Пулас ăсчахăн ачалăхĕ Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче иртнĕ. Нумай ачаллă çемьере çурални ăна яланах йышпа пулма хăнăхтарнă. Тепĕр тесен сакăр ачана ура çине тăратма ашшĕпе амашне, Василий Ликандровичпа Раиса Тимофеевнăна, çăмăлах пулман. Апла пулин те кашнинех тивĕçлĕ пĕлÿ илме майсем туса панă, ачалăха телейлĕ те савăнăçлă тума пултарнă.
Виталий ача чухне летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Çак ĕмĕтсемпех вăл кÿршĕллĕ Çĕнĕ Хурамал вăтам шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Ĕпхĕве çул тытнă, авиаци техникумĕн алăкне уçса кĕнĕ. Анчах та кунта ăна кая юлса килни çинчен пĕлтернĕ. Мал ĕмĕтлĕ ĕнерхи шкул ачи тăван яла таврăнма васкаман. Хула урамĕнче юлташне тĕл пулать те иккĕшĕ медицина училищине çул тытаççĕ, тепĕр темиçе эрнерен çак вĕренÿ учрежденийĕн студенчĕ пулса тăрать. Ăна вăл хĕрлĕ дипломпа пĕтерет. Кунта çакна та палăртса хăвармалла - вĕреннĕ чухне аэроклуба çÿрет, парашютпа сикме хăнăхать. Каярах çакă çарта та кирлĕ пулать. Аэроклуба çÿренине пулах 1978 -1980 çулсенче сывлăш десант çарĕнче (ВДВ) хĕсметре тăрать. Çартан таврăнсан пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе Пушкăрт патшалăх медицина институтне вĕренме кĕрет. Пĕрремĕш курсрах ăна çынсене ертсе пыма тата пĕр чĕлхе тупма пултарнине курса комсорга суйлаççĕ, каярах институтри строй отряд комиссарĕ пулса тăрать. Çав çулсенчех пултаруллă та лара-тăра пĕлмен чăваш каччи Турă панă чун савнине Ĕпхÿ хĕрне Татьянăна тĕл пулать. Сăмах май каласан, Татьяна Викторовна та мăшăрĕ пекех медицина наукисен докторĕ, паянхи кун Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче вăй хурать. Вĕсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Елена математика наукисен докторĕ, хальхи вăхăтра хăйĕн çемйипе Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче пурăнать, Сергей Ĕпхÿре шăл поликлиникин тĕп тухтарĕ, медицина наукисен кандитачĕ. Паллах, аслă Викторовсене савăнăç кÿрекени вăл - мăнуксем. Вĕсем виççĕн - виçĕ хĕр.
Юбилярăн ĕç биографине илес пулсан вăл вăрăм та анлă. Виталий Викторов 1987 çулта Пушкăрт патшалăх медицина институтĕнче педиатри специальноçне алла илнĕ. 1987-1989 çулсенче асăннă учрежденин клиника ординатуринче ачасен хирургипе анестезиологи тата реаниматологи кафедринче пĕлÿ пухнă. 1989 çултан пуçласа 2003 çулччен республикăри ачасен клиника больницинче (РДКБ) реаниматологипе анестезиологи уйрăмĕнче врач-ординатор, Республикăри ачасен психо-неврологи центрĕн (РДПНЦ) тата 2№ Республикăри клиника больницин заведующийĕ, Васкавлă пулăшу больницин (БСМП) тĕп врачĕн çумĕ, 17№ хулари клиника больницин тĕп тухтăрĕ пулса вăй хунă. 2003 çултан пуçласа вара 2011 çулччен Ĕпхÿ хула округ администрацийĕн сывлăх сыхлав управленин пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.
Кулленхи ĕçĕсĕр пуçне педиатрипе ачасен хирурги кафедринче педагогика тата наукăпа методика ĕçне малтан ассистент, унтан профессор пулса илсе пынă. 2011 çулхи февраль уйăхĕнчен васкавлă педиатрипе ачасен хирургипе тата неонатологи курсĕн кафедра заведующийĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Паянхи кун та вăл çак ĕçре тăрăшать. 2012 çултан Пушкăрт патшалăх медицина университечĕ (БГМУ) çумĕнчи хушма профессиллĕ пĕлÿ паракан институтăн директорĕ, 2016 çултан сиплев ĕçĕн проректорĕ, 2018 çултан РФ Сывлăх сыхлав министерствин федераллă патшалăх бюджет аслă пĕлÿ паракан БГМУ проректорĕ пулса ĕçлет.
В.В. Викторов хăйĕн наукăпа çыхăннă тĕпчев ĕçĕсене абдоминальнăй хирургире диагностика меслечĕсене лайăхлатассине, пÿрпе септика кăткăслăхне сиплессине (лечение гнойно-септических осложнений) халалланă. Ик çĕр ытла наука ĕçĕ пичетленĕ. Çав шута 5 монографи (пĕр-пĕр темăпа çыхăннă наука кĕнеки), Раççей федераци шайĕнчи 5 изобретени, 12 вĕрентÿ пособийĕ кĕреççĕ.
Пилĕк медицина наукисен кандидатне хатĕрлесе çитернĕ, вĕсен ертÿçи пулнă. Хальхи вăхăтра Виталий Васильевич ертсе пынипе 1 кандидат тата 1 доктор диссертаци хатĕрлеççĕ.
Ăсчах регионсем хушшинче, республика шайĕнче иртекен наукăпа практика конференцисене, семинарсене, медицинăпа çыхăннă тухса çÿрекен симпозиумсене хастар хутшăнать.
Виталий Васильевич ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн чылай патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ» (2002 ç.), «Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тухтарĕ» (2008 ç.), «Чечен Республикин тава тивĕçлĕ медицина ĕçченĕ», «ПР Вĕрентÿ отличникĕ», Абхазин патшалăх университечĕн хисеплĕ профессорĕ, аслă категориллĕ анестезиолог-реаниматолог ятсене палăртмалла.
Çавăн пекех вăл ПР Сывлăх сыхлав министерствин Потребительсен прависене хÿтĕлекен обществăлла канашăн председателĕ, Атăлçи федераллă округăн тĕп аттестаци комиссин членĕ, ПР Сывлăх сыхлав министерствин аслă медицинăпа фармацевт вĕрентĕвĕн штатра тăман специалисчĕ шутланать.
Пушкăртстанри чăвашсем хушшинче Виталий Васильевич пек пултаруллă çын пурри пирех, чăвашсене, ытти халăх хушшинче чыс кÿрет. Чылай чухне «чăваш ĕçчен халăх» тенине илтме пулать. Чăваш ĕçчен çеç мар, ăс-хакăл енчен те ыттисенчен нимпе те кая мар. Çакна юбилярăн тĕслĕхĕпе те çирĕплетме пулать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ĕпхÿ хули - Мияки районĕ.