Сывлăх сыхлав сфери обществăн чи кăткăс пайĕ шутланать. Çавăнпа вăл унта ĕçлекен çынран кашни утăмра яваплă та тимлĕ, пуçаруллă пулма хистет. Çыннăн çак енĕсене сирте яланах курма пулать. Çăмăл мар ĕçпе пĕрле ăслăлăх тата общество ĕçĕсене туса пыма мехел çитерни те пире питĕ тĕлĕнтерет. Çавăнпа та хастарлăху нихăçан та ан иксĕлтĕр, ĕмĕр сукмакĕ такăр та вăрăм пултăр, çутă ĕмĕтÿсем пурнăçа кĕччĕр.
Ырлăх курма сывлăх пултăр,
Ÿсĕм тума тÿсĕм пултăр.
Кăмăл уçма кăмăл пултăр,
Телей курма тивлет пултăр.
Ăшă салампа – Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн хастарĕсем.