Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Июлӗн 2020, 17:53

Вĕренме кĕме йыхравлатпăр!

Эпир, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем, çак информацие 11 класс вĕренекенĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, тĕрлĕ училище, колледж, техникум пĕтерекен выпускниксем патне çитересшĕн.

«Педагогика пĕлĕвĕ (икĕ профильпе). Тăван (тутар, чăваш) чĕлхе тата литература. Ют чĕлхе» направление суйласа илетĕр пулсан ют чĕлхепе экзамен тытма кирлĕ мар, вырăс чĕлхипе обществознани результачĕсем те çителĕклĕ. Бюджетлă вырăна кĕрсе юлас тесен июль уйăхĕн 20-мĕшчен заявлени парса ĕлкĕрмелле.
Пирĕн направленипе 18 бюджет вырăнĕ пур. Çакă студент академиллĕ стипенди (1600-2000 тенкĕ), уйрăм условисенче социаллă стипенди (5000-7000), лайăх вĕренсе хастар пулсан пысăк стипенди (6000-15000) илессине пĕлтерет.
Колледж, техникум, училище выпускникĕсем аслă вĕренÿ заведенийĕн тĕрĕслевĕ витĕр иртĕç, вĕсене ППЭ результачĕсем кирлĕ мар. Пурăнмашкăн общежитипе тивĕçтереççĕ.
«Педагогика пĕлĕвĕ (икĕ профильпе). Тăван (тутар, чăваш) чĕлхе тата литература. Вырăс чĕлхи» направленипе куçăн мар мелпе (заочно) вĕренме кĕме май пулĕ.
Хисеплĕ вĕрентекенсем! Эпир сирĕн тăван чĕлхепе литературăна, культурăна аталантарассишĕн туса пыракан пархатарлă ĕçĕре хаклатпăр, хисеплетпĕр, уншăн тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатпăр.
Пирĕнпе çыхăнмалли телефонсем: кафедра ертÿçи Илсур Салихьянович Мансуров - 8-917-790-06-53; 8-927-315-09-04; [email protected]; профориентаци ĕçĕшĕн яваплисем – 8-961-046-09-73; 8-965-921-57-86; 8-917-445-12-46; 8-987-249-91-97.
ППУн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш
филологи кафедри.
Читайте нас: