Пире кун-çул парнелесе ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă аннемĕре ăшшăн саламласа вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, чун-чĕрере лăпкăлăхпа канăçлăх сунатпăр. Хамăр çитĕнÿсемшĕн эпир сана тав тăватпăр. Эсĕ пуррипе кил-çурт ăшă та таса, çутă. Сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç.
Ах, аннемĕр, анне, тĕнчере эс пĕрре,
Эс кÿретĕн кил-çурт илемне.
Çук санран лайăххи тĕнчере,
Хăват парса тăратăн пире.
Тайма пуçăм сана ĕмĕрех,
Ылтăн пек ырă çыннăмăр, анне!
Ăшă салампа – Сергей ывăлĕпе кинĕ,
Кирилл, Тимофей, Александра мăнукĕсем.