Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
8 Июлӗн 2020, 18:38

Вера Елизаровна НИКИФОРОВА

Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, хаклă аннене, çепĕç кукамаяВера Елизаровна НИКИФОРОВАНА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Юратнă та хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр утма хурçă пек çирĕп сывлăх, пархатарлă кун-çул, иксĕлми телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, канăçлăх сунатпăр. Пире савăнтарса тата нумай-нумай çул пурăн!
Вăрăм пултăр санăн ĕмĕрÿ,
Хурçă евĕр пултăр сывлăху,
Çăлкуç евĕр таптăр вăй-халу,
Умра çиçтĕр тулли телейÿ.
Пурăн ĕмĕр савăнса,
Пурнăç илемне туйса!
Эс пире савса ÿстернĕ,
Пурнăçра телей пилленĕ,
Ăс парса ырра вĕрентнĕ,
Çунатсем парса вĕçтернĕ!
Ăшă салампа – мăшăрĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем
тата мăнукĕсем.
Читайте нас: