Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Июлӗн 2020, 13:28

Хĕле хатĕрленетпĕр

Абрикос компочĕпе йĕплĕ хурлăхан варенийĕ

Абрикос компочĕ
2кг абрикос,1кг сахăр песукĕ, 3л шыв кирлĕ.
Абрикоса лайăх çумалла, хут ал шăллипе типĕтмелле. Банкăсене çуса пăс çинче стерилизацилемелле те абрикос тултармалла. Шыв çине сахăр песукĕ хушса сироп вĕретмелле. Вĕриллех абрикос тултарнă банкăна ямалла. Хупкăçпа витсе сивĕниччен тытмалла. Сироп сивĕнсен ăна асăрхануллăн кастрюле ямалла та татах вĕретмелле. Каллех банкăна ямалла. Сивĕнсен тепĕр хут кастрюле ярса вĕретмелле, каллех банкăна ямалла. Металл хупкăçпа хупласа пуç хĕрлĕ çавăрса лартмалла. Хулăн япалапа чĕркесе сивĕниччен тытмалла. Кайран сулхăн çĕрте упрамалла.
Читайте нас: