Вилес умĕн чĕрĕп ами (çакна вăл сиснĕ пулĕ, – авт.) хăйĕн тин çеç çуралнă çурисене çурисем çуралнă кушак патне илсе килнĕ. Кушак чĕрĕп çурисене йышăннă, каярах чĕрĕп ами, чăн та, вилнĕ.
Чĕрĕп тата кушак çурисем часах пĕр-пĕринпе «пĕр чĕлхе тупнă», туслашнă. Кушак ами чĕрĕп çурисем йĕплĕ пулнине пăхмасăр вĕсене хăйĕн тăван тĕпренчĕкĕсем пек йышăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн чĕрĕп çурисем çитĕнсе çитсе тĕрлĕ çĕре саланса пĕтнĕ, анчах та вăхăтран вăхăта сад пахчине хăйсен çăмламас амăшне килсе кураççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.