Пирĕн атте‚ ытти тăватă пиччĕшĕ пекех‚ вăрçă пуçлансан фронта тухса кайнă. Пилĕк пĕртăвантан виççĕшĕ çеç ырă-сывă таврăннă.
Пирĕн ачалăхра кашни килĕре ветеран‚ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕ пурăнатчĕ. Анчах вĕсем хăрушă вăрçă синкерне аса илме юратмастчĕç. Пирĕн атте те.
Çапах та‚ хăш чухне хăй полк командирĕн шоферĕ (вăл каланă тăрăх‚ «Комполк») пулни çинчен мăнаçланса каласа паратчĕ. Шел‚ çавăн чухне эпĕ командир хушаматне асра тытма тăрăшман. Халĕ вара çакăн пирки ÿкĕнетĕп.
Манăн асăмра атте каласа панă пысăках мар пулăм сыхланса юлнă. Çак ĕç Венгри территорийĕнче пулса иртнĕ. Полк сăртлă вырăнсем тăрăх куçса пынă. Вĕсен умĕнчи тĕллев - çÿллĕ сăртран тикĕс çĕр çине анасси. Полк чарăнса тăнă. Унăн командирĕ водительсен йышне‚ кăмăл тăвакансене тата хастаррисене пĕр çĕре тăратнă. Вăл вĕсене сăрт çинчен хĕç-пăшал тиенĕ техникăпа тĕрĕс те ырă-сывă анмалли тĕслĕхе кăтартса пама хушнă. Кăмăл тăвакансем пулман. Полк командирĕ наган (револьвер) кăларнă та водительсен стройне çаврăнса тухма пуçланă. Пирĕн атте патне çитсен «Дмитриев хĕрлĕ армеец! Заданине пурнăçлама тытăнăр!» тенĕ. «Вилĕм ăçта тупасси пурпĕрех мар-им? Тăшман пулинчен-и‚ е грузовик айне (ун çумне танксене пĕтермелли тупă лектернĕ) çакланса-и?» шухăшланă атте. Грузовик рулĕ умне ларсан‚ хытнă урисене туймасăр пур вăйран тормоз педальне пуснă. Тупă аяла ăнăçлă куçнă. Ун хыççăн ыттисем те сăрт çинчен анма тытăннă. Пурте анса пĕтсен салтаксем кĕтмен çĕртен «Ура!!» тесе аттене çÿлелле çĕкленĕ.
Хытă аманнă хыççăн пирĕн çывăх çыннăмăра ХППГ 62622 госпитальте хăварнă. Атте Аслă Çĕнтерĕве санитар машинин водителĕ пулса кĕтсе илнĕ.
Ирина ИВАНОВА тата
Нина НИКИТИНА хĕрĕсем.