Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Июлӗн 2020, 14:12

Тăван тавралăха юратса

«Шуратăл» литпĕрлешÿ членĕсем пĕр вырăнта лармаççĕ. Хайлавсем, сăвăсем, пьесăсем тата ыттине те илемлĕ чăваш чĕлхипе, вырăсла та çырсах тăраççĕ, вулакансем патне кĕнекесем калăпласа çитереççĕ. Паллах ĕнтĕ, кĕнеке кăларма паянхи кун çăмăл мар, укçа-тенкине паракан та питĕ сахал. Вĕсем хăйсен вăйĕпе кĕнекесене тĕнчене кăтартаççĕ.

Манăн аллăмра паян Вера Александровна Фоминан - Шемперĕн черетлĕ кĕнеки. Пысăк парне маншăн. Вăл «Шуратăл» литпĕрлешÿ членĕ, питĕ хастар та тăрăшуллă çыравçă, сăвăç. Халăх хушшинче хисеплĕ çыравçăна халалланă ăшă сăмахсене, «Урал сасси» хаçатпа усă курса калас терĕм. Кĕнекери сăвăсене пурне те тимлĕн вуласа тухрăм. Вăл пурнăç, тăван чăваш чĕлхи тата пирĕн халăхăн культури, авалхи йăласем çинчен питĕ ăста çырать. Пурнăçра сахал мар йывăрлăхсене курса, çĕнтерсе, паянхи кунччен çухатман ырă кăмăл-туйăмĕсене, тăванĕсене тата чăваш халăхне парнелет.
Илемлĕ хуплашкаллă, «Тăван тавралăх» ятлăскер сăвăсен пуххи. Тиражĕ те аванах. Сăввисем вулакана тарăн шухăша яраççĕ.
«Çакă кĕнекере хам çуралса ÿснĕ тăван тавралăх çинчен шухăш-кăмăла, хамăн шалти туйăма сăвăлла хайласа вулакансем патне туллинрех çитерес терĕм. Çавăнпа та кĕнекен ятне «Тăван тавралăх» тесе ят патăм», - тесе калать вăл ум сăмахĕнче.
Чăн та, юратнă тавралăха мĕн çиттĕр! Вăл чи хакли пирĕншĕн! Манăн шухăшпа, килес ăру валли çак кĕнеке питĕ пысăк парне. Тÿррĕмех калатăп, чăваш халăхĕ хăйĕн культурине, йăлисене, тăван чĕлхине паянччен çухатман. Эпир чăвашла çырнă кĕнекесене алăра тытса вулама пултаратпăр. Ку вара савăнтарать!
Парнешĕн эпĕ автора, Вера Александровнана пуç тайса, пысăк Тав калатăп, пĕтĕм чунран ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал сунатăп!
Автор çинчен, кĕскен пулсан та, вулаканăмăра çырса пĕлтерес терĕм.
Вера Александровна Фомина Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕнчи Чăваш Нукасак ялĕнче çуралнă. Çак ялти сакăр класлă шкула пĕтернĕ, унтан вара кÿршĕ Треппел ялĕнче вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Шкул хыççăн Çтерлĕ хулинчи 48 № техника училищинче хими производствин аппаратчикĕн специальноçне алла илнĕ, аппаратчица пулса ĕçленĕ, каярах проектпа конструктор уйрăмĕнче чертеж ĕçченĕ пулса тăрăшнă.
Çтерлĕри химипе технологи техникумĕн каçхи уйрăмне пĕтернĕ хыççăн техник-конструктор пулса ĕçленĕ. Тав çырăвĕсемпе, хисеп хучĕсемпе пĕрре мар наградăланнă. Сăн ÿкерчĕкĕсем Хисеп хăми çинче вырнаçнă. Унăн сăввисем час-часах хаçат-журналсенче пичетленеççĕ. Илемлĕ сăвăсене вăл паянччен çырать, пире савăнтарать.
Питĕ тĕрĕс, тарăн шухăша пĕлтерет вăл: «Эй, тăван тавралăх, тăван çĕр, тăван кĕтес, тăван кил, пире çуратнă атте-анне, ял-йыш! Çаксем пурте пирĕншĕн темĕнрен те хаклă, çаплах хамăрăн чăваш тĕнчи, хамăрăн пĕрлĕх ахах-мерченрен те чи пахи мар-и? Çакна манас пулмасть!» .
Рудольф ИЛЬКЕЛРИ, çыравçă.
Читайте нас: