Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Июлӗн 2020, 13:56

Ула курак

- Ула курак, мĕн пулнă?Картишне, эс, ма килнĕ?Йăва çавран, карлатан,Пире ирех вăратан!

Кар! Сиксе ÿкрĕ курак,
Куçне мăч-мăч сиктерчĕ:
- Мĕншĕн эс çапла
ыйтан,
Мĕншĕн эсĕ тĕлĕнен?
Матур чĕпсем ÿстеретĕп,
Ирпе кар! кар! юрлаччăр.
Ырă кунпа саламласа,
Сире куллен вăратчăр.
Пăх-ха, сар хĕвел тухать,
Ăшă çил питрен лăпкать.
Çĕнĕ кунĕ пуçланать
Ача-пăча савăнать.
Вера ГАВРИЛОВА.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: