Атте Пелепей районĕнчи Гусаркино ялĕнче çуралнă. Ăна 1941 çулхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Совет Çарĕ Волгоград облаçне хĕсмете чĕнсе илнĕ. Тепĕр эрнерен вăрçă пуçланнă. Вĕсене çуран 500 çухрăм ытла Ленинград облаçĕнчи Тихвино çывăхне куçарнă. Унта совет салтакĕсем тĕрексем хăпартнă‚ Ладога кÿлли çумĕнчи çула сыхланă‚ тăшман ункине лекнĕ Ленинграда апат-çимĕçпе‚ хĕç-пăшалпа тивĕçтернĕ. Атте Ленинградпа Волхов хушшинче «Каялла утăм тумасăр‚ тăшман аллине лекмесĕр» приказа пăхăнса паттăрла çапăçнă.
1942 çулхи февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче‚ хаяр çапăçу пынă вăхăтра‚ аттепе унăн юлташне тупă çурăлнин хумĕ пырса çапнă. Юлташĕ вилнĕ‚ аттене вара çĕр ăшĕнчен чавса кăларнă. Унăн урисем вăйлă суранланнă. Госпитальте пĕр урине сыхласа хăварнă пулсан‚ теприне май килмен. Атте вăрахчен сипленнĕ. Вăрçăран киле иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăннă.
Мирлĕ вăхăтра çывăх çыннăмăр ял Канашĕнче секретарь‚ бригадир‚ ял клубĕн заведующийĕ пулса ĕçлерĕ.