Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Июлӗн 2020, 14:01

Вирус килчĕ таврана

Çанталăка тем пулчĕ,Те çумăр, те юр çăвать.Пурнăçа нуша кÿрсеВирус çÿрет тĕнчере.

Юрамасть инçе кайма,
Юркан айĕнчен тухма.
Диван çинчен анмасан,
Эсĕ чиртен сыхланан.
Выртсан шăм-шак ыратать,
Ыйхă килмест, мĕн тăвас?
Телекăларăм пăхсан,
Темшĕн шалта ăш çунать.
Шухăшласа пăхрăм та,
Ватă мар эпир санпа!
Çитеймен-ха çитмĕле,
Утас пулать малалла.
Çăвар карса выртас мар,
Каяр, тусăм, ту çине.
Çÿлтен пăхар ял çине,
Тăван енпе киленсе.
Телефонпа, онлайнла,
Тус-тăванпа калаçар.
«Урал сасси» вуласа,
Чун-чĕрене йăпатар.
Хамăра упранă май,
Хуçалăхра тăрмашар.
Ĕçĕ халĕ пит нумай,
Сывлăхлă кăна пулар.
Станислав АНДРИЯНОВ.
Ермеккей районĕ,
Эрехĕрри ялĕ.
Читайте нас: