Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
15 Июлӗн 2020, 13:48

Ылтăн çемье

Июль уйăхĕн 8-мĕшĕ – Çемье‚ юрату тата шанчăклăх кунĕ. Çак кун Кивĕ Сименкке ял Канаш администраци пуçлăхĕпе вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем Çĕнĕ Сименкке ялĕнче пурăнакан Матвеевсен çемйине Дипломпа‚ Хисеп хучĕпе тата медальпе саламларĕç.

Çемьен чăн-чăн управçисене Петĕрпе Феврони мăшăра халалланă уяв умĕн пирĕн пĕр ял çыннисем‚ Владимир Ивановичпа Ирида Георгиевна Матвеевсем‚ «Çемье çулĕ» Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен конкурса хутшăнчĕç. Хисеплĕ мăшăр «Ылтăн çемье» номинацинче парнесем илме тивĕçрĕ. Раççей Федерацинче Çемье‚ юрату тата шанчăклăх кунне йĕркеленĕ комитет Кивĕ Сименкке ял Канашне çемьери тăнăçлăха, килĕшÿпе юратăва упракан‚ ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерекен Владимир Ивановичпа Ирида Георгиевна валли Хисеп хучĕ ярса пачĕ. Республика шайĕнче мăшăра Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен конкурса хутшăннине çирĕплетекен Дипломпа саламларĕç. Унсăр пуçне ял Канаш администраци пуçлăхĕ Анатолий Маркелович Никитин ялти хисеплĕ мăшăра «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕ.
Администраци пуçлăхĕ мăшăра саламланă май чылай ырă та ăшă сăмах каларĕ. Пурнăçра малалла тата та нумай çул пĕрле пурăнма ырлăх- сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунчĕ. Телейлĕ мăшăра культура ĕçченĕсем илемлĕ чечек çыххи‚ лайăх кăмăл‚ йăл-кулă парнелерĕç.
Çемье - пурне те ăнланмалли сăмах. Çемье вăл - çурт. Çемье вăл - тĕнче‚ унта юратупа шанчăклăх тата юмартлăх (самопожертвование) хуçаланать. Унта савăнăçпа хуйхине те пĕрле пайласа пурăнаççĕ. Çемье вăл - йăла-йĕркесемпе хăнăхусем. Çак крепость стенисем хыçĕнче канлĕхпе юрату çеç чечекленет. Матвеевсен çемье телейĕ те çак сăмахсенче.
Çемье‚ юрату тата шанчăклăх кунĕн девизĕ – «Юратмалла тата упрамалла». Эпир те сире пĕр-пĕрне‚ çывăх тата юратнă çыннăрсене юратма тата упрама сунатпăр.
Татьяна САВЕЛЬЕВА‚
культорганизатор.
Надежда УХАТКИНА‚
библиотекарь.
Пелепей районĕ‚
Кивĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: