĕнчен тутли çук.