Манăн çемье Тăван çĕршыва кĕнекери пек паттăрĕсене - паллă летчиксем‚ снайперсемпе разведчискем - парнелемен. Çав вăхăтрах вĕсем маншăн паттăрсем шутланаççĕ. Пĕрисене аса илсен‚ теприсем кÿренме пултараççĕ. Çавăнпа хамăн пысăках мар статьяра хам хăш йăхран пулса кайнине‚ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин куççулĕ манăн çемьене епле пырса тивнине тата вăрçă çулĕсенчи пулăмсене кĕскен уçса парасшăн.
Манăн кукаçи, Георгий Федорович Яковлев, Пишпÿлек районĕнчи Вишневка ялĕнче 1927 çулхи декабрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Вун çичĕ çулхи каччă вăрçă вут-çулăмне кĕнĕ. 1944 çулхи декабрь уйăхĕ пулнă. Урок пынă вăхăтра класа военрук пырса кĕнĕ. Вăл шкул ачисене вăрçа кайма повестка илсе килнĕ. Кукаçи те çак списока лекнĕ. Георгий килне таврăнсан амăшне çак хыпара пĕлтернĕ. Амăшĕн чĕри яш! чиксе кайнă. Мĕншĕн тесен унăн виççĕмĕш ывăлне‚ чи кĕçĕннине, вăрçа ăсатса ямалла пулнă. Аслисем‚ Никифорпа Николай‚ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Мĕнле йывăр пулсан та амăшĕ ывăлне çула тухма хатĕрленĕ‚ ăшă япаласем пухнă. Шартлама сивве пăхмасăр мăн кукамай ывăлне лашапа Пишпÿлекри район военкоматне илсе çитернĕ. Унтан вĕсем Приютовăри чугун çул вокзалне çул тытнă. Военкомат направленийĕпе килĕшÿллĕн кукаçи Челябинск облаçĕнчи Чебаркуль хулине кайнă. Палăртнă вырăна çитсен ăна вĕçев шкулне янă. Унта 6 уйăх вĕреннĕ хыççăн вăрçă та пĕтнĕ. Кукаçине шухăшĕсемпе ĕмĕчĕсем килне илсе çитернĕ, анчах ăна Германие ăсатнă. Çичĕ çул хушши вăл унта çарта тăнă. Георгий Яковлев Ютербок хулинче сержант званийĕпе служба иртнĕ. Çичĕ çул хушшинче вăл нимĕç чĕлхине тата баян лайăх калама вĕренсе çитнĕ. Ăна Германире тăрса юлма та сĕннĕ. Анчах тăван кĕтес пуринчен те хаклăрах-çке. Çартан таврăнсан Георгий Яковлев Вишневка ялĕнчи колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Питĕ ăслă çынччĕ‚ философилле шухăшлама юрататчĕ. Вăл истори кĕнекисемпе докуменчĕсене‚ наука статйисене вулани‚ çав шутра нимĕç чĕлхипе те‚ асра юлнă. Кукаçи мирлĕ пурнăçра тата тепĕр пысăк çухату тÿссе ирттернĕ. Унăн ывăлĕ‚ Владимир Яковлев‚ Афган вăрçинче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Çак вăрçă хирĕнче манăн асатте те‚ Михаил Исакович Петров‚ тăшмансемпе çапăçнă. Унта вăл пĕр аллине çухатнă. Анчах çакă ăна алă ĕçĕ тума, тĕрлĕ япаласем ăсталама кансĕрлемен. Асатте пиччĕшĕ Алексей Исакович вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Ăна 1942 çулхи август уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пишпÿлекри район военкоматĕнчен Чкалов хулине (халĕ Оренбург ) янă. Алексей Исакович 1943 çулхи апрель уйăхĕччен пулеметчиксен училищинче вĕреннĕ. Вăл Тĕп Украина тата I Украина фрончĕсенче çапăçнă. Малтан танксене тĕп тăвакан орудисен взвод командирĕ‚ унтан стрелоксен взвочĕн тата ротăн командирĕ пулнă. Вăрçа стрелоксен батальонĕн штаб начальникĕн пулăшаканĕ должноçпа‚ майор званийĕпе вĕçленĕ. Çĕнтерĕве Берлин хулинче кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн районти военкомат уйрăмĕнче ĕçленĕ. Кунта ăна подполковник званийĕ панă. Каярах вăл полковнике те çитнĕ.
Манăн кукамайăн та‚ Анна Романовна Яковлеван‚ пурнăçĕ çăмăл килмен. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 11 çулхи хĕр ача çеç пулнă. Кукамай ытти ачасемпе пĕрле иртен пуçласа каçчен аслисемпе пĕр тан ĕçлесе çирĕпленнĕ. Вĕсем тулă‚ ыраш тата вир çумланă. Вăрçă ачисем çитмен‚ выçлă-тутлă пурнăçпа пурăннă‚ çывăрса тăранайман. Пĕр сăмахпа каласан‚ аслисене те, пĕчĕккисене те вăрçă çулĕсенче йывăр килнĕ. Кукамай ял хĕрĕсемпе пĕрле хĕл валли силос хатĕрлес тесе вĕлтĕренпе хупах та çулнă. Шартлама сивĕре юр айĕнчен çулла хатĕрленĕ улăма чавса кăларнă. Унтан ăна çунасемпе турттарнă. 1952 çул чылай хĕре Свердловск облаçĕнчи Отрадновский вăрман хуçалăхне ĕçлеме илсе кайнă. Кукамай та унта лекнĕ. Вĕсем тарăн юр ăшĕнче сивĕ кунсенче йăвантарнă йывăçсен турачĕсене каснă. Нумайăшĕ чирленĕ‚ ал-урине шăнтнă. Кукамай çур çул вăрман хатĕрленĕ çĕрте ĕçленĕ. Хăйĕн планне пурнăçласан çеç тăван ялне таврăннă.
Кукамайăн вăрçа тĕрлĕ сыпăкри пилĕк пиччĕшĕ - Василийпе Терентий Артелинсем‚ Александр Трофимов‚ Михаил тата Дмитрий Трофимовсем - тухса кайнă. Василийпе Михаила Турă ырă-сывă таврăнма пÿрнĕ. Василий Николаевич 1942 çултан пуçласа эвакоприемникре санитар-носильщик пулса ĕçленĕ. Унăн хăй алли çинче темиçе пин аманнă салтака вăрçă хирĕнчен вырăнтан-вырăна куçарма, суранлă çынсене сĕтĕрме тÿр килнĕ. Аманнисене вара тăван ашшĕ пек пăхнă. Василий Артелина Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче икĕ хутчен амантнă. Канма пĕлмен чăваш арĕ пушă вăхăтра çăкăр касакан ĕçне те пурнăçланă. Ăна аманнисемпе чирлисем‚ пĕрле хĕсметре тăракансем питĕ хисепленĕ. Василий Николаевича «Хастарлăхшăн» медальпе те чысланă. Унăн мăшăрĕ‚ Ульяна‚ вăрçăра медсестра тивĕçĕсене пурнăçланă. Терентий‚ Александр тата Дмитрий пĕртăвансем хыпарсăр çухалнă. Вĕсем питĕ çамрăк пулнă‚ çемье те çавăрса ĕлкĕреймен. Михаил Романович Трофимов Тăван çĕршывăн аслă вăрçин I степень орденне тивĕçнĕ.
Манăн кукаçин‚ Георгий Федоровичăн‚ пиччĕшĕсем - Никифорпа Николай - хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр тăшмана хирĕç çапăçнă. Вĕсен те çемйисем пулман‚ иккĕшĕ те вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Манăн тетесем‚ Герасим тата Кузьма Егорович Яковлевсем‚ вăрçа хутшăннă. Герасим пичче сывă таврăннă‚ Кузьма пичче вара хыпарсăр çухалнă.
Пирĕн йăх-несĕлти 13 çын пурнăçне вăрçă татнă. Вăл вут-çулăмлă аллипе 13 тăван чуна туртса илнĕ. Çакăн çинчен шухăшлама та хăрушă. Улттăшĕ çеç сывă таврăннă. Хăйсен ывăлĕсене вăрçа ăсатса вилни çинчен калакан хута илесси çинчен хăрушă тĕлĕкре те курман пулĕ. Эпĕ те курас çук.
Вилнĕ тăвансем çинчен чылай вăхăт хыпар шырама тÿр килчĕ. Кукаçин пиччĕшĕ‚ Никифор Федорович (1919ç)‚ çинчен çеç информаци тупрăм. Вăл 1944 çулхи сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Латви ССРĕнче‚ Мадонский уезда кĕрекен Эргли поселокĕнчи çар масарĕнче пытарнă. Вăл пирĕн паттăр! Никифор Федоровича «Хастарлăхшăн» медальпе тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă. Унăн паттăрла ĕçĕсемпе сире те кăштах паллаштарам.
Приказра çырнинчен: «4 батарейăн çыхăну отделенийĕн командирĕ Никифор Федорович Яковлев сержант 1943 çулхи август уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче Ленинград облаçĕнчи Старая Русса хули çывăхĕнче тăшман артиллерийĕпе миномечĕсем вут-çулăм тăкнă вăхăтра 40 вырăнта татăлнă çыхăну линине çыхăнтарнă. Çапла майпа пехотăпа татти-сыпписĕр çыхăну йĕркеленĕ. Тăшманăн вăйлă вут-çулăмĕ Яковлевăн отделенине стройран кăларнă‚ сержант пĕччен тăрса юлнă. Вăл хăйне шаннă ĕçе паттăрла тата пĕлсе пурнăçланă‚ татти-сыпписĕр вут-çулăм сăнав пункчĕпе позици хушшинчи çыхăнăва тытнă. Лайăх çыхăну пулнипе батарея тăшманăн вут-çулăм точкисене тĕп тунă». «Фронтра пулнă вăхăтра‚ батарейăн çыхăну отделенийĕн командирĕ пулнă май‚ çар ĕçĕнче паттăрлăхпа хастарлăх кăтартрĕ. 1944 çулхи июль уйăхĕн 27-мĕшĕнче тăшман тупăсенчен вăйлă пенĕ вăхăтра Яковлев юлташ батарейăна хăвăрт та вăхăтлă çыхăнупа тивĕçтерчĕ. Пĕр кун хушшинче çыхăну линийĕ 25 хут ытла татăлнă‚ вĕсене вăл вăхăтлă çыхăнтарнă. Яковлев юлташ хастар‚ хăюллă командир. Çапăçури кирек мĕнле йывăр лару-тăрура та вăхăтлă тата чарăнусăр çыхăнупа тивĕçтерет. Паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн вăл правительство наградине, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, тивĕç».
Паллă писатель-биограф Ирвинг Стоун этемлĕх пулăмĕсемпе живопись хушшинчи пĕрпеклĕхсем пуррине сăнанă. Пĕр утăм каялла тусан‚ малашлăх улшăнать. Кăмăл-туйăм объектран кăна мар‚ куракантан та килет. Эпир аслă ăру чăтса ирттернине пĕтĕмпех ăнланса пĕтместпĕр пулĕ. Чи кирли – вак-тĕвексем те пĕлтерĕшлĕ пулни. Эпĕ çут тĕнчене килни миçе сăлтавран килнĕ-ши? Шутлатăп...Вĕçĕ-хĕрри те çук. Çак çынсем вăрçăра‚ выçлăх çулĕсенче тата вĕсем хыççăн пурăнннă. Пĕрисем куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă‚ теприсем çут тĕнчене килнĕ. Вĕсем хыççăн пирĕн атте-анннесем çуралнă‚ унтан эпир тата пирĕн ачасем.
Халĕ эпĕ иртнине кÿренмесĕр тата пурнăç умĕнчен малта чупмасăр паян пуррине хаклама пĕлетĕп. Аслă ăру çĕр çинче сахалланса пырать‚ ытларах чухне вĕсем пиртен шăппăн уйрăлаççĕ. Чăн малтан фронтовиксемпе блокада çыннисем‚ вĕсем хыççăн тăлăха юлнисем‚ унтан тыл ĕçченĕсем. Ачисен вăхăчĕ те çитрĕ тесе калама пулать. «Вăрçă ачисем» тени тĕлĕнмелле каларăш. Вĕсене вăрçă çуратнă тейĕн. Çук‚ паллах. Юрату вăйĕ вăрçă ачисене пурнăç парнеленĕ. Вĕсен пурнăçĕ вара вилĕме çĕнтернĕ. Юлашки çын пиртен уйрăлсан‚ кам тăрса юлĕ-ши? Эпир - яланлăхах пуçра çирĕпленсе юлнă астăвăмăн тĕпренчĕкĕсем.
Татьяна ХРИСТОФОРОВА.
Пишпÿлек районĕ‚
Вишневка ялĕ – Эрĕнпур хули.