Унăн ашшĕ десятник пулса ĕçленĕ, автомобиль çулĕсене тунă çĕрте тăрăшнă. Амăшĕ килти хуçалăха тытса пынă. 1931 çулта асатте асаннене, Анна Дмитриевна Белована, качча илнĕ. 1928 çулта комсомол ретне кĕнĕ. Александр Николаевич колхоз йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă. 1931-1932 çулсенче вĕсем Мало-Белебеевка ялĕнче «Канаш» ятлă колхоз пуçарса янă. Асатте хуçалăхăн пĕрремĕш председателĕ пулса тăнă. Çынсем хăйсен çĕрĕсене, выльăх-чĕрлĕхне, ĕçлесе тунă пурлăхне парса колхоза кĕме васкаман. Çавăнпа та вĕсене ÿкĕте кĕртес тесе кунĕн-çĕрĕн пухусем, канашлусем ирттерме тивнĕ. Колхозра ĕçленисĕр пуçне вăл тĕрлĕ обществăсене те хутшăннă. 1930 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен РСФСР Осоавиахим членĕ пулнă. Çакă ăна пухусемпе канашлусенче тĕрлĕ ыйтусене татса пама, хими лабораторисене, мастерскойсемпе заводсене ирĕккĕн кĕме май панă. Çавăн пекех Революцишĕн кĕрешекенсене пулăшакан халăхсен хушшинчи организацин, «СССР хĕрлĕ хĕреспе хĕрлĕ çур уйăх обществăн» членĕ пулнă. Виçĕ уйăхлăх санитари инструкторĕсен курсне иртнĕ. Асатте Ворошилов стрелокĕ пулнă. Вăл ертсе пыракан «Канаш» колхоз малта пынăран ăна Мускавра иртнĕ колхозниксен слетне те янă.
1941 çулта çар службине иртме Алкинăна илсе кайнă. Вăрçă пуçлансан фронта çавăнтанах ăсаннă. Александр Николаевич çемйипе те сывпуллашса ĕлкĕреймен. Пĕрремĕш хыпар унран 1941 çулхи июль уйăхĕнче Рузаевка хулинчен килнĕ. Çав çырура вăл хăйсене хĕвел анăç еннелле илсе кайнине пĕлтернĕ. Тек хыпарсем вăрçă вĕçлениччен те пулман темелле. Вăрах вăхăт кĕтнĕ çыру 1945 çулхи апрель уйăхĕнче çитнĕ. Ăна вуланине итлеме асаттене хисеплекен ял çыннисем те пухăннă. Унта Александр Николаевич Çĕнтерÿ кунĕ çывхарни, вăрçă йывăрлăхĕсем хыçа юлни çинчен хыпарланă. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи киле таврăнсан çапăçу хирĕнче тÿсме тивнĕ йывăр кунсем çинчен каласа пама ĕмĕтленнĕ. Анчах та салтакăн ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕреймен, вăл килне каялла таврăнайман, вăрçă хирĕнче выртса юлнă.
1945 çулхи çулла кукамай «Сирĕн мăшăрăр, çар присягине парăннă, Варейкин Александр Николаевич, Социализмла Тăван çĕршыва хÿтĕлесе, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса 1945 çулхи апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Германин кăнтăр хĕвел тухăç енче Нойдорфра пытарнă» текен хурлăхлă хыпар илнĕ.
1987 çулта атте, Георгий Александрович, турист путевкипе Германире пулса курнă. Вăл ашшĕн вил тăприне тупса пуç тайма ĕмĕтленнĕ. Вырăна çитсен пĕрремĕш кунхинех гид патне çак ыйтупа пынă, ăçта пытарни çинчен хыпарлакан хута кăтартнă. Гид темиçе кунтан Германире Нойдорф ятлă вырăнсем чылай пулни çинчен пĕлтернĕ, Александр Николаевичăн вил тăприне шыраса тупма май çукки çинчен каланă. Апла пулсан та эпир асаттене ăçта пытарнине пĕлес ĕмĕте паянхи кунччен çухатмастпăр, шырав ĕçне малалла тăсатпăр. Александра йăмăк РФ Оборона министерствин тĕп архивне тата ытти çĕре те çыру янă. Хуравĕсем килнĕ, анчах та вил тăпри вырăнне кашни организаци тĕрлĕрен кăтартнă.
Сергей ВАРЕЙКИН.
Пелепей хули.